Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Сайфи Кудаш

«Этем, ан хурлан...»

Этем, ан хурлан
Ĕмĕрӳ кĕскерен.
Ĕçӳ сыв пулсан —
Эс вилсен те вилмен!

Çил хирĕç-и, май-и —
Ан юл юлташран.
Тăшман та пуç тайĕ
Тус-йыш пур пулсан.

Пултар. Вăйна пар,
Халăхна ырă ту.
Ĕмĕр пархатар
Курĕ сумлă яту.

Этем, ан хурлан
Çул курки тытнă чух.
Еçӳ сыв пулсан —
Сан чунна вилĕм çук.

1955

Кудаш, С. «Этем, ан хурлан…» : сăвă / Сайфи Кудаш ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 171.


 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru