Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Валем Ахун

 

Эп утатăп хирпе пĕр-пĕччен...

(Митта Ваçлейĕ вилсен)


Сан иртнё ĕмĕрӳ,  çĕре кĕнĕ  поэт,
                                                                                          Чуна пăчăртаса ялан аса килет.

Çеçпĕл Мишши.

Çил улать, çил улать, çил улать -
Этем пек хӳхлесе вăл чупать.
Эп утатăп хирпе пĕр-пĕччен,
Вăй кайса, тăранса ӳкиччен...
Кăра çил, эс ытла ан ула,
Тăвăлна каялла хăвала.
Çумăрпа ан кастар, ан лӳшкет -
Чĕрем хурлă капла та, йĕрет.
Арапуç, хурланса тус-йышпа,
Сывпуллашнă ĕнер сăвăçпа...
Каласамăр, хирсем, вăрмансем,
Çак хуйха эп епле-ха тӳсем? ...
Çил улать, çил улать, çил улать -
Тĕнчепе тулашса макăрать.
Эп утатăп çĕрле пĕр-пĕччен,
Вăй кайса, тăрăнса ӳкиччен...

 

Ахун, В. Урхамахăм чĕнет инçете / Валем Ахун. - Шупашкар, 1982. - С. 14-15.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru