Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Муса Джалиль

Юрă

Чĕкеç чĕппи пулăттăм,
Çунатăма сулăттăм,
Чунăм савнă çĕршыва
Вĕçĕттĕм те кайăттăм.
Хĕвел анса пынă чух,
Ĕлкер çăлтăр тухнă чух,
Савнă килăм, хирĕç тух!

Ылтăн пулă пулăттăм,
Атăл çулне тупăттăм.
Шурă Атăл тулнă чух,
Улăха шыв илнĕ чух,
Çинçе пилĕкĕм - савни,
Çан пата эп тухăттăм,
Ĕмĕрлĕхе юлăттăм!

Чăн урхамах пулăттăм...
Шурăмпуçĕ килнĕ чух,
Йăлтăр-йăлтăр йăлтăрăм;
Сывлăм шывĕ ӳкнĕ чух,
Пĕчĕк хĕрĕм, çăлтăрăм,
Çитĕттĕм эп сан пата
Çил вĕçтерсе, тупата!

Çук, эп ирĕкĕм пулсан
Салтак пулăттăм малтан.
Юнлă вăрçă пынă чух
Халăх вăй-хал ыйтнă чух
Алла хĕç-пăшал тытса
Юлашки сывлăшăма
Парăттăм çĕршывăма!  

1956

Джалиль, М. Юрă : сăвă / Муса Джалиль ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 174.1


1Малтанхи хут 1956 çулта <Тăван Атăл> альманахăн 2-мĕш номерĕнче тухнă. <Кăмăлтан> кĕнекери текстсем тăрăх пичетленеççĕ. Митта <Муса Джалиль> поэма çырма ĕмĕтленнĕ, кун пирки кун кĕнекипе кĕсье кĕнекинче çырса хунисем пур. Ку сăвăсене вырăсла куçарусем тăрăх куçарнă пулас.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru