Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Юмарт Г.

Митта Ваçлейĕн вилтăпри умĕнче


Ял айккинчи масар тавра
Сăрланă симĕсрех карта.
Çӳл йывăç кӳнĕ сулхăнра
Канать илем ăсти Митта.

Чие, виç хурăн та сирень
Çĕкленнĕ ĕнтĕ сарăлса.
Чул юпари ӳкерчĕкрен
Пуç тайрĕ сăвăç йăл кулса.

Хăйне карта. Лармашкăн - сак
Чечеклĕ савăтсем, йăран.
Эс, поэта куçран пăхса,
Пуплетĕн, вăрахчен тăран...

Тăван чĕлхемĕр чысĕнче
Эс куртăн аслă тивĕçе.
Хресчен пек пултăн йыш çинче,
Сăваплăх кӳтĕн çав ĕçе.

Пĕччен тăрса юлсассăн та,
Кайсассăн та вăйран-халтан,
Шăратрăн сăвă чунунта,
Пĕр уншăн тăтăн чи малтан,

Чăваш хавалĕн управçи,
Илемлĕ ăс кĕвелĕкĕ,
Эс пирĕн тертлĕ çул уççи,
Эс юлмăн сулхăн тĕлĕке.

Сахал-и тантăш-шăллусем,
Йăмăкусем те çав йышпа
Мал ĕмĕчĕ илĕртнĕçем
Утаççĕ санăн çуттупа.

Ахаль-и тăтăш сан патна
Килетпĕр кăмăл юрттипе.
Таса металл пек сăввуна
Вулас килет чун туртнипе.

Ивановла та Çеçпĕлле
Ян-ян йыхрав чĕнет пире:
Ан юл, чăваш, чунна çĕкле,
Ятна ан çĕрт, тăн-тăн çӳре!

Хунавлă Пăлаçи, тавах!
Эппин, сăпайлă вилтăпри
Пехиллĕ пултăр-и шавах,
Ялан хисеплĕ тăтăр-и?

 

Юмарт, Г. Митта Ваçлейĕн вилтăпри умĕнче : [сăвă] / Геннадий Юмарт // Юмарт, Г. Кĕмĕл алтăр / Геннадий Юмарт. - Шупашкар, 1988. - С. 13-14.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru