Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Генри Лонгфелло

Гайавата юрри

Шурă хурăн, шурă хурăн,
Шурă шупăрна хывам-и,
Сарă кимĕ эп тăвам-и?
Сар чечеклĕ сарана пек
Сарăлса ишсе çӳретĕр.

Çамрăк кедр, йăрăс кедр,
Симĕс туратна касам-и,
Кимĕ пĕкечи авам-и?
Тапса тăтăр, çирĕп пултăр,
Хурăн хуйăрне çат тыттăр.

Лăс кăна ларан лиçванăм,
Пиçĕ тымарна кăклам-и,
Кимĕ кăшкарне çыхам-и?
Хум çапсан та, пăр тапсан та
Саланас-тăвас ан пултăр.

Ырă шăршлă хырă-чăрăш,
Ыр сĕткенĕре илем-и,
Кимме лайăххăн сĕрем-и?
Сухăр виттĕр, сухăр çаптăр,
Шыв кĕрсе ан аптăраттăр.
Чĕрĕп тус, ăçта çӳретĕн?
Йĕппӳсем мана пит кирлĕ.

Шурă хурăн, шурă хурăн,
Шурă шупăрна хывам-и,
Сарă кимĕ эп тăвам-и?
Сар чечеклĕ сарана пек
Сарăлса ишсе çӳретĕр.

Çамрăк кедр, йăрăс кедр,
Симĕс туратна касам-и,
Кимĕ пĕкечи авам-и?
Тапса тăтăр, çирĕп пултăр,
Хурăн хуйăрне çат тыттăр.

Лăс кăна ларан лиçванăм,
Пиçĕ тымарна кăклам-и,
Кимĕ кăшкарне çыхам-и?
Хум çапсан та, пăр тапсан та
Саланас-тăвас ан пултăр.

Ырă шăршлă хырă-чăрăш,
Ыр сĕткенĕре илем-и,
Кимме лайăххăн сĕрем-и?
Сухăр виттĕр, сухăр çаптăр,
Шыв кĕрсе ан аптăраттăр.
Чĕрĕп тус, ăçта çӳретĕн?
Йĕппӳсем мана пит кирлĕ.
Вĕсенчен эреш тăвасчĕ,
Ик хушка çăлтăр тиресчĕ,
Сарă ким умне çакасчĕ.

1957

Лонгфелло, Г. Гайавата юрри / Генри Лонгфелло ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 177-178.1


1Малтанхи хут 1957 çулта «Ялав» журналăн 3-мĕш номеренче тухнă. Çав текст тăрăх пичетленет. И.Бунинăн вырăсла куçарнă «Гайавата çинчен хунă юрă» тексчĕ тăрăх куçарнă. Г.Лонгфелло (1807—1882) — мăриккан поэчĕ, тĕпчевçи, куçаруçи.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru