Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Кунанбай ывăлĕ Абай

Килес ăрусене

Çĕршывăм, эс-им маншăн вил тăпри?
Поэт çĕр минĕнче çеç канăç туптăр-и?
Юратăва сӳнтернĕ курайманлăх
Поэт чунне текех ан шăнттăр-и?

Курассинчен пулман никам иртнийĕ,
Çунать сасартăках пĕри, шăнать теприйĕ.
Вара килес çынсен чĕлхи çинче
Вакланĕ тĕрлĕ май поэт чĕрийĕ.

Килес этем! Эс пулăн ирĕкре.
Эп санăн умăнта тухатăп-ши тӳрре?
Чĕп-чĕр суран ман чун, хура ман юнăм,
Тек-тек çунтармăн-ши пĕрре çуннăскере?

Пăхсам эс витĕмлĕн поэтăн чĕринчен:
Юмах пек саншăн вăл ăнланиччен.
Хĕвĕшӳре эп ӳснĕ тĕлсĕр-йĕрсĕр,
Кĕрешӳре эп пулнă пĕр-пĕччен.

Эп çамрăк кунăма асар-писер ухтартăм,
Тав-шавлăхшăн чӳк вучахне çунтартăм.
Часах ăс кĕчĕ ман, анчах чĕрем кĕтни
Çитмерĕ те — çунатăма устартăм.

Хисеплĕ пурнăçшăн ман çул пулмарĕ,
Эп чĕнтĕм халăха, вăл манпала пымарĕ.
Сăн-питĕм лăп, анчах ăш-чикĕм вут,
Кăкăр тулли чĕр наркăмăш кăварĕ.

Кунта эп ытлашши, кунта эп ют.
Этем, этем! Ман çулпала ан ут.
Каятăп эп пĕр нимĕн тăваймасăр,
Ан тив — питлетĕр хаяр суд.

1935

Кунанбай, А. Килес ăрусене : [сăвă] / Абай Кунанбай ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 163-164.1


1Малтанхи хут 1935 çулта «Сунтал» журналăн 11-мĕш номерĕнче тухнă. «Кăмăлтан» кĕнекери текст тăрăх пи-четленет. Кунанбай ывăлĕ Абай — Абай Кунанбаев (1845— 1904), казах çыравçи, çутта кăлараканĕ. Ку сăвва Митта хăй ытти чăваш çыравçисемпе пĕрле Вăтам Азие кайса килнĕ май куçарнă. Вăл Казахстана та çитсе курнă. Вырăсла куçару тăрăх куçарнă пулас.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru