Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Хузангай Петр Петрович
Петĕр Хусанкай

* * *

Çиле хирĕç çÿрен ут юртать,
Çамрăк йĕкĕт васкатать ута.

Йĕпе юр çăвать, çăвать, çăвать...
Куçкĕрет утне хушка тăвать.

Йĕкĕт анчĕ пĕр блиндаж умне,
Хыр çумне кăкарчĕ вăл утне.

Палламарĕ, хушкине кура,
Аллипе шăлса тăкать юра.

Çÿрен ут, куçран пăхса ăна,
Кĕçенсе илет кĕскен кăна.

Кĕрсе кайрĕ йĕкĕт блиндажа,
Пуç ухса юлать вĕри лаша.

Йĕкĕт хыврĕ юрлă çĕлĕкне,
Шыв ĕçесшĕн пăхрĕ витрене:

Ик тăнлавĕ унăн шап-шурах,
Кам шăлас çав ирĕлми юра?

1943

Хусанкай, П. "Çиле хирĕç çÿрен ут юртать…" : [сăвă] / Петĕр Хусанкай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С.165.