Андриян Николаевӑн ҫӑлтӑрлӑ ҫулӗ

(летчик-космонавт, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ А. Г. Николаев ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май)

Андриян Григорьевич Николаев - СССР летчик-космонавчӗ (1962), авиаци генерал-майорӗ (1970), икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ (1962, 1970), Болгари тата Монгол халӑх республикисен Геройӗ, Вьетнам республикин Социализмлӑ Ĕҫ Геройӗ.

Андриян Григорьевич Николаев – тӗнче уҫлӑхне чи малтан ҫул хывнӑ ҫынсенчен пӗри. Вӑл хӑйӗн ҫӑлтӑр тӑванӗпе Павел Романович Поповичпа пӗрле историре пӗрремӗш хут темиҫе талӑк ушкӑнпа вӗҫрӗ, 2 миллион та 600 пин километр уҫлӑхра ҫӳл хыврӗ. Космонавт Ҫӗр ҫине наукӑшӑн ҫав тери паха тӗпчевсем илсе таврӑнчӗ. Виҫҫӗмӗш космонавт тӗнче уҫлӑхӗнче вӗҫсе, Совет ҫӗршывне, хӑйӗн йышлӑ мар, анчах талантлӑ та ӗҫчен чӑваш халӑхне мухтав кӳчӗ.

СССР летчик-космонавчӗ А. Г. Николаев хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ-ӗҫӗпе, шухӑшӗ-ӗмӗчӗпе пӗр хамӑр халӑхшӑн кӑна мар, тӗнчери пур халӑхсемшӗн те пысӑк хисепре. Унӑн ячӗ, пӗтӗм тӗнче, Тӑван ҫӗршыв историне кӗрсе, ӗмӗрсене юлчӗ, наукӑпа техникӑра та вӑл пултаруллӑ ӗҫӗсемпе палӑрчӗ. Виҫҫӗмӗш космонавт ӗҫӗ-хӗлне хакласа ӑна Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ. Ҫак пысӑк чыса вӑл икӗ хут тивӗҫлӗ пулнӑ.

Летчик-космонавта хисеплесе уйӑх ҫинчи кратера унӑн ятне панӑ. Шупашкарти Космонавтсен скверӗнче, Николаев тата Калинин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, космонавт палӑкне уҫнӑ. Унӑн ятне 1962 ҫулта Чӑваш Енӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Хисеп Кӗнекине пӗрремӗш кӗртнӗ.