Çумăр, çумăр, çумăр...
Шав лÿшкентерет!
Ырă-сывă юлăр,
Çитрĕ ман черет.
Тулса çитнĕ Атăл,
Мансăр ан чаках.
Ĕмĕтĕм! Ан татăл:
Кайрăм салтака.
Йăлăмра халь çеçпĕл –
Малтанхи çеçке.
Тус – Ивник – вилес пек,
Кунĕсем кĕске.
Вĕри чуншăн сыхă
Пулма хĕн, пĕлеп.
Ивнике пĕр çыхă
Çеçпĕл леçрĕм эп.
"Çуркуннем ман çитрĕ", –
Терĕ сăвăçă.
Сасси витĕр витрĕ,
Сывлăш тăвăнчĕ...
Çумăр, çумăр, çумăр –
Хирнĕçем хирет...
Ятласа ан юлăр,
Тăвансем, пире!
1942
Хусанкай, П. "Çумăр, çумăр, çумăр..." : [căвă] / Петĕр Хусанкай // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 164-165.