Get Adobe Flash player

Образ Г.Н. Волкова в исскустве


Образ Г.Н. Волкова в литературе


на чувашском языке
 
Айхи, Г. Уйрӑлупа тав сӑвви : [сӑвӑ] / Г. Айхи // Викторов, Г. Урӑхла халь тин эпӗ пулаймӑп = Другим я уже не буду... / Г. Викторов ; [Л. И. Филиппова пухса хатӗрленӗ]. – Шупашкар, 2008. – С. 259-160.

Сементер, Ю. Кашкӑр Хуначине : [сӑвӑ] / Ю. Сементер // Викторов, Г. Урӑхла халь тин эпӗ пулаймӑп = Другим я уже не буду... / Г. Викторов ; [Л. И. Филиппова пухса хатӗрленӗ]. – Шупашкар, 2008. – С. 264 .

Сементер, Ю. Чӑваш ен : [сӑвӑ] / Ю. Сементер // Викторов, Г. Урӑхла халь тин эпӗ пулаймӑп = Другим я уже не буду... / Г. Викторов ; [Л. И. Филиппова пухса хатӗрленӗ, ред.]. – Шупашкар, 2008. – С. 262.

Филиппова, Л. Ӑмӑрткайӑк : [сӑвӑ] / Л. Филиппова // Викторов, Г. Урӑхла халь тин эпӗ пулаймӑп = Другим я уже не буду... / Г. Викторов ; [Л. И. Филиппова пухса хатӗрленӗ]. – Шупашкар, 2008. – С. 268.

Хусанкай, П. Г.Н. Волкова, хамӑрӑн гениллӗ Кение… : [сӑвӑ] / П. Хусанкай // Викторов, Г. Урӑхла халь тин эпӗ пулаймӑп = Другим я уже не буду... / Г. Викторов ; [Л. И. Филиппова пухса хатӗрленӗ, ред.]. – Шупашкар, 2008. – С. 255.

Хусанкай, П. Г.Н. Волкова халалласа : [сӑвӑ] / П. Хусанкай // Викторов, Г. Урӑхла халь тин эпӗ пулаймӑп = Другим я уже не буду... / Г. Викторов ; [Л. И. Филиппова пухса хатӗрленӗ]. – Шупашкар, 2008. – С. 257.

Хусанкай, П. Геннадий Волкова : [сӑвӑ] / П. Хусанкай // Викторов, Г. Урӑхла халь тин эпӗ пулаймӑп = Другим я уже не буду... / Г. Викторов ; [Л. И. Филиппова пухса хатӗрленӗ]. – Шупашкар, 2008. – С. 256.

на русском языке
Семендер, Ю. Геннадию Волкову : [стихотворение] / Ю. Семендер // Викторов, Г. Урӑхла халь тин эпӗ пулаймӑп = Другим я уже не буду... / Г. Викторов ; [Л. И. Филиппова пухса хатӗрленӗ]. – Чебоксары, 2008. – С. 263.

Филиппова, Л. Орел : [стихотворение] / Л. Филиппова // Викторов, Г. Урӑхла халь тин эпӗ пулаймӑп = Другим я уже не буду... / Г. Викторов ; [Л. И. Филиппова пухса хатӗрленӗ]. – Чебоксары, 2008. – С. 269.

Хузангай, П. Предвижу славу : [стихотворение] / П. Хузангай // Викторов, Г. Урӑхла халь тин эпӗ пулаймӑп = Другим я уже не буду... / Г. Викторов ; [Л. И. Филиппова пухса хатӗрленӗ]. – Чебоксары, 2008. – С. 266.


 
УЙРĂЛУПА ТАВ СĂВВИ
                           А.Д.Волкована асăнса
Пĕр халăхăн хĕрарăмĕ тепĕр халăх çыннипе
мăшăрланса унăн ăрăвĕнче пурăнни - халăхсене
ырăпа çыхăнтаракан элчĕлĕхпе пĕрех.
                          Пĕр ăсчах каланинчен.

Кулленхи ĕç-пуç екки
Лăпкă та, - пĕрех
Çĕр çинче пĕр çын çукки
Сисĕнет текех.

Час-часах та пуплемен.
Пурпĕр элчелре
Парнине упрать иккен
Çав ăс-хал, чĕре.

Пурăнать - хайхи садри
Сасă пек, куллен, -
«Кирлĕччĕ эп те пурри»,-
Тенĕ пек хуллен.

Пур пекех - калаçура
Хăйĕн йăлипех:
Кун çути шур флоксăра
Кăшт вăйланнă пек.

Ахаль мар йĕркемсенче –
Шăплăх, шур çеçке, -
Чĕрĕлĕх тытăмĕнче
Çавăн пекчĕ-çке:

Кăшт, жасмин чĕтревĕ пек,
Икĕ-виç сăмах, -
Ăс чĕмне чун сĕмĕпе
Чĕртнĕ пек кăртах.

Вырăсскер, чăвашлăхра
Чунĕн ĕнерне
Çирĕплетрĕ, ахăрах,
Пачĕ хăй вăйне.

Вĕçсĕр - вырăсăн парни
Пирĕн еткерте;
Палăкпа палăртманни
Юлтăрччĕ пирте.

Маншăн-и? - Çав ăс, çав çăл
Чĕрĕ те ачаш:
Чăвашпа - чăвашчĕ вăл,
Вырăспа - чăваш.

Элчĕлĕхĕ ун, хăй пек,
Пулчĕ пит сăпай.
Палăртаймăн виçепе, -
Кăшт, тен, савупа?

Хусанкайăн чĕлхипе
Вырăс музи, тен,
Кăшт çапла хăй çеммипе
Сас парать çемçен...

Лăпкă-ха кун-çул екки,
Йăлт - туллилĕх пек...
Çĕр çинче пĕр çын çукки
Сисĕнет-çке тек.

Тĕлĕкри чăлт-шур тĕсе
Лăпкă кăнтăрла
Ăнсăртран аса илсе,
Хурланан çапла...
                             Геннадий АЙХИ.


КАШКĂР ХУНАЧИНЕ


Чăваш мĕн ĕлĕкрен канашлă пулнă
Пехиллĕ Пихампар тĕнчипеле.
Чÿкленĕ Уйăха та Хĕвеле,
Çăлтăрсемпе калаçнă вăл хăюллăн.

Асаттесем йĕркен-йĕркен вуланăн
Асамлă Зодиак кĕнекине,
Ыранхипе пĕрле ĕнерхине
Умра курса пырас килет-çке манăн.

Атя уй тÿпине тухар, пичче!
Илтетĕн-и, пире çÿлти тĕнче
Чăваш чĕлхипеле темскер каласшăн:

Хуркайăк çулĕ хăй патне чĕнет,
Çич Çăлтăр кĕмĕл алтăрне сĕнет,
Эппин, малашĕ пилсĕр мар чăвашăн!
                           Юрий СЕМЕНТЕР.
                           1996 ç.



ЧĂВАШ ЕН
                            Г.Н.Волкова,
                           70 тултарнă хисеппе
Çуркунне, ăшăпа салтăнсан сивĕ тĕвĕ,
Акăшсем çул тÿпе хĕлĕхне перĕнсен,
«Чăваш ен! Чăваш ен!» тенĕ пусăмлă кĕвĕ
Таврара чиркÿ чанĕн тăрать кĕрлесе.

Канаш урлă каçса инçете ытамлаççĕ
Ăраççей ураççин ăси пек пуйăссем.
«Чăваш ен! Чăваш ен!» - пĕрĕнсе тăсăлаççĕ
Чаплă купăс пĕрмин калаçан вакунсем.

Хумлă-хумлă çамкаллă ăсчах та сăнавçă
Шухăшра сĕвемлет çĕнĕлле ырăсем.
Ма тесен «Чăваш ен» тенинче курăнаççĕ
Иртнипе пулассин курăнми йĕррисем.

«Чăваш ен! Чăваш ен!» Чечексем çуралаççĕ...
«Чăваш ен! Чăваш ен!» Эй, Кавал та Чикме!
Турăсен тĕнчинче туйăмсем çуралаççĕ
Чăваш ен çĕр-шывне çĕн асамлăх кÿме.
                          Юрий СЕМЕНТЕР
                          27.07.97 ç.



ĂМĂРТКАЙĂК
                         Чăваш халăх.н мухтавлă ывăлне -
                         Г.Н.Волков ăсчаха халалласа
Ăмăрткайăк вĕçет пĕр-пĕччен, -
Тытмасть юнашар никама вăл.
Вĕçсĕр-хĕрсĕр тÿпере - ватăличчен, -
Хăратмасть ăна çил-тăвăл.

Ăмăрткайăк вĕçет пĕр-пĕччен.
Ан шиклен унран! Саламла! Алă сул!
Вăй-хăвачĕ пур унăн хальччен,
Çавăнпах унăн халь урăх çул.

Ăмăрткайăк вĕçет пĕр-пĕччен.
Тăлăх тетĕр? Çук, ун хăйĕн кун-çул.
Пĕчченре телей шырать хальччен,
Уншăн çывăх тусĕ эсĕ пул.

Ăмăрткайăк вĕçет пĕр-пĕччен.
Шел. Эпĕ мар мăнаç кайăк - вăл.
Сывлăш касать çунат сĕм каçчен.
Эс ан кай, ан çухал, кунтах юл.

Ăмăрткайăк вĕçет пĕр-пĕччен...
                       Лидия ФИЛИППОВА.


Г.Н.ВОЛКОВА, ХАМĂРĂН
ГЕНИЛЛĔ КЕНИЕ...


Эп сана саватăп, шăллăм,
Мухтавна курап инçе.
Ĕмĕрÿ сан пултăр вăрăм
Çак пĕртен-пĕр Çĕр çинче.

Пил-пехил сана, тăванăм,
Çитермешкĕн ĕмĕтне.
Тăшмансем сахал айванăн,
Ăслăн - пĕтмĕ ĕмĕрне.

Ÿстĕрех вĕсен хисепĕ, -
Хăррăн пăх та иртсе кай.
Çавăн пек сĕнетĕп эпĕ -
Тем те курнă Хусанкай.

Аслă чăнлăхшăн тăратпăр -
Халăх чĕрĕлĕхĕшĕн.
Çунакан чуна вăй патăр
Ĕçĕн ĕмĕрлĕхĕшĕн!
                      Петĕр ХУСАНКАЙ.


Г.Н.ВОЛКОВА ХАЛАЛЛАСА

Эс чечек сĕткеншĕн,
Пылшăн вĕçнĕ хурт пекех
Халăхăн вĕрентĕвне
Пур çĕрте пуçтарнăшăн
Тав тăватăп чĕререн.

Халăхăн вĕрентĕвĕн
Никĕсне хывни питех
Лайăх ĕç. Вăл туслăхшăн,
Лайăх, тăнăç пурнăçшăн
Çивĕч хĕç-пăшал пекех.

Ват çынсен вĕрентĕвне
Эс пуçтарнă тĕнчере, -
Халăхăн пархатарне
Илтĕн ĕмĕр-ĕмĕрех.
Çавăнпа та эп паян
Савăнатăп. Чĕререн
Аллă çул тултарнăран
Саламлатăп Пушкăртран!
                     Петĕр ХУСАНКАЙ.


ГЕННАДИ ВОЛКОВА


Хуначи! Илтетĕп сассуна,
Куçăнах куратăп куллуна.
Сан йышши пулсассăн ытларах –
Пурăнатпăр ĕмĕр, чăн-чăнах!

Ак хайхи çăка, кĕрхи çăка.
Шаларах тепре те пурччĕ пуль...
Кĕркуннем! Илемлĕ эс, паха.
Шурă хĕлĕм инçе мар та-ха,

Тăкас мар вăхăтсăрах куççуль
Çут тĕнче кĕрнеклĕ, сарлака,
Ĕлкĕресчĕ астивсе йăлтах,
Астуса тăрасчĕ яланах,
Çутă çур илемлĕ чечекпе,
Тутă кĕр сипетлĕ çимĕçпе.
                   Петĕр ХУСАНКАЙ.

 
ОРЕЛ
                  Гордости чувашского народа –
                  академику Г.Н.Волкову посвящается

Могучий орел над землею парит,
И нет рядом с ним никого.
Лишь взмахом крыла небеса покорит,
Ничто не пугает его.

Небесный король не покинет свой трон.
Не бойся! Приветствуй его!
Не молод уже, но безмерно силен,
Не свернет он с пути своего.

Парит над землею все так же один,
Ищет счастье свое и мечты.
Сам себе он – хозяин и господин,
Близким другом ему станешь ты.

Режет крыльями воздух без устали он,
Жаль – мне сил его не обрести.
Не теряйся, прошу, ведь ты же – не сон,
Останься со мной, подожди.

Могучий орел над землею парит…
                      Лидия ФИЛИППОВА.
 
 
ПРЕДВИЖУ СЛАВУ
                     Г.Н.Волкову
Твои полвека впереди –
Сорокалетний, страстный,
По жизни медленно иди,
Не торопись напрасно.

Себя всегда я не берег
И впредь беречь не стану.
Признанье слушай, – не упрек –
Вдруг упаду – не встану.

Люблю тебя, мой верный брат,
Предвижу твою славу.
Она твой век продлит стократ, –
Ты заслужил по праву.

Исполни долг свой до конца,
Мечту осуществляя.
Врагов немного – у глупца,
У умного – их стая.

С презреньем мимо проходи,
Число их не считая.
И глубоко храни в груди
Заветы Хузангая.

Врачи нащупывают пульс,
Грозят кардиограммой.
Сердца любовью бьются пусть,
Любовью чистой самой.
                     Педер ХУЗАНГАЙ.
 
 
ГЕННАДИЮ ВОЛКОВУ

У чуваша традиция нетленна –
Быть верным пихамбарской старине,
И, преклоняясь Солнцу и Луне,
Со звездами беседовать степенно.

Как мудрые прапрадеды читали
Скрижали Зодиака искони,
Так я намерен будущего дни
Увидеть в прошлом, где судьбы начало.

Идемте в чисто поле, друг и брат!
Нам небеса о чем-то говорят
На языке родном, чувашском, нашем.

Влечет и манит Млечный путь к себе,
Нам Звездный Ковш готовит свой шербет,
Так, значит, есть и будем мы, чуваши!
                      Юрий СЕМЕНДЕР.

.