Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Александр Пушкин

Борис Годунов

(Трагеди)

Россиянсемшĕн хаклă ята — НИКОЛАЙ  МИХАЙЛОВИЧ КАРАМЗИНА асăнса, ырă кăмăлпа чĕререн тав туса унăн генийĕпе хавхаланнă çакă ĕçе халаллать

Александр Пушкин


Кремль палатисем

(1598 çул, февралĕн 20-мĕшĕ)

Шуйскипе Воротынский княçсем.

Воротынский.

Пире хула йĕркевĕшĕн тăратнă,

Анчах вăл-ку нимех те туйăнмасть:

Мускав пушах; пур халăх паçăрах

Патриархпа мăнастире уттарнă.

Мĕнпе пĕтет çак çуй, мĕнле шутлатăн?

Шуйский.

Мĕнпе пĕтет? Пĕлмешкĕн йывăр мар:

Каллех мирпе тархаслĕç, йĕрмĕшкелĕç,

Борисĕ те каллех те турткаланĕ

Сĕнсе ĕçме вĕреннĕ пьянцă пек;

Унтан вара ыр кăмăлне тупса

Пуç илемне йăвашшăн çех тытайĕ.

Кайран — кайран вăл пулĕ пирĕн пуçлăх —

Хальчченхиллех.

Воротынский.

Анчах ак уйăх иртрĕ

Вăл аппăшпе мăнастире кайни.

Тĕнче çине ăна ал сулнă тейĕн;

Ни патриарх, ни аслă боярсем

Ун шухăшне хальччен те çавраймарĕç;

Витмест ăна — вĕсем тархаслани,

Пĕтбм Мускав куççульлĕн макăрни,

Пур Аслă Соборпа ӳкĕтлени.

Ун аппăшне мĕн чухлĕ йăлăнмарĕç

Борис валли патша пилне ыйтса;

Пике патша — салхуллă монахиня,

Шăлле пекех, вушар та çырлахусăр,

Борис ăна хăех хытарнă пуль;

Е чăнласах капла тӳремĕр пирĕн

Патшалăхри ĕç-хĕлсенчен писсе

Йышăнмасан хуçасăр престола?

Мĕн калăн эс?

Шуйский.

Ахаль çех юхнă тейĕн

Патша ачи Димитрийĕн шел юнĕ.

Апла пулсан ачан пурăнмаллаччĕ.

Воротынский.

Асар-писер тискер ĕç! Чăн-ши вăл —

Борис ăна хăех теç?..

Шуйский.

Кам тата?

Чепугова кам хĕтĕртнĕ текех?

Качаловпа хай икĕ Битяговский

Кам хушнипе çыхланнă? Çак ĕçе

Тĕпчев-йĕрлев тумашкăн çийĕнчех

Мана хама ярсаччĕç Углича.

Эп çитнĕ чух йĕр-паллăсем çаплахчĕ,

Мĕнпур хула тискер ĕçе хăй курнă,

Харкам çынах кăтартрĕ пĕр митевлĕ.

Эп çавăн чух, мĕн таврăннă шеппех,

Тĕнче çинче пĕртен-пĕр сăмахпа

Çав усала пултарнă питлеме.

Воротынский.

Мĕншĕн апла ăна эс пĕлтермерĕн?

Шуйский.

Калас пулать, ун намăс çуккипе —

Эп çавăн чух йăлтах тăна çухатрăм...

Куçран пăхать, сăваплăн калаçать:

Ыйтать, тĕпчет, шалтан шала кĕрет, —

Вара ун чух мĕскер çех авăрман эп

Ун ăрăмпе ылмашнă чĕлхемпе.

Воротынский

Княç, таса мар.

Шуйский

Ну, мĕн ман тумаллаччĕ?

Тен, патшана часрах систермеллеччĕ?

Анчах асту — Феодор мĕнпурне

Пĕр Годунов куçĕсемпе пăхатчĕ,

Пĕр Годунов хăлхисемпе тăнлатчĕ;

Ан тив, чăнах ĕненĕччĕ мана вăл,

Анчах Борис — çав самантрах Борис

Йăлт урăх май шантарнă пулĕччĕ.

Вара, паллах, ăсатĕччĕç мана

Виç çĕр минне. Унтан — ман пиччене

Пуçтарнă пек — пĕр ырă сехетре

Сĕм тĕрмере ним сасă-чĕвĕсĕр

Мана та, тен, пушкарнă пулĕччĕç.

Мухтанса мар, эхер вăхăт килсен

Чĕр вилĕмрен сехрем хăпассăм çук.

Хăравçă мар, анчах айван та мар,

Эп мăйкăча ахальлĕн лекес çук!

Воротынский.

Асар-писер тискер ĕç! Тем тесен те

Çав чун илли ӳкĕнӳпе супмасть-ши?

Тен, ахăртнех, таса ачанăн юнĕ

Ăна пӳлсе престол çине ямасть пуль?

Шуйский.

Каçсах кĕрет: Борис именчĕк мар!

Мĕнле хисеп пире, мĕнпур Руçа!

Тутар çынни, ăрусăр тарçă-тĕрçĕ,

Палач кĕрӳш — Малюта хурăнташĕ,

Чун-чĕрипе юнланнă пуçилен —

Мономахсен чăн тивĕçне илет...

Воротынский.

Чăн, ăруран вăл чапсăр, эпир мар.

Шуйский.

Çапла пулас...

Воротынский.

Вĕт Шуйский, Воротынский...

Мĕн калама, чи авалхи княçсем.

Шуйский.

Чи авалхи, чăн Рюрик юнĕсем.

Воротынский.

Итле-ха, княç, апла пулсан, тен, эпĕр

Тивĕçлĕрех Феодор вырăнне?

Шуйский.

Годуновран нумай тивĕçлĕрех.

Воротынский.

Чăнах та-çке!

Шуйский.

Итле-ха, акă мĕн —

Ан тив, Борис çапла тек юла юптăр,

Çав хушăра пуçлар-и питĕ меллĕн

Пăтрантарма мĕнпур пек халăха?

Годуновпа аппаланма пăрахчăр,

Сахал-и-мĕн вĕсен чăн-чăн княçсем, —

Кирек хăшне престол валли суйлаччăр.

Воротынский.

Пайтах эпир варягăн йăхĕсем,

Анчах пире пит йывăр тытăçма

Годуновпа; халь маннă ĕнтĕ халăх

Çак пирĕн йыш хăватлă патшасен

Чăн авалхи хунавĕ иккенне.

Тахçан-тахçан уделсăр юлнă эпĕр,

Тахçантанпах патшан алайĕ çех.

Ак вăл тесен — çта ырă ĕçпеле,

Çта хаярпа, çта хăйĕн чапĕпе

Пур халăхшăн ытарайми çын пулчĕ.

Шуйский (чуречерен пăхса).

Хăюллă вăл, а эпĕр мĕн?.. Ну, çитĕ. —

Куратăн-и, ав халăх саланса

Калла килет. Кайса пĕлер, мĕн тунă?


ХĔРЛĔ МАЙТАН

Халăх.

Пĕри.

Вăл ӳкĕтсĕр! Яман тет яхăнне те

Патриарха, боярсене. Вĕсем

Нарастаран ӳке-ӳке пуççапнă;

Престол çути ăна шиклентерет.

Тепри.

Эй, турăçăм! Пире кам упрĕ-ши?

Эх, хурлăх-çке!

Виççĕмĕш.

Ав тухрĕ мăн тиек,

Вăл Думăн шухăшне пире каласшăн.

Халăх.

Ан шавлăр, эй! Сăмах пур тиекре;

Шăпланăр, ш-ш!

Щелкалов (Хĕрлĕпусма çинчен).

Соборпала пĕрле

Канаш тытса çапла тĕв турăмăр;

Тата тепре тӳремĕре курса

Ун хурлăхлă чĕрийĕ умĕнче

Юлашки хут ыйту витĕмлĕхне

Сăнас пулать тесе шутларăмăр.

Ыран ирех аттемĕр патриарх

Кремлре мухтав кĕллийĕ тăвĕ,

Элемсене, таса ялавсене,

Владимирти, Донри турăшсене

Хăйпе пĕрле илсе тухмашкăн калĕ.

Вара мĕнпур синклит, мĕнпур бояр,

Мĕнпур дворян, суйланнă этемсем,

Мĕнпур Мускав чăн тĕнлĕ халăхĕ —

Хускалăпăр пике патша патне.

Тата тепре ӳксе тархаслăпăр:

Хĕрхентĕр вăл çак тăлăх Мускава,

Пиллетĕр вăл престолшăн Бориса.

Саланăрсам халь ĕнтĕ килĕре,

Атте турра ыр кăмăлпа пуççапăр —

Чăн тĕнлисем тархаслăн кĕлтуни

Пулайтăрччĕ çӳлти патшалăхра.

Халăх саланать.


ХĔР УЙĔ. ХĔР УЙ МĂНАСТИРĔ

Халăх.

Пĕри.

Вĕсем пурте халь аппăш патĕнче;

Патриархпа тата боярсемпе

Борис унта халь тин çех кĕрсе кайрĕ…

Пушкин, А. Борис Годунов : трагеди / Александр Пушкин ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 199-205.1


1Малтанхи хут уйрăм сыпăкĕсем 1937 çулта тĕрлĕрен хаçат-журналта тухнă, çав çулах уйрăм кĕнекен пичетленнĕ, 1971 çулта иккĕмĕш хут кăларнă. Митта ку трагеди куçарăвне çĕнĕрен юсаса тухма ĕмĕтленнĕ, анчах çак ĕçе тума ĕлкĕреймен, ăна пуçлани те паллă мар. Тăлмач кĕнеке валли ятарласа «Асăрхаттарнисем» ятпа анлă ăнлантарусем çырнă, унăн пĕтĕмĕшле тексчĕ çакăн пек:

А.С.Пушкин «Борис Годунов» трагедие 1824—1825 çулсенче çырнă, унта вăл Н.М. Карамзинăн «Раççей патшалăхĕн историйĕнче» хăй сăнлакан тапхăр çинчен каланине тĕп вырăна хунă. Сăвăç çырса кăтартнă хăш-пĕр эпи-зодсемпе сăнарсене историллĕ хутсенче асăнман (Афанасий Пушкина, çамрăк Курбские).

1826 çулта Пушкин трагедие Мускавра хăйĕн çывăх тусĕсене вуласа панă. Патша жандармерийĕн пуçлăхĕ Бенкендорф çакăн çинчен илтсен автортан трагеди ал çырăвне кăтартма ыйтнă. Унпа Ф.Булгарин паллашнă та произведени пирки хăй шухăшне палăртса тата уйрăм вырăнсене çырса илсе Пĕрремĕш Николая панă. Патша çав хут çине акă мĕн çырса хунă: «Ытлашшине катертес, хăйĕн камитне, Вальтер Скотт пек, историллĕ повесть е роман туса çырнă пулсан эпĕ г. Пушкин тĕллевĕ пурнăçланнă пулĕччĕ тесе шутлатăп». Булгарин асăрхаттарăвĕсемпе çак хута илсен Пушкин хăй ĕçне улăштарса çырма килĕшмен. Çавăнпа ку трагедие пĕтĕмĕшле çийĕнчех пичетлесси чарăнса ларнă, 1830 çулта тин жандармери ăна «хăй асăрхаса тăрса» пичетлеме ирĕк парать. Произведение вара хăш-пĕр çĕрте кĕскетсе е улăштарса кăлараççĕ. Карамзин хĕрĕсем ыйтнипе Пушкин «Борис Годунов» трагедие паллă историке халаллать.

Борис Федорович Годунов (1551—1605) — вырăс патши. Борисчен вырăс патшисем Рюрик йăхĕнчен пулнă, ку — тутар несĕлĕнчен. Годуновăн аслашшĕсем ик çĕр çула яхăн Мускав патшисем çумĕнче тăнă. Борис — Хаяр Иван патша юратнă çынни — Григорий Лукьянович Бельский (Малюта Скуратов) хĕрне илнĕ. Борисăн аппăшне — Иринăна — Хаяр патша хăйĕн Феодор ятлă ывăлне илсе панă.

Хаяр Иван вилсен (1584) патшана унăн ывăлĕ — ăсран тайлăкрах Феодор ларать. Борис çак вăхăтра влаçа пĕтĕмĕшпех хăй аллине çавăрса илет, 1588 çулта хăйне патшан суйланă çынни, патшалăха Феодор ячĕпе тытса тăракан çын тесе евитлеттерет. Феодор вилнĕ хыççăн (1598) Борис хăйне патшана суйлас ĕçе чее туса ирттерет: Земски собор йышăнăвĕсĕр тата халăх манифестацийĕсемсĕр патша ятне йышăнмасть.

Борис патшалăха тытса тăнă вăхăт социаллă арканусемпе, хуçалăх кризисĕпе паллă пулса тăрать. Ку кризис вăхăтĕнчех 1602—1604 çулсенче калама çук хăрушă выçлăх пулса иртет. Борис Хаяр Иванăн политикине тытнă, вăл влаçа централизацилес, самодержавие çирĕплетес тĕлĕшпе боярсемпе кĕрешсе вак пурлăхлă дворянсем çине тайăннă, анчах Борисăн хăй вăхăтĕнчи социаллă хирĕçӳсене татса пама вăй çитеймен.

Димитрие — Хаярăн кĕçен ывăлне — Борис кăмăлĕпе Углич хулинче вĕлерни çинчен каланă шухăша А.С.Пушкин Н.М.Карамзин историкрен тата кун-çул çыррисенчен (летопиçсенчен) илнĕ. Кун-çул çыррисене монахсем çырса пынă, вĕсем Годунова хирĕç пулнă, Годунов боярсемпе кĕрешес ĕçре тĕн çыннисем яланах боярсем майлă тăнă. Димитрий вилĕмĕ çинчен лайăх пĕлекен Василий Иванович Шуйский княç хăйĕн йĕрлев актĕнче (ăна ача вилсенех çырнă) ача çĕçĕпе вылянă чух тăрăнса вилнĕ тенĕ. Çав Шуйскиех, Суя Димитрий хыççăн хăй патшана ларсан, Димитрие Борис Годунов вĕлернĕ тесе, çине тăрсах сăмах сарнă тата ачан «çĕрмен ӳтне» те Мускава куçарма ирĕк панă. Каярах та, Романовсен династийĕ чухне, Димитрий вилĕмĕ пирки официаллă шухăш çавăн евĕрлех пулнă. Димитрий вилĕмĕшĕн Бориса айăпласси вăл патшана ларичченех сисĕннĕ. Бориса патшана суйланă чух çакăнпа усă куракансем те пулнă.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru