Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Давыдов-Анатри В.

Тавах, Митта, тав сана!


Митта, эсĕ нихăçан
Çухалмастăн асăмран:
Ялан куçăм умĕнче,
Ялан халăх асĕнче.
Пĕрле иртнĕ кунсене,
Пĕрле иртне çулсене
Аса илсен чун çунать,
Эс çуккишĕн кулянать.
Мĕнле манăн тăвана, -
Хисеплеттĕн эс мана.
Пăла шывĕ хĕррине,
Симĕс çаран варрине
Каçхи вăййа эс тухсан,
Çут çăлтăр пек курăнсан,
Пуçлаттăмăр юрлама
Çимĕк сăвви калама.
Тăван халăх мулĕпе,
Янăравлă юррипе,
Çилçунатлă ташшипе
Эпир мĕнчул савăнман,
Çĕн уйăх пек çуталман!
Пĕрле, пĕтĕм ялйышпа
Васкаттăмăр уй-хире, -
Кĕтсех тăнă ĕç пире!
Акнă тырă кар! шăтсан,
Акатуйсем пуçлансан,
Асаттесен йăлипе
Мĕнпур ĕçчен çынсемпе
Савăннине чĕререн
Мĕнле вара манас тен.
Тата эпĕ мĕн калам,
Аса илсе хăварам:
Тĕп хуламăр Шупашкар -
Пирĕн пил те пархатар -
Пире кĕтнĕ тăванла,
Пĕрмай уçнă кăмăла,
Ăсхал пачĕ вăл пире,
Пĕрлештерчĕ пĕр çĕре.
Ваçлей пиччем, санпала,
Ыр кăмăллă çынпала,
Илемлĕччĕ пурăнма,
Чунтан шанса калаçма.
Çĕршыв хуйхи-суйхине,
Тăван халăх нушине
Эс ху чăтса курнине
Эп манас çук ĕмĕрне,
Сан нумайччĕ тусусем,
Сăвă-юрă ăстисем.
Ăçтан манăн вĕсене,
Таса чунлă çынсене!
Тата эпĕ мĕн калам,
Аса илсе хăварам:
Хусанкайпа тĕл пулсан,
Унпа сăмах тапратсан,
Эп лараттăм итлесе,
Чăрмантарас мар тесе,
Сирте пĕрлĕх пуррине,
Çĕнĕ куншăн тăнине,
Чĕлхемĕршĕн çуннине
Халăх манмĕ ĕмĕрне!
Тăван чĕлхе хăватне,
Ытарайми илемне
Пĕрле пулса çĕклени,
Ăна шанни, ĕненни
Вай-хал парать чĕрене,
Çĕклет халăх кăмăлне:
Тавах, Митта, тав сана,
Ĕмĕр манми тăвана!

1990


Давыдов-Анатри, В. Тавах, Митта, тав сана! : [сăвă] / Василий Давыдов-Анатри // Тăван Атăл. - 1993. - № 1. - С. 26.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru