Кӑларӑм ҫинчен

«Андриян Николаевӑн ҫӑлтӑрлӑ ҫулӗ» ятлӑ электронлӑ кӑларӑма СССР летчик-космонавчӗ, авиаци генерал майорӗ, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ Андриян Григорьевич Николаев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Кӑларӑм мухтавлӑ кӑйкӑрӑн нумай енлӗ пурнӑҫне уҫса парать. Унӑн тӗп пайӗсем: «Малтанхи утӑмсем», «Çӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ», «Депутат ӗҫӗ-хӗлӗ», «Паттӑр ятне чыслани», «Библиографи».

«Малтанхи утӑмсем» пайра Андриянӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен материалсем, шкулта вӗрентнӗ пӗрремӗш учительница К. И. Семенова тата космонавт амӑшӗ Анна Алексеевна Николаева аса илӗвӗсем вырӑн тупнӑ. Ҫавӑн пекех кунта пулас космонавтӑн Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче, Черниговри летчиксем хатӗрлекен училищӑра вӗреннӗ тата Карелире вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ ҫулсемпе паллашма май пур.

А. Николаев тӗнче уҫлӑхне вӗҫни тата космос ҫинчен ҫырнӑ документсем «Çӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ» пайра вырӑн тупнӑ.

Андриян Григорьевич Николаев депутат тивӗҫӗсене те чыслӑн пурнӑҫласа пынӑ. Çакӑн ҫинчен «Депутат ӗҫӗ-хӗлӗ» пайра паллашма пулать.

Мухтавлӑ ентешӗмӗре халалласа ҫыравҫӑсем нумай сӑвӑ-юрӑ, калавсемпе повеҫсем ҫырнӑ, ӳнерҫӗсем картинӑсем ӳкернӗ. Андриян Николаевӑн илемлӗ литературӑри тата ӳнерти сӑнарне тӗплӗнрех кӑларӑмӑн «Паттӑр ятне чыслани» пайӗ уҫса парать. Ҫакӑнтах Шуршӑлти Космонатика музейӗ ҫинчен информаци вырнаҫтарнӑ.

Андриян Николаев ҫинчен ҫырнӑ литературӑпа «Библиографи» пай паллаштарать.

Кӑларӑма чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе хатӗрленӗ (вӗсене Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн ялавӗсемпе паллӑ тунӑ).

Сӗнтӗрвӑрри районӗн тӗп библиотекине, Чӑваш наци тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗсене документсемпе тивӗҫтернӗшӗн тав тӑватпӑр.

Сӗнӳсемпе асӑрхаттарусене ҫак адреспа кӗтетпӗр: 428003, Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15, наци литературипе библиографи пайӗ. Тел.: (8352) 23-02-17 (хушма 144), e-mail: kray@publib.cbx.ru

Пухса хатӗрлекенӗ: Л.Л. Матюкова, О. Н. Тимофеева, Степанова Р. В., Алексеева О. Э., Величко О. В.

Редакторсем: Т.А. Николаева, П. А. Семенова

Компьютерпа илем кӳрес енӗпе ӗҫлекен: Д.Х. Гайнутдинов, И. В.Фунтикова.

Кӑларӑма «Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программин «Чăваш Республикинче вулава тӗрев парасси тата аталантарасси» подпрограммипе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ.