Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Петĕр Хусанкай

Çурри

Митта Ваçлейне

Халь тин эп кулянассăм çук пĕрре те,
Умра курса çĕмрен пек йĕкĕте.
Алла та çитĕн, тантăшăм, çĕре те, -
Кама мĕн чухлĕ тивĕçнĕ хевте.

Пасманапа пайланă-и патварлăх,
Мăскал çине хурса кăна-ши çав...
Сăлтав вăл мар: кун-çул мĕнле тăварлă,
Ĕç-пуç мĕн евĕр тарлă - ак сăлтав.

Ир кулĕмпе каç кулĕмне пĕлмесĕр,
Сӳсмен хывмасăр, вăтăр çул тăршши
Пĕр суханах туртса пăхсассăн эсĕр -
Ай-хай пуçа ухсах юртайăр-ши?

Эпир... эпир юртатпăр-ха, юлташăм!
Çилхи кăна вĕçсе пырать çилпе.
Тăват урин те пĕр кĕвĕллĕ ташă,
Тăват йĕркеллĕ сăвă çемми пек...

Çерем çĕтет çырулăх акапуçĕ -
Тĕрен тивмен чунпа ăс çеремне.
Кайран тухнишĕн çул-йĕр пулĕ уçă,
Малтанхисемшĕн - йывăр ĕмĕрне.

Пиртен малтан пăт-пат кăна сухаçă
Хуратнă лăс кăлканлă парлака.
Пирĕнпеле - карах тăрса тухаççĕ
Вуншар, çĕршер... Анамăр сарлака!

Чăваш уйне Çĕн Кун аки çитсессĕн,
Пуçланчĕ çав хаваслă сухалу.
Ват Шелепи! Эс Çеçпĕле илтсессĕн,
Хисеплĕ санăн шурă сухалу.

Пăхса ытарайми савăнтармашкăн
Теприн те çитмеллеччĕ-ха кун-çул:
Яш Кĕçтенттин! Ялан эс тĕкĕр маншăн.
Тивлетлĕ сан таса алмаз куçу.

Тепри... Унпа пĕрлеччĕ ĕç те, çул та,
Тав-шав та шӳт, ырлу та хăтăру...
Шупуççынни! Ăçта эс выртса юлтăн?
Сăваплă сан эпир пĕлмен тăпру...

Сухамăр çăмăл мар: тымар та чул-чăл
Шартах хуçать хăш тапхăр тĕрене.
Анчах кам кӳлчĕ, тантăшăм, кам кӳлчĕ!
Эс ирĕккĕн туртан йывăррине.

Мехел çитмен-ха лăпкăн, вăйăн-шайăн
Кӳлсе те тăварса сĕнкĕртетме.
Çĕршер çулхи парлак халь ака айĕн,
Тĕнчипеле тăватпăр пĕр çĕртме.

Малтан çуралнăшăн эп укĕнместĕп,
Кăшт маларах та çитĕнес темен.
Йăлтах йĕркеллĕ: эп те кирлĕ, эс те;
Çĕре шăп вырăнлă çурать тĕрен.

Иртейнĕ пурнăçăн пĕр сехетне те,
Пĕр самантне те халăм çук манма.
Хури-шурри пурин те пур, пĕлетĕп,
Пурне те курчĕ çур ĕмĕрĕм ман.

Çурри... Анчах çаплах ак, яра кунăн
Сӳсмен хывмасăр, тепĕр чĕрĕкне
Тапса туртасчĕ те, - вара саккунлăх
Тăварăр, салтăр хăмăт чӳлĕкне.

Çурри... Анчах юртатпăр-ха, юлташăм!
Çилхи кăна çинçен шăхăркалать.
Тăват урин те пĕр кĕвĕллĕ ташă,
Пуçне ухса çăрхамçăм çăрхалать.

Атя, ĕçченĕм! Тăпăртат та ыткăн,
Мăкăрлантар тусан йĕри-тавра.
Пĕр ĕмĕт пур: кивви ан пултăр тыткăн,
Этем ан хутăр этемех турра.

Эй-хей! Тĕнчен саманисем те саккăр,
Тамашисем те тăххăр, тенĕ пек, -
Апла та вылянать, капла та тапхăр,
Сасартăках уйлаймăн пĕтĕмпех.

Пĕр чăнлăх çеç улшăнмасть: вăл - халăх
Тата вăл чи мала тăратнă çар,
Ку - пирĕн парти, йышлă ăслă-халлă,
Тĕреклĕ чăмăртаннă пĕр хастар.

Унпа пĕрле ку чух эпир çĕклетпĕр
Пиншер çулхи харамлăх çеремне.
Ун умĕнче эс те пĕр, эпĕ те пĕр, -
Тĕшне кура хаклать вăл çынсене...

Атя, ĕçчен! Турт лав, турт акапуçĕ,
Пĕтĕрĕнет тăпра - хура вĕрен.
Ыран тухас тăваншăн çул-йĕр уçă,
темĕ, тен.

Тесен... Эпир юрататпăр-ха, юлташăм!
Çилхи кăна уç сывлăш кастарать.
Тăват урин те пĕр кĕвĕллĕ ташă,
Çĕре тапса çăрхамçăм кустарать.

1957.


Хусанкай, П. Çурри : Митта Ваçлейне / Петĕр Хусанкай // Ялав. - 1997. - № 1-2. - С. 13-14.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru