Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Питер Франс


Сăмахсемпе чулсем


Тăнлатăп пек - çак чул палăксене.
Çавра йĕрсем - вĕсем çинче çĕршерĕн,
Унтах йĕрленĕ - Пурнăç Йывăçне.
Кăрлач хĕвелĕ сиввĕн те имшеррĕн
Çутатнă чух, çак пирамидăсем
Мĕн хыпарлаççĕ? Çамрăклах вĕçленнĕ
Хĕр-ар элчелĕ - çак чулсем çинче.
Пĕр-пĕр хусах кинжалпала йĕрленĕ
Хăй юррине хĕр яче айĕнче.
Такам чĕнет пек: "Кăшт вĕренейсессĕн
Аслаçусен хĕн-хурлă çыруне,
Эс кăлăх пурăнман, - ăнланăн эсĕ
Ытти йăхсен хĕнне те шанчăкне".
Çĕкленчĕ çил... Утрав этемĕн терчĕ
Таçти пĕр халăхăн уявĕпе
Пĕрлешрĕ пек кунта... Шевле çитерчĕ
Кунта çав халăх хăй илемĕпе:
Пăлхар палăкĕсем умма тухаççĕ,
Вара пиктсем - Шотланди ашшĕсем
Таçти аваллăх юррине тăнлаççĕ... -
"Асран кайми" юрлаççĕ - чăвашсем.

Акăлчанран Геннадий Айхи куçарнă


Франс, П. Сăмахсемпе чулсем // П. Франс // Митта Ваçейĕн премийĕн лауреачĕ [Питер Франс]. - Шупашкар, 1996. - [Буклет].

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru