Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Орлов Георгий (Орлов Егор Федорович)
Георгий Орлов

Çĕнтерÿ салтака

Майăн 9-мĕш палăк пулнишĕн,
Халăха вăл хаваслăх кÿнишĕн,
Паян пур хулара, пур ялта
Çĕкленсе шăранан чун юрришĕн
Тав сана, Çĕнтерÿçĕ салтак!

Савнăç, ырлăх туллишĕн, телейшĕн,
Чĕрери, тÿпери сар хĕвелшĕн,
Кайăк-кĕшĕк кĕввишĕн
                                         тата
Садсенчи, куçсенчи чечексемшĕн
Тав сана, Çĕнтерÿçĕ салтак!

Пăшал мар, мăлатук çын тытнишĕн,
Уй-хирте трактор çеç кĕрленишĕн,
Çурта пек чăрăшсем те яштак
Хурăнсем пульăпа ванманнишĕн
Тав сана, Çĕнтерÿçĕ салтак!

Ачасен чĕвĕл-чĕвĕл сассишĕн,
Хĕпĕртÿллĕ куллишĕн, ăшшишĕн,
Юнтарма та пăхнишĕн пăртак.
Амăшсем вĕсемпе йăпаннишĕн
Тав сана, Çĕнтерÿçĕ салтак!

Мирлĕ куншăн, ун лăпкă çутишĕн,
Пурнăçа вилĕмрен хăтарнишĕн,
Çĕршывра пур енче те йăлтах
Тахçанах тăхлан вучĕ сÿннишĕн
Тав сана, Çĕнтерÿçĕ салтак!

Орлов, Г. Çĕнтерÿ салтака : [сăвă] / Георгий Орлов // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 95.