Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Орлов Георгий (Орлов Егор Федорович)
Георгий Орлов

Салтак эп пулнă

Салтак эп пулнă. Пулнă эп мишень.
Эп пенĕ пăшалпа. Мана та пенĕ
Пĕччен те – вăрттăн, харăс – темиçен
Çĕрле те, кăнтăрла та хирĕç енĕ.

Эп ÿкнĕ, тăнă – кайнă эп малах
Çĕр çĕмĕрсе те питĕ шăппăн, сассăр;
Ума тĕл тухнă – пенĕ эп, анчах
Мишене мар аркатнă, каçармасăр

Тустарнă тыррăма таптакана,
Вутта хуракана ватта-вĕтте те,
Ял-хулана, çынна, саманана
Инкек кÿрекене çех пур çĕрте те!

Хура хĕреслĕ выçкăн çăткăна
Шывра та, çĕр çинче те эп тылланă.
Сыхланă Паяна эп, Ырана,
Тăван сасса, тăван юрра сыхланă.

Салтак эп пулнă. Пулнă эп мишень
Тискер тăшманшăн – чунсăр автоматшăн.
Пулман эп автомат – ырра тивмен,
Кĕрешнĕ усала çех тĕп тăвасшăн.

Эп халь те салтаках! Малти ретрех
Тăратăп: халь те вăхăт çук канмалăх.
Татах та хитререх, телейлĕрех
Пурнинччĕ тетĕп мирлĕ манăн халăх.

Çак ĕмĕт çех – ман пĕртен-пĕр маяк –
Çул-йĕрĕме çутатрĕ, малашне те
Çаплах вăл çунĕ вăйлă пĕрмаях,
Куç сÿниччен çухатмĕ пĕр хĕмне те.

Орлов, Г. Салтак эп пулнă : [сăвă] / Георгий Орлов // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 99.