Васьлей Митта

1908 - 1957

Чувашский поэт,
мастер художественного перевода

Лидия Черкашина

Тавлă тамаша

(Радиопьеса)

Автор. Пĕрре мана çӳллĕ-çӳллĕ ту çинчи Керевен-Сарайра туркмен çынни, хисеплĕ шур сухал, халап ярса пачĕ. Ку халапра паттăр хĕр ачапа унăн тухатнă тусĕсем çинчен калать. Ватă çын тахçан авал иртнĕ ĕçсем çинчен лăпкăн та васкавсăр сăмахларĕ, анчах ун лăпкăлăхĕ витĕр таса хумхану — паттăрсен кун-çулĕшĕн хумханни палăрса тăчĕ, калăн нумай пулмасть çав ĕçсене вăл хăй курса хăй тӳссе ирттернĕ тесе. Вăл каласа пани халĕ те асăмра, сире те паян, çамрăк тусăмсем, ун çинчен пĕлтерессĕм килет. Итлĕр эппин Ерен ятлă паттăр хĕр ача тата унăн виçĕ асаплă тусĕ асамçă Тав тухатнипе кайăка тухнă виçĕ каччă çинчен каланă халапа. (Музыка.)

Авал-авал Ерен ятлă печĕк хĕр ача пурăннă. Вăл Шемшат ятлă усал арăм тарçи пулнă. Харсăр хĕр Ерен кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра тата тирпейлĕ тунă. Шăп çак халап пуçланнă чух пĕтĕм патшалăх тăрăх карма йыхравçăсем янтăраса çӳренĕ, вĕсем патша хулинчен пĕр акăш-макăш урхамах тухса тарни çинчен пĕлтернĕ. Ерен ку хыпара илтмен. Вăл, яланхи пекех кăвак çутлах тăнăскер, юрла-юрла ĕçленĕ.

Ерен (юрлать).

Тăпăл-тăпăл шурă тополь

Хăйăр хирĕ варринче...

Кунта такамăн учĕ, çил çуначе,

Ĕрĕхтерсе килет пĕччен, çыннисĕр.


Епле илемлĕ! Тĕм хура. Ун çулăмлă çилхийĕ

Саят пике çивтийĕ пек çунать.

Вăл кайăкла вĕçет! Эх, ман пулсан

Сана Хуракăш тейĕттĕм, çунатлă тусăм!

...Ун хыççăн ик салтак — патша хуралĕ

хăвалать.

Вăл, янавар, ĕшеннĕ! Е, чăн та, хăтăлаймĕ?

Эх, кунталла вăл çул тытма пĕлинччĕ,

Майне эп тупăттăм ăна çăлма...

Пах-пах, Хуракăш! Кил кунта!

Килет хайхи! Ман сăмаха илтсе ăнланчĕ пек.

Часрах, часрах! Пытан! Пытан!

(Музыка вĕçĕ.)

Хуралçă. Эй, хĕр ача, кала: кунтан лаша иртмерĕ-и?

Ерен. Иртрĕ-çке.

Хуралçă. Çталла?

Хурал пуçĕ. Чĕнмест тата! Пĕлетĕн-и эп кам иккенне?

Хуралçă. Ку вăл патшан хурал пуçĕ.

Хурал пуçĕ. Кала: ту хушăкĕ енне каймарĕ-и?

Ерен. Çук.

Хурал пуçĕ. Тен, айлăма апла?

Ерен. Çук.

Хурал пуçĕ. Апла пулсан сăрт çинелле?

Ерен. Шăп çавăнта.  

Хурал пуçĕ. Часрах! Эпир ăна çитетпĕр-ха!

Ерен.

Хуракăш, тух! Ăсанчĕç, ан хăра!

Кăшт пулăшрăм сана, юрать.    

Халь ак каллех ĕçе эп тытăнам.  

Автор. Хуракăш курать: хĕр ачана ал армань çавăрма питĕ те йывăр иккен. Вара урхамах Ерене аяккалла сирсе арман чулне пĕрре çеç тапать, леш юмахри кăлтăрмач пек çаврăнма пуçлать. Ерен тĕлĕне тăрать: куç хупса иличчен мĕн пур пек тĕш çăнăх пулать. Анчах Ерен те, Хуракăш та асăрхайман: çав вăхăтра вĕсене усал арăм хĕрĕ, Айкуль, элекçĕ те юлхавскер, сăнаса пăхса тăнă.

Ерен. Кунта такам пур! Хуракăш, пытан!    

Айкуль. Куртăм, куртăм!  

Ерен. Эсĕ-çке, Айкуль! Мĕн куртăн вара?    

Айкуль. Сана пулăшакан лашана куртăм. Ăçтан вăл сан ун пекки?

Ерен. Кăна эп калаймастăп.

Айкуль. Э-э, каламастăн-и? Час сана калаттарăп! Апай, апай!

Шемшат. Мĕн сана, Айкуль, пĕчĕк хĕрĕм?

Айкуль. Çакă тăрнаккай ним те ĕçлемест, темĕнле утпа вылять.

Шемшат. Утпа вылять? Акă мĕн тăватăн эс ĕçлес вырăнне?..

1956

Черкашина, Л. Тавлă тамаша : радиопьеса / Лидия Черкашина ; Митта Ваçлейĕ куçарнă // Митта, В. Çырнисен пуххи. Икĕ томпа тухать. I том : сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Ваçлей Митта. - Шупашкар, 2004. - С. 178-179.1


1Ал çыру тăрăх пичетленет, вăл И.В. Митта килĕнчи архивра упранать. Хăçан куçарнине кăтартман. Хăш-пĕр паллăсем тăрăх, ăна 1948—1949 çулсенче куçарнă теме пулать. Ал çырăва радиокомитет редакторĕ редакцилеме тытăннă пулнă, анчах вĕçне çитерсе передача хатĕрлеймен пулас. Куçарăва ун аллине урăх çын ячĕпе пама пултарнă. Ку пьесăна туркмен халăх юмахĕ тăрăх çырнă.

 
Национальная библиотека Чувашской Республики © 2008 | publib@cbx.ru