Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ

Ҫирӗммӗш ӗмӗрти аллӑмӗш ҫулсенче этемӗн ӑс-хакӑл пултарӑвӗ космосалла ҫул тытас енне ҫывхарса ҫитет, Раҫҫейӗн гениллӗ ҫыннисем – Ломоносов, Циолковский, Цандер ученӑйсен чӑрсӑр ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме тытӑнса пӑхать…

1957-мӗш ҫулхи октябрьте Ҫӗр тавра вӗҫме пӗрремӗш спутник ячӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара пӗр спутникӗ тепринчен йывӑртараххи пулчӗ, тӗнче уҫлӑхне малтан спутниксем чӗрчунсемсӗр каятчӗҫ-ха, кайран чӗрчунсемпе яра пуҫларӗҫ, пыра-киле ҫынна вӗҫтерме те черет ҫитрӗ. Космос спутникӗсемпе карапӗсем, космос ракетине турттарма пултаракан машинӑсем туни, вӗсене вӗҫтерсе яни социализм йӗрки пӗтӗм наукӑпа техникӑра никама иккӗлентермелле мар пысӑк ҫнтӗнӳсем тунине пӗлтерет.

1960-мӗш ҫулта совет космонавчӗсен пӗрремӗш ушкӑнне туса хураҫҫӗ. Унта летчик-истребительсем пулнӑ: Ю. А. Гагарин, Г. С. Титов, А. Г. Николаев, П. Р. Попович, В. Ф. Быковский, В. М. Комаров, П. И. Беляев, А. А. Леонов, Б. В. Волынов, Е. В. Хрунов, Г. С. Шонин, В. В. Горбатко.

Космонавтсем вӗҫме вӗренни ҫинчен малтан шавласах кайман: мӗн шавласси пур вӑхӑт ҫитиччен, малтан вӗҫсе кӑтартмалла... Тӗрлӗрен ӑстаҫӑсем вӗрентсе хатӗрленӗ космонавтсене - авиаци специалисчӗсенчен пуҫласа медиксене, академиксенчен рабочисене ҫитиччен ӗҫленӗ. Ҫак пысӑк ӗҫе пит нумай ҫын хутшӑннӑ, май килнӗ таран пӗтӗм ҫӗршыв тӑрӑшнӑ. Космос техникине космоса вӗҫтерсе ярас ӗҫе С. П. Королев академик калама ҫук ӑста ертсе пынӑ. 1961-мӗш ҫулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче СССР гражданинӗ Ю. А. Гагарин коммунист этем историйӗнче чи малтан «Восток» ятлӑ космос карапӗпе Ҫӗр планета тавра вӗҫсе ҫаврӑнса килет. 1961-мӗш ҫулхи августӑн 7-мӗшӗнче Гагарин хывнӑ ҫулпа Г. С. Титов вӗҫсе кайса пӗр талӑк Ҫӗр тавра ҫаврӑнчӗ. Космонавтикӑра ку тепӗр пысӑк ҫитӗнӳ пулчӗ.

1962-мӗш ҫулхи манӑҫми август.

Шуршӑл ҫынни А. Г. Николаев космоса кайма хатӗрленет, тенӗ хыпара Шупашкарта пире лам-ламӑн тенӗ пек пӗлтерсеччӗ-ха. Августӑн 11-мӗшӗнче акӑ тинех тӗнче уҫлӑхне «Восток-3» космос карапӗ тухни ҫинчен радио пӗтӗм тӗнчене хыпарларӗ. Вӑл карапа СССР гражданинӗ А. Г. Николаев майор тытса пырать. Ун чухне пирӗн кӑмӑл мӗн тери ҫӗкленнине ҫырса кӑтартмашкӑн та йывӑр. Чи малтан, паллах ӗнтӗ, вӗҫев чипер пытӑр тесе ырӑ сунса телеграмма ҫаптартӑмӑр. Пӗтӗм республика, пӗтӗм ҫӗршыв, пӗтӗм этем тӗнчи ҫӗкленчӗ темелле... Ҫынсем тӗрлӗ справочниксене шыраса пӑхма тытӑнчӗҫ, чӑваш, Чӑвашъен мӗнлескер иккенне пӗлесшӗн пулчӗҫ, ҫав кунсенче пичетленнӗ космонавт биографине вуласа тӗпчерӗҫ.

Эпир кунта космонавт амӑшӗ патне, ҫавӑн чух больницӑра сывалакан Анна Алексеевна патне, ҫитсе курма васкарӑмӑр. Шупашкар ҫыннисем ӑна чи илемлӗ чечексемпе хупӑрласа илнӗччӗ, аслӑ ҫӗр шывӑмӑртан таҫтан-таҫтан та телеграммӑсем вӗҫе-вӗҫӗн килме тытанчӗҫ, телефон та ҫине-ҫине шӑнкӑртаттарса тӑрать. Шуршӑл урамӗсенче халӑх ҫапса хӗснӗ пек, арҫынӗ-хӗрарӑмӗ, ватти-вӗтти, чи капӑр тумӗсене тӑхӑнса, пиншерӗн темелле, капланнӑччӗ. Космонавт ҫуралса ӳснӗ ҫурта Андриян вӗҫнӗ кунсенче те, вӗҫсе таврӑнсан та ирӗн те каҫӑн йӗри-тавра хупӑрласа тӑратчӗҫ. Унччен вара никама паллӑ мар Шуршӑл чӑваш ялӗ сасартӑк пӗтӗм тӗнчене паллӑ пулса тӑчӗ.

Шалт тӗлӗнсе кайнӑ тӗнче космосра «Восток-3» совет карапӗ мӗнле вӗҫни ҫинчен, сывлӑш ҫавӑрма шикленсе тенӗ пек, хыпар хыҫҫӑн хыпар илтсе пӗлесшӗн ҫунса тӑчӗ. Тӗлӗнмелли ытларах та пулчӗ. Августӑн 12-мӗшӗнче космоса «Восток-4» ҫӗкленчӗ. Совет гражданинӗ П. Р. Попович подполковник унӑн командирӗ. Ҫапла икӗ совет карапӗ ушкӑнланса пӗрле вӗҫме тытӑнчӗ. Чӑвашпа Украина халӑхӗсен ывӑлӗсем аслӑ вырӑс халӑхӗн чаплӑ ҫыннисем Ю. А. Гагаринпа Г. С. Титов хыҫҫӑн вӗҫсе, тӗнче уҫлӑхӗнче Совет Союзӗн тӗрлӗ халӑх ҫыннисем килӗшсе, туслашса мӗнле чипер пурӑнма пултарнине яр-уҫҫӑн кӑтартрӗҫ. «…»

Питӗ чаплӑн кӗтсе илчӗ А. Г. Николаевпа П. Р. Попович космонавтсене хамӑр Тӑван ҫӗршывӑн столици Мускав! Вӗсене кӗтсе Чӑваш Ҫӗршывӗнчен Андриянӑн ҫывӑх тӑванӗсене кӑна мар, КПСС обкомӗнчен, Верховнӑй Советран, Чӑваш АССР Министрсен Советӗнчен делегаципе пыма чӗнчӗҫ. Пирӗн делегаци Пӗтӗм Союзри Коммунистсен партипе правительствӑна ертсе пыракансемпе, столицӑри ӗҫҫыннисен представителӗсемпе пӗрле Внуково аэродромӗнче космонавтсене кӗтсе илнӗ ҫӗрте пулчӗ. Мускав халӑхӗн йышӗ аэродромран пуҫласа Хӗрлӗ площаде ҫити урамсене пинӗ-пинӗпе, иртсе пымалла мар тӑрса тухнӑччӗ. Хӗрлӗ площадьре пысӑк митинг пулса иртрӗ. Ҫав кунах каҫхине, А. Г. Николаевпа П. Р. Попович космонавтсене чысласа, пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн столици Мускав тупӑсемпе ҫирӗмшер хут персе салют пачӗ.

Ҫав ҫултах А. Г. Николаева тӑван Чӑваш ҫӗршывӗнче кӗтсе илни те халӑх асӗнчен нихҫан тухас ҫук. Халӑх сӗннине пула, космонавт хӑҫан килессе те вӑл хӑш ҫулпа иртессине малтанах пӗлтерсе хума тиврӗ. Паллах ӗнтӗ, таврари хуласемпе ял халӑхӗсем пӗтӗмпе тенӗ пек Шупашкар аэродромӗнчен пуҫласа Етӗрне вӑрманне ҫитиччен урамсене тухса тӑнӑччӗ. Космонавтӑн пӗтӗм иртес ҫулне чечекпе хывса тухрӗҫ, хӑйне те тӗрлӗ-тӗрлӗ чечек сапса тӗрлерӗҫ. Ленин площадӗнче пин-пин ӗҫҫыннин пысӑк демонстрацийӗ пулса иртрӗ. Космонавт ӑҫта кӑна пулмарӗ пуль: урамра-и, площадьсенче-и, фабрикӑсемпе заводсенче-и, колхозсемпе шкулсенче-и - кирек ӑҫта та халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Космонавтпа тӗл пулма пирӗн ҫӗршыва кӳршӗри республикӑсемпе облаҫсенчен те темӗн чухлӗн килсе тулчӗҫ. Пристаньре пӑрахутсем хӑйсен ишес графикӗсене пӑсса вӑрахчен чарӑнса тӑратчӗҫ, космонавта хамӑр куҫпа курас тенӗ кӑмӑл ҫынсен ытла та пысӑкчӗ ҫав. «…»

Малтанхи совет космонавчӗсене халӑх ҫапла савӑнса та хӗпӗртесе, чаплӑн йышӑнни вӗсен ӗҫӗ чӑннипех те пӗтӗм тӗнче умӗнче мухтава тивӗҫлинчен килчӗ.

А. Г. Николаевпа П. Р. Попович космосра вӗҫни пур енчен те тӗлӗнмелле пулчӗ ҫав. Ҫут тӗнчере вӗсенни пек пысӑк ӗҫ историре ҫавӑнтан малтан пулманччӗ-ха. Кунта пӗтӗмӗшпех пӗрремӗш вырӑнтаччӗ. Ракетисем вӗсен чи вӑйлисем те чи тӗрӗссисемччӗ. Карапӗсене чи ҫӗнӗ аппаратсем лартнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне радиопа та телевиденипе курнӑҫса калаҫасси Ҫӗрпе карапсен хушшинче кӑна мар, вӗҫекен карапсен хӑйсен хушшинче те чи малтанхи хут пулса иртрӗ. А. Г. Николаевпа П. Р. Попович тӗнче уҫлӑхӗнче кӗлетке йывӑрӑшӗ йӑмнӑ чух ҫынсем нумай вӑхӑт ӗҫлесе пурӑнма пултарасса пӗр иккӗлентермесӗр шантарчӗҫ. Енчен Ю. А. Гагарин тӗнче уҫлӑхӗнче Ҫӗр тавра 108 минутра пӗрре ҫаврӑнчӗ, Г. С. Титов 25 сехетре 17 ҫаврӑм турӗ пулсан, Америка космонавчӗсем Гленпа Карпентер кашнийӗ виҫшер ҫаврӑм вӗҫсе ирттерчӗҫ пулсан, А. Г. Николаев 95 сехет вӗҫсе - тӑватӑ талӑка яхӑн мар-и! - Ҫӗр тавра 64 хут ҫаврӑнчӗ, ҫав хушӑра икӗ миллион та 600 пин километр вӗҫрӗ, П. Р. Попович вара 48 ҫаврӑмра 2 миллион километр вӗҫсе таврӑнчӗ.

А. Г. Николаев чи малтанхи хут карапӑн кабининче хӑй ларнӑ креслоран салтӑнса нимӗнрен тытӑнмасӑр хӑй ирӗккӗн «вӗҫсе» кӑтартрӗ. Халь ӗнтӗ ҫак сӑнав кулленхи ӗҫ вырӑнне хывӑнса юлчӗ, анчах ун чухне ҫак сӑнавра космонавта мӗн пуласса никам та малтанах каласа хума пултарайман. Ю. А. Гагарин ҫак эксперимент пирки акӑ мӗн каланӑ: «Ҫӗр ҫинче чухне малтанах туса хунӑ график тӑрӑх Андриян Николаевӑн пилот креслинчен ҫӗкленсе тӑмалли вӑхӑт ҫитетчӗ. Хӑвӑрах пӗлме кирлӗ, ҫавна эпӗ те, Герман Титов та туман. Паллах ӗнтӗ, ҫак эксперимента эпир сыхланса та чӑтаймасӑр кӗтсе тӑраттӑмӑр. Космонавт йывӑрӑш ҫухалнӑ ҫӗрте хӑй ларнӑ вырӑнтан вӗҫерӗнсе тухса карапра ирӗккӗн «вӗҫсе» ҫӳрет. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл никам пулӑшмасӑр каялла кресло патне ҫитсе ларма пултарӗ-ши? Ҫӗр ҫинче чух космонавта тӗрлӗрен канаш панӑччӗ: малтан ху ҫыхӑннӑ пӑяскасенчен сулахай хула хӑтармалла, унтан сылтӑммине, нимӗн те хӑпӑл-хапӑл тума юрамасть, майӗпен, васкамасӑр хускалмалла. Андриян ҫавӑн пек турӗ те, вӑл чӑнне кӑтартса пачӗ: ҫын хӑй йывӑрӑшӗ йӑмсан та космос карапӗнче ирӗклех «вӗҫме» пултарать».

А. Г. Николаевпа П. Р. Попович космосра та тухӑҫлӑ ӗҫлеме май пуррине яр-уҫҫӑн кӑтартса пачӗҫ. Вӗҫнӗ май вӗсем хӑйсем мӗн тӗпчесе пӗлсе тумалли ӗҫсене пӗтӗмпе гуса ҫитерчӗҫ те Ҫӗр ҫине, малтанах палӑртса хунӑ вырӑна, пит тӗрӗс анса ларчӗҫ. Вӗсем мӗн тӗпчесе пӗлни планетӑсем хушшинче вӗҫмелли ӗҫре питӗ пысӑк пулӑшу пачӗ, космос карапӗсене тата лайӑхрах тума пулӑшрӗ, тӗнче уҫлӑхне ҫӳрес енӗпе нумай-нумай пӗлмеллине кӑтартрӗ.

А. Г. Николаевпа П. Р. Попович тӗнчере чи малтанхи хут космосра ушкӑнланса темиҫе талӑк вӗҫнӗ хыҫҫӑн КПСС Центральнӑй Комитечӗ, Верховнӑй Совет Президиумӗ, СССР Министрсен Совечӗ икӗ документ кӑларчӗҫ. Пӗри вӑл Коммунистсен партийӗпе Совет Союзӗн пӗтӗм халӑхне, тӗнчери пур правительствӑсемпе халӑхсене, ырӑ ӗмӗтпе пурӑнакан пӗтӗм тӗнче халӑхне Чӗнсе калани! Тепри вара - космос паттӑрӗсене саламлани, тӗнче уҫлӑхӗнче вӗҫмелли чаплӑ карапсем тӑвакансемпе ӑнӑҫлӑн вӗҫтерекенсене саламлани. Ҫак документсенче, тӗнче уҫлӑхне тӗпчесе пӗлес енӗпе ӗҫлекенсене пурне те ӑшшӑн тав туса, вӗсен ӗҫне, совет космонавчӗсен ҫӗнӗ пултарулӑхне тивӗҫлӗ хак панӑ, хамӑр Тӑван ҫӗршывӑн ӗҫӗ ҫут тӗнчешӗн мӗнле пысӑк пӗлтерӗшлине кӑтартнӑ.

«Николаевпа Поповичӑн аслӑ вӗҫевӗ Тӑван ҫӗршывӑн чапне тата ҫӳле ҫӗклет, вӑл совет экономики мӗнле ҫӳллӗ шая ҫитнине пӗлтерет, малта пыракан совет наукипе техники мӗнле ӳсӗмпе ҫӗкленнине кӑтартать, социализм йӗрки ытти общество йӗркисенчен пуринчен те малта тӑнине пӗлтерет», - тенӗ ҫав Чӗнсе каланинче. «…»

Николаевпа Поповичӑн историллӗ пултарулӑхӗ тӗнчери халӑхсене тӗлӗнтерчӗ, ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Ырӑ суннӑ сӑмахсем, саламлӑ телеграммасемпе ҫырусем патшалӑхсене ертсе пыракансенчен те, парти организацийӗсенчен те, наука учрежденийӗсемпе уйрӑм ҫынсенчен те, ют ҫӗршывсенчи тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынсемпе организацисенчен те темӗн чухлӗ пулчӗҫ. Космос паттӑрӗсене чысласа, тӗнчери ҫӗршывсенчи нумай писательсемпе поэтсем чи ӑшӑ кӑмӑллӑ произведенисем ҫырса кӑларчӗҫ.

А. Г. Николаевӑн пурнӑҫӗпе паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен хаҫат-журналсемпе кӗнекесенче нумай-нумай ҫырса кӑларчӗҫ. Чӑваш литераторӗсенчен А. Г. Николаева халалласа чи малтан чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай хӑй сӑввине космонавт вӗҫнӗ кунсенчех «Правда» хаҫатра пичетлесе кӑларчӗ. Космонавта чысласа чӑваш халӑх поэчӗсем Ухсай Яккӑвӗпе Стихван Шавли, чӑваш халӑх писателӗ Илпек Микулайӗ хӑйсен чун патӗнчи сӑмахӗсене хаҫатсемпе журналсенче пӗлтерчӗҫ.

А. Г. Николаев пӗрремӗш хут космоса кайса килнӗ хыҫҫӑн тепӗр сакӑр ҫултан тепре вӗҫрӗ. Ҫак сакӑр ҫул хушшинче калама ҫук пысӑк историлле ӗҫсем пулса иртрӗҫ.

КПСС ХХIII-мӗшпе ХХIV-мӗш съезчӗсем пулса иртрӗҫ. А. Г. Николаев

унта икӗ съездра та делегат пулчӗ. Ҫав съездсем коммунизм строительствинче калама ҫук пысӑк тапхӑрсем пулчӗҫ. Социализмла ҫӗршывсен ҫыхӑнӑвне тата ытларах ҫирӗплетес енӗпе те Совет Союзӗн пӗтӗм тӗнчери авторитечӗ ҫав тери ӳсрӗ. Совет халӑхӗсен пурнӑҫӗ те тата лайӑхланчӗ.

Совет Союзӗн космос наукин программи тӗнчери тӑнӑҫлӑхшӑн та миршӗн паттӑррӑн ҫӗкленсе кайрӗ. «Восток-6» караппа В. В. Терешкова космоса кайса килчӗ.

«Восток-6» хыҫҫӑн ҫӗнӗ карапсем – «Восход», унтан «Союз» карапсем вӗҫрӗҫ. Вӗсем карап кӑна мар ӗнтӗ, космосра вӗҫекен лабораторисем пулчӗҫ.

Космосра летчиксем кӑна мар, ученӑйсем, инженерсем тата врачсем пулса курчӗҫ.

1965-мӗш ҫулта А. А. Леонов космонавт тӗнче уҫлӑхӗнче чи малтанхи хут карапран уҫӑ космоса тухрӗ. 1968-мӗш ҫулта космоса пӗр вӑхӑтрах икӗ карап вӗҫсе кайрӗ, вӗсенчен пӗри пилотсӑр пулчӗ, тепӗр карапне Г. Т. Береговой тытса пычӗ. 1969-мӗш ҫулта «Союз-4»-па «Союз-5» карапсем вӗҫсе кайрӗҫ, унта В. А, Шаталов, А. С. Елисеев, Е. В. Хрунов тата Б. В. Волынов космонавтсем пулчӗҫ. Вӗсем пӗрле карапсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса вӗҫтерчӗҫ. Ҫав ҫулхинех вӗҫе-вӗҫӗн виҫӗ карап вӗҫсе кайрӗ: «Союз-6», «Союз-7», «Союз-8». Ҫав карапсем вӗҫнӗ чух наукӑпа техникӑра пит те кирлӗ эксперимент туса ирттерчӗҫ: космосра тимӗр шӑратса ҫыпӑҫтарса пӑхрӗҫ. Ҫав пысӑк ӗҫе В. Н. Кубасовпа Г. С. Шонин космонавтсем турӗҫ.

А. Г. Николаев ҫав хушӑра космонавтикӑн теорипе техникине вӗренет. 1968-мӗш ҫулта Андриян Григорьевич И. Е. Жуковский ячӗпе хисепленекен Сывлӑш Ҫар инженерӗсен Академинчен вӗренсе тухать, ҫав хушӑрах космонавтсем хатӗрлекен Центрта пысӑк ӗҫсем туса тӑрать.

Ю. А. Гагарин пурӑннӑ чухнех-ха А. Г. Николаева космонавтсен ушкӑнӗн командирне лартаҫҫӗ, каярахпа СССР космонавчӗсене хатӗрлекен Центр начальникӗн пӗрремӗш заместителӗ тӑваҫҫӗ.

А. Г. Николаев сӑнаса, ертсе пынипе Береговой, Шаталов, Волынов, Елисеев, Хрунов, Филипченко, Шонин, Кубасов, Горбатко, Волков тата ытти космонавтсем вӗҫеҫҫӗ.

Космонавтсене вӗрентсе хатӗрленӗ май вӑл хӑй те вӗренме пӑрахмасть, Н. П. Каманин генерал каларӑш, А. Г. Николаев «Союз» карапӑн системине пит ӑста вӗренсе ҫитрӗ. Вӑл самолетсемпе вӗҫрӗ, парашютпа сикрӗ, центрифугӑра ҫаврӑнчӗ, спортра ӗҫлерӗ, нумай-нумай вуларӗ. Ҫак ҫулсенче А. Г. Николаев обществӑллӑ-политикӑллӑ ӗҫре те пиҫӗхсе ҫитӗнчӗ. Вӑл парти съезчӗсенче, комсомол съезчӗсенче иккӗшӗнче те пулчӗ, ытти нумай форумсенче пулса курчӗ, 1963-мӗш ҫултанпа вӑл РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ. «…»

1970-мӗш ҫулта, В. И. Ленин юбилейӗ пулнӑ ҫул, Андриян Григорьевич

«Союз-9» караппа иккӗмӗш хут тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленчӗ. «Союз-9» космос карап вӗҫевӗ малтанхи пур вӗҫевсенчен палӑрмаллах уйрӑлса тӑрать, космосра вӗҫнӗ вӑхӑтпа та, ӗҫӗ пысӑк пулнипе те, йывӑррипе те. Чапа тухас тенипе мар, Тӑван ҫӗршыв чапӗшӗн, наука ӳсӗмӗшӗн вӗҫсе кайнӑ Андриян тӗнче уҫлӑхне В. И. Севастьяновпа пӗрле. А. Г. Николаевпа В. И. Севастьянов «Союз-9» караппа 1970-мӗш ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 19-мӗшчен вӗҫрӗҫ. «…»

Совет улӑпӗсем мӗнле вӗҫнине пӗтӗм тӗнче халӑхӗ сывлӑш ҫавӑрма хӑранӑ пек сӑнаса тӑчӗ. А. Г. Николаевпа В. И. Севастьянов космосра этем тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултарасса, йывӑрӑш йӑмнӑ ҫӗрте ӗҫлес хӑвата мӗнле упрамаллине хӑйсем ӗҫлесе-тӳссе кӑтартрӗҫ. Вӗсем наукӑпа техникӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑнавсем турӗҫ. Ҫын организмӗ мӗн-мӗн чӑтма пултарасса тӗпченипе пӗрлех ҫӗр ҫинчи геологипе географи енчен кирлӗ вырӑнсене, халӑх хуҫалӑхӗшӗн усӑ кӳрекен ҫӗрпе шыв тӑрӑхӗсене, Ҫӗре пӗркесе тӑран атмосферӑна, унти пулӑмсене, Ҫӗр питне карса илнӗ юрпа пӑрлӑха ӳкерсе илчӗҫ, сӑнарӗҫ, тӗпчерӗҫ, ҫавсемпе пӗрлех тата «Союз» карапӑн системисене асӑрхасах тӑчӗҫ, вӗҫеве йӗркелесе пычӗҫ... Ǎҫтан каласа пӗтерес пур вӗсем туса ирттернӗ хак парса хак хурайми пысӑк ӗҫсене! Николаевпа Севастьянов тунӑ сӑнавсемпе тӗпчевсем биологсемпе астрономсене те, медиксемпе техниксене те малашнехи ӗҫре питӗ кирлӗ. Вӗсем мӗн-мӗн туни пуринчен ытла халӑх хуҫалӑхӗшӗн хаклӑ. «…»

А. Г. Николаевпа В. И. Севастьянов «Союз-9» караппа тӗнче уҫлӑхӗнче вунсакӑр талӑк вӗҫрӗҫ, тӗрӗсрех каласан, космосра 424 сехет пулчӗҫ, Ҫӗр тавра вӗсем 286 ҫаврӑм турӗҫ, 20 миллион километра яхӑн вӗҫрӗҫ. Вӗҫсе таврӑннӑ хыҫҫӑн вӗсем ик эрне ҫӗр ҫинче пурӑнмалли условисене «хӑнӑхрӗҫ». Космосра пурӑнса курасси питех те ҫӑмӑл мар иккен, этем организмне космос хӑй манерлӗ майлаштарса урӑхлатнӑ. «…»

Партипе правительство А. Г. Николаевпа В. И. Севастьяновӑн паттӑр ӗҫӗсене пысӑка хурса хакларӗ. Андриян Григорьевича иккӗмӗш хут Ылтӑн Ҫӑлтӑр пачӗҫ, ӑна авиаци генерал-майорӗ турӗҫ, B. Севастьянова Совет Союзӗн Геройӗ ячӗпе СССР летчик-космонавчӗ ятне пачӗҫ.

Ислюков, С. М. Сӑмахӑм Андриян ҫинчен / С. М. Ислюков // Николаев, А. Г. Вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑхра / А. Г. Николаев. – Шупашкар, 1975. – С. 8-14.

Библиография