Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Сайфи Кудаш

«Ирĕкле хĕл шартламинчен...»

Ирĕклĕ хĕл шартламинчен,
Тип шарлă шăрăхран
Асаплă пулчĕ манăн çул
Санпа сывпуллашсан.

Шавларĕ çумăр чашлатса,
Кĕрлерĕ çил-тăман,
Çапах такам вучахĕнче
Эп ăшă шыраман.

Ют куç пăхса халланасран,
Ют ал вараласран
Эп пăртăм шухă чунăма
Самантлă хавасран.

Сехрев те шалкăм вырăнта
Ӳксе аманасран
Сана, çунатăм, нихăçан
Ямарăм эп асран.

Ан тив, суранлă ал-ура,
Суран тулли тусан —
Чун çумĕнчи юратăва
Çитертĕм эп тасан.

1955

Кудаш, С. «Ирĕкле хĕл шартламинчен…» : сăвă / Сайфи Кудаш ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 172.


 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru