Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Александр Пушкин

Пĕлӳçĕ Олег çинчен хунă юрă

Епле вăй пуçтарнă пĕлӳçĕ Олег:
Хурах хурри пулнă таврашăн
Вутпа та, хĕçпе те, аçа çиçĕм пек
, Усал хусара тавăрасшăн.
Маттур çарĕпе, Астампул йĕс тумпе
Пырать вăл кал-калăн ыр ут юртăмпе.

Тухать ăна хирĕç хура вăрмантан
Таса чун хаваллă асамçă,
Килес кунсене юмласа чухлакан,
Перун хăватне пуççапанçă;
Ăслать, ăрăмлать вăл тĕнче тупсăмне.
Олег утне чарчĕ çав ватă умне.

«Кала эс, асамçă, ырсен евĕчи,
Мĕнле кун-çула эпĕ тивĕç?
Е ĕмĕр мухтавлă Олегăн хĕççи,
Е хурлă ятпа ăна витĕç?
Кала, ан хăра эс, санран — чăн сăмах,
Манран — асăнмалах йăлттам урхамах».

«Асамçă хаяр ĕмпӳрен хăраман,
Хунсен парнине хапсăнман вăл;
Ун ирĕк сăмахĕ суя янраман,
Çӳлти чăнлăхпа пĕртăван вăл.
Хура сĕм хупланă пуласлăх куна,
Анчах тавçăратăп эп сан шăпуна.

Яту янăравлă хĕçсен вăййинче;
Ыр ят — çар çыннишĕн чун канăç.
Хӳттӳ — Чархули мăн хапхи çийĕнче, -
Унпа ĕмĕр-ĕмĕр мухтанĕç.
Хум евĕр эс ирĕк, çĕр евĕр — пуян;
Хăватлă шăпушăн кӳлешĕ тăшман.

Ултавлă çанталăк урса тăнă чух
Хаяр тăвăлпа тулнă тинĕс
Сана, çĕнтерӳçĕ, синкер кӳрес çук:
Ни хĕç, ни чулрав сана тивмĕç...
Йĕс тум айĕнче хĕн кăтартмĕ суран.
Куçа курăнман ыр сыхлавçă пур сан.

Лашу сан сехревсĕр хăруш ĕçсенче,
Хуçин хавалне пĕлнĕ хальлĕн
Е лăп вăл тăшман уххисен айĕнче,
Е çил пек вĕçет каллĕ-маллĕн.
Тӳсет шăн-сивве вăл, чăтать тип шара;
Итле, санăн вилĕм шăп çак лашара...»

Олег кулса илчă, анчах та таса
Сăн-пичĕ кĕçех салхуланчĕ.
Лаши çийĕнчен йĕнерне таянса
Пĕр нимĕн чĕнмесĕр вăл анчĕ.
Лăпкать юлташне, мăйĕнчен ыталать,
Халаллă сăмах хурлануллăн калать:

«Сыв пул, янаварăм, юратнă юлташ,
Каçар, çил çунатăм! Юлатăн...
Çӳрех ĕнтĕ ирĕк! Пусаймăп малаш
Чечен пускăчна эп, хăлатăм.
Сыв пул, ан кулян, асра тыт хуçуна...
Пуса каччисем, илсе кайăр ăна!

Витсемĕр паха Пăлхарстан кĕççипе,
Атте улăхне леçсе ярăр.
Апатлăр çуртарнă пăри тĕшшипе.
Таса çăл шывпе шăварайăр...»
Вара каччăсем ак пĕрне ăсатса
Çитеççĕ самант тепĕрне çавăтса...

Маттур çарĕпе ĕçке ларнă Олег,
Шавлать кĕреке янăравĕ.
Хăйсен кăтрисем сăрт çинчи шур юр пек,
Таса ирхи юр йăлтăравĕ.
Туссем асăнаççĕ пулни-иртнине,
Пĕрле кар тăрса тăшмана хирнине.

«Ăçта ман юлташăм? — каларĕ Олег. —
Ăçта кĕçенет вăл йыхравлăн?
Чупать-и, юртать-и вăл çавăн пекех
Ятуллăн, кĕрнеклĕн, вылявлăн?»
Ăна хуравлаççĕ: ав çав пыллăхра
Çыврать вăл сирсе сирĕлми ыйхăра.

Хăватлă Олег усрĕ ватă пуçне.
Шутлать вăл: «Ултавçă асамçă!
Ăçта эс, тухатмăш, çӳрен ку чухне?
Ăçта чăнлăху? — каласамччĕ.
Пĕтертĕн паян та çӳрес утăма!..»
Вара кайма турĕ утне асăнма.

Утать ватă князь хăнисем хушшинче.
Унпа юнашар — çамрăк Игорь.
Кураççĕ вĕсем: Днепр çучĕ çинче
Таса шăмăсем... вĕсен витĕр
Кăлкан та шăтать, çил ачи шăхăрать.
Тусан — хуратать, çумăр шыв — шуратать.

Князь пусрĕ хуллен пуç шăммийĕ çине:
«Ыр канăç сана, янаварăм!
Хуçун çывхарса килекен çиччĕшне
Парне пулайса пыраймарăн.
Хура сăртăма авалхи йăлапа
Эс мар шăварайăн вĕри юнупа.

Эппин, çакăнта-мĕн, çак хăр шăмăра,
Асамçă, ман пурнăç вĕçлемĕ?!»
Ак пуç шăмминчен, шăхăра-шăхăра,
Шăвать те тухать вил çĕленĕ, —
Аюк, явкаланчĕ хура хăю пек.
Шарт сикрĕ сасартăк аманнă Олег...

Çавра куркасем йăсланаççĕ пылпа:
Ӳсет тĕмеске — çӳллĕ палăк.
Ав Игорь салхуллăн ларать Ольгăпа,
Тăвать пумилкке пĕтĕм халăх.
Туссем асăнаççĕ пулни-иртнине,
Пĕрле, кар тăрса, тăшмана хирнине.

1949, 1955

Пушкин, А. Пĕлӳçĕ Олег çинчен хунă юрă / Александр Пушкин ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 164-168.1


11955 çулта «Тăван Атăл» альманахăн 1-мĕш номерĕнче тухнă. «Кăмалтан» кĕнекери текст тăрăх пичетленет. Сăвва тăлмач малтанхи хут 1948 çул тĕлĕнче куçарнă. Чăваш АССРĕн Первомайски районĕн хаçатĕнче «Коммунарта» куçарăва ун чухнех пичетленĕ имĕш (Чăваш Республикин Кĕнеке палатинче вăл номер тупăнмарĕ, унта хăшне-пĕрне ярса паман пулас е кăларса илнĕ), пичетленĕ чух тăлмачăн тĕрĕс хушаматне кăтартман имĕш. Ку сăвва Н.Шупуççыннипе А.Ĕçхел те куçарнă, весем вещий сăмаха ăрăмçă тесе каланă. 1955 çулта «Тăван Атăлта» пичетленĕ чухне Митта куçару хыççăн ятарласа «Ăнлантарни» ятпа асăрхаттарусем хушса панă. Унăн пĕтĕмĕшле тексчĕ çакăн пек:

«Пĕлӳçĕ Олег çинчен хунă юрăра» Пушкин X ĕмĕрти Киев княçĕ Олег вилĕмĕ çинчен çӳрекен авалхи халапа сăвăласа панă. Олег — вырăс патшалăхне никĕсленĕ кнеçсенчен пĕри. Вăл хăйĕн пысăк мар, анчах пултаруллă çарĕпе, дружинипе, кӳршĕри пуçтах йăхсем çине ăнăçуллă кая-кая килнĕ. Ку кăна мар, халап тăрăх, вăл грексен империн шĕкĕр хулине те, Константинополе, çавăрса илнĕ теççĕ. Вара çĕнтерĕве паллă тума киле таврăнас умĕн Олег хăйĕн хӳттине (щитне) Черхули хапхи çине çапса хăварнă пулать. Хăватлă ăсшăн тата вăрçă ĕçĕнчи ăнăçусемшĕн Олега «пĕлӳçĕ» тесе чĕннĕ, урăхла каласан, унăн ăсĕ ăрăмлă, асамлă пулнă имĕш. Хăйĕн юратнă учĕ вилесси çинчен ăна ватă юмăç, Перун турра чӳклесе пурăнаканскер, каласа панă пулать. Олег вилнĕ хыççăн ун вырăнне Игорь ларнă, Игорь хыççăн — арăмĕ Ольга.

Хусарсем — Россия кăнтăрĕнче куçса çӳренĕ халăх.

Чулрав — чĕн йăлапа чул вăрмалли хатĕр. Çичĕш — авалхи пытару йăли, асăну кунĕ. Чаплă çар çыннине вăрçă хатĕрĕсемпе пытарнă, ун çинче хăйĕн юратнă учĕсене пуснă, ĕсене хуçипе пĕр шăтăка хунă. Тăприне тем çӳллĕш сăрт туса çĕкленĕ (улăп тăпри), вара ун çинче ĕçкĕ-çикĕ ирттернĕ.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru