Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Çемен Эсрел,
чăваш çыравçи

 

Ырă кăмăллăччĕ

 

Митта Ваçлейне эпĕ 1925 çултанпа пĕлетĕп. Çав çулăн февраль уйăхĕнче тухнă "Сунтал" журналта пирĕн икĕсĕмĕрĕн те чăн малтанхи сăвăсем çапăнса тухнăччĕ /Миттан - "Частушкăсем", манăн - "Хресчен шкулĕ"/.

Çулталăкран, 1926 çулта, кĕркунне, пĕр-пĕринпе тĕл пултăмăр вара. Ку Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пулчĕ. Çак вăхăта пирĕн ытти сăвăсем те пичетленнĕччĕ /"Канашра", "Сунталра"/.

Тĕл пулса паллашнă хыççăн литература кружокĕ майлаштарса туса ятăмăр. "Вучах" ятлă алăпа çырнă журнал кăларма тытăнтăмăр. Читальнăра е общежитире пуçтарăнса сăвă-калавсене вуласа сӳтсе яваттăмăр.

Кружок членĕсенчен çаксене астăватăп. Митта Ваçлейĕ, Ваççа, Григорьев, Эсрел /эпĕ/, Михаил Рауль /вырăс ачи/ тата тепĕр ача, тепĕр хĕрача.

Митта ун чухне пысăках мар, типшĕм те шĕвĕр питлĕ-куçлă хура ачаччĕ, пăртак мухтанкаларах калаçатчĕ, чăваш ятне-чĕлхине пит пысăка хуратчĕ.

Çӳрессе хура костюмпа, хура атăпа, хура кепкăпа, хура пальтопа çӳретчĕ. Кĕпи галстукпа. Каснă-лартнă хула ачи.

Литература каçĕсем те ирттереттĕмĕр. Унта сăвăсене, кĕске калавсене вула-вула параттăмăр. Ун хыççăн вăйă-ташă пуçланатчĕ.

1927 çулта /çулла/ Шупашкарта те писательсен, те селькорсен съезчĕ пулса иртнĕччĕ. Кунта Митта Ваçлейĕ те пынăччĕ. Анчах тĕлĕнмелле япала - эпĕ ăна аран-аран палласа илтĕм: ман умра Чĕмпĕрти типшĕм питлĕ-куçлă ачах, çи-пуçĕ вара пĕтĕмпех урăхла. Урисенче тăлапа çăпата, çийĕнче сăрлă тăла йĕмпе тăла пиншак, пуçĕнче ялкас, çурăм хыçĕнче кутамкка, аллинче туя. Вырăсла каласан - крестьянский ходок, да и только! Çакăн пек хăш чухне Есенин хăтланкаланă тет.

Малашне эпĕ Миттана 1932 çулта курнă.

Ку вăхăтра эпĕ Мускавра институтра вĕренеттĕм, Шупашкара /Чăвашгиза/ çулла практикăна пынăччĕ. Пĕр пӳлĕмре эпир пиллĕкĕн-улттăн /редакторсем/ ĕçлеттĕмĕр. Редакторĕсем çаксемччĕ: Хумма Çеменĕ, Ваçанкка, Краснов-Кĕçĕнни, Хворова /Ваçанкка арăмĕ/, эпĕ.

Пирĕн патра час-часах авторсем пыра-пыра калаçатчĕç. Ашмаринпа Хумма Çеменĕ чылайччен калаçнине астăватăп /эпир юнашарах лараттăмăр/. Ашмарин сăнĕ-пуçĕ халĕ те асра: чăваш пек йăваш тĕслĕ лăпкă та ăслă ватă çын.

Краснов-Асли пыркалатчĕ, Тукташ, Агаков.

Пĕринче çапла редакцилесе ларнă чухне Митта Ваçлейĕ пырса кĕчĕ. Сывлăх суннă-мĕн тунă хыççăн калаçма тытăнтăмăр. Вара ак çакна пĕлтĕм: вăл Пушкинăн "Борис Годуновне" куçарса пĕтернĕ те, халĕ ăна пичетлес пирки издательствăна пынă. Унсăр пуçне лирикăллă сăвăсен пуххине хатĕрлесе çитернĕ. Сборникĕн ячĕ - "Кăмăл". Унтан ĕçлеме Шупашкара куçни çинчен, авланни çинчен, часах ача ашшĕ пуласси çинчен каласа пачĕ.

- Нумаях пулмасть сăмавар туянтăм! - тесе çавăрчĕ сăмахне.

- Кама качча илтĕн вара? - тесе ыйтрăм та:

- Ноннăна! - терĕ.

Ку хитре пĕчĕк хĕрачана эпĕ астăватăп, анчах вăл Митта арăмĕ пулассине пуçра та тытман.

Эпир Миттапа хĕрсен общежитине пĕр сап-сарă чипер хĕр патне кайкалаттăмăр. Вăл питĕ кăмăла кайнăччĕ пире. Общежитире Митта, хăюллăскер, хĕрпе юнашар та ларса пăхкалатчĕ, аллисене те тыткаласа пăхкалатчĕ. Хĕрĕсем вара çилленĕ пек пулатчĕç те пире хăваласа кăларса яратчĕç. Эпĕ Митта çак сарă хĕре качча илнĕ пуль тесеттĕм. Вăл пулман иккен.

Халĕ ĕнтĕ каллех 1932 çул çинчен. Вырсарникун эпир /редакторсем, авторсем/ пурте пĕрле Атăл леш енне хăйăр çине шăранма, шыва кĕме каяттăмăр. Пĕрре çапла Атăл леш енне каçрăмăр та шыва кĕрекен çĕрелле утатпăр. Пирĕн ушкăнран çаксене астăватăп: Агаков, унăн арăмĕ Ираида, Митта, унăн арăмĕ Нонна, Яковлев /Чăвашгизăн тĕп редакторĕ/, эпĕ. Пурте çара пакарт темелле, вăта çĕрти вырăна çех плавкăсемпе пăртак хуплакаланă.

Пыратпăр ĕнтĕ... Сасартăк пире пĕр йытă хăваласа иртсе кайрĕ. Çак япала Миттана кулăшла сăвă пуçлама пулăшрĕ. Вара мĕн вырăна çитичченех култарса пычĕ. Сăвви çапла пуçланатчĕ:

Ырă йытă - Ираида
Агакова хыпашлать.
Агаковĕ, чĕн пăявĕ,
Авкаланать кулăшла.

Çак сăвва шухăшласа кăларнă чухне ыттисем малта чупкаласа-выляса пыратчĕç. Эпир /Митта, эпĕ тата Яковлевчĕ пулас/ хыçалта пыраттăмăр.

Çак вăхăтрах Шупашкартан Чулхулана специальнăй пăрахутпа чăваш искусствин представителĕсем кайса килнĕччĕ /хор, оркестр, артистсем/. Ваçанккапа арăмĕ хорпа кайнăччĕ. Митта та кайнăччĕ. Каялла вăл питĕ кăмăллă таврăнчĕ. Чулхулара чăвашсене питĕ лайăх кĕтсе илсе ăсатса янăшăн. Миттана, вăл каланă тăрăх, сцена çинче усалпа ырă çапăçни, ырри çĕнтерни питĕ килĕшнĕ.

Хĕрачи çуралсан, питĕ хĕпĕртерĕ. Нарспи ятне пачĕ. 1932 çултан вара эпĕ Миттана курман. Вăл юлташ та, поэт та уçă кăмăллăччĕ. Хĕвĕнче чул çĕклесе çÿремен.

1973, Мускав.

Эсрел, Ç. Ырă кăмăллăччĕ / Çемен Эсрел // Сăваплă ят : Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май // Хыпар. - 1998. - 5 пуш. - («Хыпар» кĕнеки ; № 30). - С. 3.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru