Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Муса Джалиль

Тĕрме хуралçи

Алăка вăл сыхлать. Хул çинче
Икĕ <С> кукрашкийĕн çути.
Чĕрене хăйăрать, пăталать
Кĕрĕс-мерĕс таканлă утти.

Çакă тимĕр таптав айĕнче
Çĕр ахлатнă пекех туйăнать...
Тытамаклă тискер куçĕнче
Кун çути юхăнса йăмăхать.

Çын асапĕ ăна - ыр апат,
Ĕçес килчĕ - куççуль ун валли.
Ман çине шăтарас пек пăхать...
(Эх, пăшалччĕ куçна, чун илли!)

Шав утать, шав шырать - çĕр çăтман,
Вилĕм тусĕ, чуралăх тарçи.
Ма хальччен ăна шалкăм çапман,
Ма тулмасть хăвăртрах ун шалчи!

Алăка вăл сыхлать. Хул çинче
Икĕ <С> кукрашкийĕн çути.
Тимĕр тылă шăмма ватнă пек
Халтлатать ун таканлă утти.

1956

Джалиль, М. Тĕрме хуралçи : сăвă / Муса Джалиль ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 173.


 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru