Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Кольцов Кестюк (Кольцов Константин Михайлович)
Кĕçтюк Кольцов

Йытта – йытă вилĕмĕ

Тăвăл пек тапранчĕ аслă халăх,
Вăл хаяррăн, çиллĕн çĕкленет.
Ваклама тухатпăр татăк-татăк
Çĕр çинчи чи ирсĕр çĕлене.

Авалтан пырать йăламăр çакă:
"Йытта йытă вилĕмĕ кĕтет".
Фашистсен ылханлă, юнлă чапĕ
ÿпресен ĕмрийĕ пек пĕтет.

Вăл ăнлантăр, Совет çĕршывĕ
Униче хапхийĕ мар иккен.
Эп вилсессĕн тухĕ манăн ывăл,
Хай каччи ÿксессĕн – сарпике.

Кĕрт йыттин хуртланнă, çĕрнĕ çарĕ
Сĕтĕрсе тухаймĕ ÿт-тирне.
Тантăшсем, хăюллăн та пĕр харăс
Халь утар-ха çапăçу хирне!

Июнĕн 22-мĕшĕ, 1941 çул

Кольцов, К. Йытта – йытă вилĕмĕ : [сăвă] / Кĕçтÿк Кольцов // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 21.