Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Стихван Шавлы

Митта Ваçлейĕн тăприне кайса курсан


Ваçлей,
Тăванăмçăм,
Митта!
Эс тарăхни,
Çунни,
Чăтни,
Ĕмĕтленни
Каймарĕ харама,
Йытта.
Ĕçӳ те сан,
Шăпу та санăн
Пархатарлă.
Ку тăрăхра
Вăрман пек шухăшлă,
Уй-хир пек ирĕк чунлă
Поэт анчах-мĕн
Çуралма пултарнă.

Пĕр йӳн сăмах,
Пĕр пуш сăмах,
Пĕр çил сăмах
Эс каламарăн шур хута -
Кĕрешрĕн,
Чăмрăн чĕр вута.

Çĕр туртнине сиссе пулас
Çуралнă çĕршывна эс çитсе куртăн.
Килсе капланнă телейӳ
Шăнăçаймарĕ чĕрӳне -
Кунтах эс юлтăн.

Эс пурăнтăн тĕнче çĕнелнĕ вăхăтра.
Хĕрсе ĕçлес чухне -
Хаяр шăпа!-
Эс ăшалантăн нушара

Каламалли нумайччĕ сан -
Ĕлкĕреймерĕн каласа.

Эппин
Юлташусем, тен, каласа хăварĕç.
Капан тăрне вара
Сан шăллусем пĕр харăс,
Юрла-юрла купалĕç.

Тăпру сан йывăр.
Çапах та канлĕ çывăр...
Килсе курать сана ял-йышĕ.

Ман кăмăл çеçкине те, тусăм,
Йышăн!

Тăван чĕлхӳ пурăннă чух,
Сан çăлтăру, юлташăм,
Тусмĕ.
Тăпру çине пыран çула
Çумкурăк пусмĕ.


Шавлы, С. Митта Ваçлейĕн тăприне кайса курсан : [сăвă] / Стихван Шавлы // Ялав. - № 11. - С. 11.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru