Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Орлов Георгий (Орлов Егор Федорович)
Георгий Орлов

Вăрçă ÿкерчĕкĕсем

"Вăрçă" тесессĕн, вăрçă терчĕ
Пуçлать асра йĕр йĕрлеме.
Миçе хутчен-ши çÿçентерчĕ
Вăл тем те тÿснĕ чĕреме?!.

                        1
...Виçесĕр пысăк пек каçалăк:
Выран-выратăн – катăлмасть.
Сайралчĕ, салхуланчĕ халăх.
Вăрçи çаплах-ха чарăнмасть.

Вăл кунталлах васкать.
Хăрушă. Кашни килех кĕрет инкек.
Чун вăйĕ пĕтнипе пĕр хушă
Аран çеç калаçать инке:

"Çапла... аслийĕ ман пуç хучĕ.
Таçта, инçе вăл... ют çĕрте.
Халь кĕçĕннин те çуккă хучĕ,
Те хăй çырма ерçмест пĕртте.

Кĕтетĕп ир те, каç та – уссăр,
Ăшра упратăп шанчăка...
Епле-ха пурăнăп эп унсăр,
Кам усрĕ вăйсăр карчăка?"

Çыхать те кĕлтине вăл хурлăн
Пăхать уй урлă ялалла.
Тÿпе хуралнă. Кунĕ сулхăн.
Куратăп: пирĕн паталла

Хĕр-почтальон килет. Выраççĕ
Çынсем, ăна сăна-сăнах.
Пĕлетĕп эп: кашни ырра çех
Кĕтет, чĕнет сăмахсăрах.

Кĕç илтĕнет:
– Ача ман сывă!..
Канма вăл тухнă халь... тылра.
Тепри йĕрет:
– Аманнă ывăл.
Хутне те çырнă-çке сестра...

Инке те ак çыру илет те
Именнĕн ман ума çитет.
– Ачам, лармастăн та эс кĕлт те...
Куç витĕр мар... Вулан-ши?– тет.

Уçатăп конверта... Сасартăк
Куç сÿнчĕ пек – курмасть нимскер.
Вулас килмест тек... Хăть çурса тăк.
Ытла усал хут вăл... Тискер.

Ку хыпара мĕнле-ха калăн?..
Хĕсет, пĕрет вăл чĕрене.
Сăмах тупма та çуккă халăм,
Ним чĕнейместĕп инкене.

Вăл манăн асапа курать те
Хăйне мĕн кĕтнине сисет...
Пĕр хускалми тăрать, тăрать те
Касса пăрахнă пек ÿкет...

                        2
...Хуралнă, çунчăклă çĕр çийĕ;
Вĕт кăмрăк,
                     çÿп вĕçет çие.
Çын евĕр йынăшать кĕр çилĕ.
Тип хăйăр, кĕл куçа çиет.

Тахшин темле упраннă лаçĕ.
Анчах мĕскер?..
Тискер ку пит!
Ял çыннисем кунта выртаççĕ.
Кунта... Кунта – виле купи.

Кунтах, ав, пĕр-пĕччен хĕрарăм
Вил ачине йăтса тăратъ.
Мĕнпур хаярлăхпа, мăнтарăн,
Сасартăк кăшкăрса ярать.

Вăл такама юнать çиллессĕн,
Урампала аран утса.
Сулланкалать.
Лаçран иртсессĕн,
Ларать çĕре, пуçне усса.

Чĕнмест.
Шăнать, тен, кĕпе вĕççĕн:
Кăвак сăн çапнă пит-куçне.
Вил ачине лăпкать пĕр вĕçĕм,
Якаткалать сап-сар çÿçне;

Те ăш сăмах ăна каласшăн,
Ун куçĕнчен тем чул пăхать,
Ним шарлаймасть те
                         пит ачашшăн
Сив тутинчен вăл чуптăвать.

Хыт çупăрлать...
Тăна кĕрсессĕн,
Каллех ун кăтрине турать.
Шур тутăрпа ÿтне чĕркесшĕн
Ăна çăка кутне хурать...

Хавас ача юратнă пулĕ
Çав сарлака ват çăкана.
Ку таврара çурхи каç кÿлĕм
Çÿретнĕ амăшĕ ăна.

Телейлĕ ашшĕ хĕпĕртенĕ,
Пĕрремĕш утăм вăл тусан:
"Ачам, утма вĕрентĕн, – тенĕ.–
Кĕç чупăн, çĕклĕн эс тусан".

Чечек татса тыттарнă амăш
Çăка турачĕ айĕнчен...
Ун ырăччĕ кун-çул пуçламăш,
Кунсем илемлĕччĕ тĕнчен!

Анчах кĕтмен хаяр тăшманăн
Пули вĕлернĕ ачана.
Ачашăн чун хурланчĕ манăн,
Куççуль нÿретрĕ тăпрана.

Çăка та макăрчĕ пек шăппăн,
Пит хĕрхенсе пĕчĕкскерне:
Лутра турачĕ шăпăр-шăпăр
Тумлатрĕ мăн тумламсене...

                        3
...Çурт-йĕр çунать, юр курăнать кăваррăн.
Чупатăп ним пĕлми – атакăна.
Ÿкет фашист, тепри... Такам хаяррăн
Таçтан хыт çапнăн туйăнать мана.

Эп тĕллĕнеп:
Вĕри шыва чăматăп.
Тăна кĕретĕп – хам сиксе чĕтреп,
Çăра юнпа сăрланнă кив çăматăм,
Çĕре хуратнă çывăхрах йĕтре,
Ют тимĕр чĕрнĕ тайлăк çÿçене те,
Шур чĕрпĕке силлет çил-юхтаран.
Шăла çыртса хуллен чĕркуçленетĕп,
Алла тытатăп пăшала аран.
Шутлатăп: шăп-çке вăрçă хирĕ кĕçĕр,
Тăшман пени те пĕртте илтĕнмест.
Тăма-утма май çуккине пĕлмесĕр,
Эп тăрăшатăп кăшт çеç çĕкленме –
Сасартăк хупăнать вăй пĕтнĕ куçăм,
Тĕкĕнтермест те сулахай ура,
Янлать хăлха, йăслать аманнă пуçăм–
Мĕнпур ÿт-пÿ чăтма май çук сурать.
Шăвасчĕ – хал çитмест.
Ним хускалмасăр,
Тем ыйтнăн тинкеретĕп тÿпене.
Шупкалнă тăлăх çăлтăр çеç пĕр сассăр
Ниçта йĕр хăвармасăр
Упĕнет.

Каллех пĕлми пулатăп...

Вăранатăп –
Курах каятăп хамăн тантăша:
Упаленсе çитет, кĕçех мана та
Туртма тăрать кăна вăл – тăтăшах
Вĕçме пуçлаççĕ пульăсем çĕр саслăн,
Ума тухать тем çÿллĕш вут юпа–
Шăп сирпĕнет.
Вун утăм пек кайсассăн,
Юлташăн хулĕ йĕпенет юнпа.
Вара мана хăй çарамас юлса вăл
Шинель çине хурать те сĕтĕрет.
Йĕрет,
Ÿлет,
Çухăрашать çил-тăвăл,–
Пире шăлса лартаслăн вĕçтерет.
Хуп пек хытать çÿхе çи-пуçĕ тусăн,
Çан-çурăмĕ шăнать ун витĕрех.
Асаплăн, хĕнлĕн, пусăм хыççăн пусăм
Мала тапаланать хăй пурпĕрех.
Тĕл-тĕллĕн пĕшкĕнет – утать пĕр авăк,
Выртать те шит куçмасть – чавать кĕрте...

Вăраххăн, майĕпен иртет ку тамăк:
Ирпе кăна кĕретпĕр çĕрпÿрте...
...Эп çаксене аса илетĕп,
Илтсессĕн "вăрçă" сăмаха.
Вут-вăрçă мĕнлине пĕлетĕп:
Инкек вăл мирлĕ халăха!

Пĕр çавăнпах калатăп халĕ:
Ан пултăр вăрçă тĕнчере,
Ан тăктăр куççульне ĕçхалăх,
Мир пытăр ĕмĕр-ĕмĕре!

Орлов, Г. Вăрçă ÿкерчĕкĕсем : [сăвă] / Георгий Орлов // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 582-587.