Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Кольцов Кестюк (Кольцов Константин Михайлович)
Кĕçтюк Кольцов

Фронтра

Паттăрсем вутпала çулăм витĕр
Улăпсем пек утаççĕ паян.
Ман çĕршывăн юрри те, кĕвви те
Аслатиллĕн кĕрлет ян та ян.

Халапри вуник пуçлă çĕлен пек,
Сăнсăр, ирсĕр, хăрушă, тискер,
Сан юнна шерпет евĕр ĕçесшĕн
Урнă йытă, фашист тенĕскер.

Вăл эсрел пек, вăл – выçлăх та хурлăх,
Вăл мур хирнĕн çÿрет таврара;
Чечекри хуласем, хирсем урлă
Тимĕр сăнчăр хурса хăварать.

Пит телейлĕ çуралнă-мĕн эпĕр –
Çав ылханлă йăха çĕмĕрме.
Мăшкăл витнĕ масар хатĕрлетпĕр
Пытармашкăн фашист йăх-яхне.

Ирĕк илнĕ Октябрь ялавĕ
Çĕнтерÿллĕн вĕçет паян кун.
Çавăнпа та евитлĕн калатпăр:
– Сая каймĕ эпир тăкнă юн.

Юншăн – юн!
Ирсĕр вилĕмшĕн – вилĕм!
Вăй-хăват ÿсет, хурçă-тĕрек.
Асра пирĕн çĕршывăмăр пилĕ:
Малалла, тăшмана çĕмĕрме!

1941.

Кольцов, К. Фронтра : [сăвă] // Кĕçтюк Кольцов // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. - Шупашкар, 1968. – С. 236-237.