Малтанхи утӑмсем

А. Г. Николаев 1929-мӗш ҫулта хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ачалӑх кунӗсене вӑл тӑван Шуршӑл ялӗнче ирттернӗ. Ҫамрӑклах ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ, ҫурма тӑлӑх ӳснӗ, пурнӑҫ ӑна ачашласа ӳстермен, ҫӑкӑр чӗлли хакне вӑл мӗн ачаран тӗрӗс ӑнланнӑ. Ҫын пулас тесен, ӗҫле те тӑрӑш, ӗмӗтленнӗ телей ӗҫленинчен те вӗреннинчен килет, ҫавна лайӑх тавҫӑрса ӳснӗ пирӗн Андриян. Пурнӑҫ тути-масине вӑл Атӑлпа Ҫавал тӑрӑхӗнче вӗренсе пӗлнӗ…

Андриян мӗн ачаран ҫутҫанталӑка юратнӑ, ҫынна ҫын вырӑнне хурса хисепленӗ, пӗр тытнӑ ӗҫе юратса та тӗплӗн, таса кӑмӑлтан туса пынӑ.

Ҫак лайӑх ачана, тӳрӗ ӗҫчене, чунӗ-кӑмӑлӗпе ҫирӗп гражданин пулса ӳсме килти пӗтӗм йӗрке пулӑшнӑ: ашшӗ, Григорий Николаевич ӗнтӗ, пуринчен ытла амӑшӗ, Анна Алексеевна, тӑрӑшнӑ. Килйыш хуҫи вилнӗ хыҫҫӑн чи йывӑр вӑхӑтра пӗтӗм ҫемйине пӑхасси Анна Алексеевнӑн пуҫӗ ҫине ӳкнӗ. Виҫӗ ывӑл та хӗрача – ӳстерсе пӑх-ха вӗсене, сывлӑхӗсене упра, вӑхӑтра ҫитер, тӑрантар, ҫине-пуҫне тирпейле, вӗрентсе те ӳстер – ҫӑмӑл пулман ӗнтӗ вӑл. Ачисем пурте Тӑван ҫӗршыва мӗн ачаран чун пек юратма вӗреннӗ. Ҫавӑн пек ӳстернӗ вӗсене амӑшӗ. Анна Алексеевна Николаева вӑл ӗҫчен те ӑслӑ ҫын, чӑваш хӗрарӑмӗн таса ӑсне-чысне чун халӗпе хисеплеме пӗлекен вӗри чӗреллӗ ҫын. Андриян Григорьевич хӑй амӑшне уйрӑмӑнах ытарайми сума суса юратать.

Андриян Григорьевич 1947-мӗш ҫулта техник-вӑрманҫӑ дипломне илнӗ хыҫҫӑн Карелие тухса каять. Унта вӑл мастер помощникӗнче ӗҫлет, каярахпа вӑрман ӗҫӗнче хӑй мастера тухать. Андрияна хӑйӗн лӑпкӑ кӑмӑлне кура, пикенсе ӗҫлеме пултарнӑшӑн, ӗҫчен ҫынна хисеплеме пӗлнӗшӗн вӑрман касакансем чунтан юратаҫҫӗ, Калевала ҫӗршывӗнче куҫ курса тӑранайми хурӑнсем хушшинче ҫамрӑк ӑста рабочисен кулленхи пурнӑҫӗнче пиҫӗхет, рабочисенчен ушкӑнпа килӗштерсе ӗҫлеме, дисциплинӑна, пӗр тытнӑ ӗмӗтрен ниҫталла пӑрӑнмасӑр пыма та тӗрӗслӗхе ыр кӑмӑлпа юратма вӗренет. Кунта вӑл производство командирӗ пулма та, халӑхпа мӗнле чипер ӗҫлемеллине те хӑнӑхса ҫитет.

1950-мӗш ҫулта А. Г. Николаева Совет Ҫарне илеҫҫӗ. Салтакра вӑл рядовой, самолет стрелокӗ, ҫар летчикӗсен училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн летчик-истребитель пулать. Тӳпе ӑна ҫӳлтен-ҫӳле вӗҫме илӗртет, ун тата хӑвӑртрах, инҫерех вӗҫес килет. Совет Ҫарӗ ретӗнче службӑра тӑни Тӑван ҫӗршыв умӗнче гражданла тивӗҫе чыслӑн тытнине пӗлтерет, ҫавӑнпа пӗрлех тата унта хӑвӑн ӳт-пӗвне ҫирӗплететӗн, кӑмӑл-туйӑмна тасатса ҫитеретӗн, политикӑпа идейӑлӑх тӗлӗшӗнчен пиҫӗхсе ҫитетӗн. Андриян, совет авиацинче вунӑ ҫул службӑра тӑрса, шӑпах ҫавӑнта пиҫӗхсе ҫитнӗ те. Кунта вӑл хӑйне хушнӑ ӗҫе вӑхӑтра та тирпейлӗ, юратса тума хӑнӑхнӑ, авиаци техникине ӑста вӗренсе ҫитнӗ, кирек ӑҫта та, кирек хӑҫан та дисциплинӑна пӑхӑннӑ. Сывлӑхӗ, тӳрех калар, пит лайӑх тӗрекленсе ҫирӗпленнӗ. Хӑйпе пӗрле пулнӑ тусӗсем ӑна хисепленӗ, юратнӑ.

Ислюков, С. М. Сӑмахӑм Андриян ҫинчен / С. М. Ислюков // Николаев, А. Г. Вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑхра / А. Г. Николаев. – Шупашкар, 1975. – С. 5-7.

Библиография