Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Муса Джалиль

Двина

Вăй пар мана, мухтавлă шыв Двина,
Капламлă юхăмна калла тума!
Ытамласа тытам та эп сана
Каям тухса - Тăван çĕршывăма.

Эп - ирĕк кайăкĕ. Çунатăм ман
Шар-çиçĕм пек вылятчĕ таврара.
Вутра çуралнă, тăвăлран тăван, -
Чуралăхра пăчланăп-и вара?..

Двина! Двина! Сан юхăмна çеç мар,
Хам пурнăçа та тавăрасчĕ ман!
Çĕршывăм чĕртнĕ чĕрери кăвар
Сӳнмен, хĕрӳлĕх тамалман.

Татах пуласчĕ хамăр патăрта
Поэт çеç мар - хăюллă паттăр та.
Çĕршыв хама пилленĕ тивĕçпе -
Чысласчĕ ун ятне ĕçпе, хĕçпе.

Вилес пулсан та - вилĕттĕм кулса,
Хисеплĕн йышăнĕ тăван тăпра.
Ман палăкăн çут çăлтăрĕ пулса
Чи лайăх юррăм юлĕ халăхра.

Двина! Двина! Чĕр вилĕм кĕтнĕ май
Ай-хай асап-çке канăçсăр чуна...
Часрах, часрах мана эс илсе кай,
Ынатлă ытамна уçсам, Двина!..

1956

Джалиль, М. Двина : сăвă / Муса Джалиль ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 172-175.1


1 Малтанхи хут 1956 çулта <Тăван Атăл> альманахăн 2-мĕш номерĕнче тухнă. <Кăмăлтан> кĕнекери текстсем тăрăх пичетленеççĕ. Митта <Муса Джалиль> поэма çырма ĕмĕтленнĕ, кун пирки кун кĕнекипе кĕсье кĕнекинче çырса хунисем пур. Ку сăвăсене вырăсла куçарусем тăрăх куçарнă пулас.


 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru