Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Муса Джалиль

Урасăр

Эп таврăнтăм! Тăванăм, алă пар!
Ан тив, урасăр... Пурпĕр - савăнар.
Усал тăшман хăйне пуççапманран
Ятарласа тĕллерĕ ураран.

Çапса антарчĕ минăпа персе.
- Аха, пуççапрăн! - терĕ шăл йĕрсе.
Анчах сехри ун хăпрĕ çавăнтах:
Эп тăтăм талпăнса - урасăрах!

Тăшман нихçан тăваймĕ хăй айне
Эс пур çинче, тăванăм, Çĕр анне!
Халтан кайсан тытатăн алăран,
Вара çич хут эп вăйлă çич ютран.

Пĕр пуç тавра вун пилĕк хĕç вылять.
Йăваннă çын каллех сиксе тăрать.
Пĕрин алли çитмест, теприн - ури,
Пулмастпăр пурпĕрех тăшман хурри!

Эп таврăнтăм! Тăванăм, алă пар!
Урасăр çав... Ан макăр... кирлĕ мар.
Чыса, чуна çитертĕм эп тасан, -
Пурнать этем чун чысĕ сыв пулсан!

1956

Джалиль, М. Урасăр : сăвă / Муса Джалиль ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 173.1


1 Малтанхи хут 1956 çулта <Тăван Атăл> альманахăн 2-мĕш номерĕнче тухнă. <Кăмăлтан> кĕнекери текстсем тăрăх пичетленеççĕ. Митта <Муса Джалиль> поэма çырма ĕмĕтленнĕ, кун пирки кун кĕнекипе кĕсье кĕнекинче çырса хунисем пур. Ку сăвăсене вырăсла куçарусем тăрăх куçарнă пулас.


 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru