Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Геннадий Юмарт

Митта Ваçлейĕн палăкĕ


Ырра чĕнсе тăмалăх
Шăратнă çĕнĕ палăк.
Унра йĕрленнĕ пулĕ
Чăвашăн тертлĕ çулĕ.
Çапах ÿксе хурланмăн -
Курнать вăл Аптраманăн
Пуçне вăл тытнă тÿрĕ,
Асра вăл çапла çÿрĕ.
Пĕртанлăх та ăшпиллĕх! -
Ак унăн чăн пехилĕ.
Тăван чĕлхен илемĕ -
Миттан алри элемĕ.
Чăвашлăха упрасшăн,
Чăваш пулса юласшăн
Кунта тупа тăватпăр,
Пуçа çĕклетпĕр паттăр.


Юмарт, Г. Митта Ваçлейĕн палăкĕ : [сăвă] / Геннадий Юмарт // Çилçунат. - 1998. - № 5. - С. 5.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru