Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алга (Бачков) Александр Eгорович
Александр Алга

Хăрушлăхпа хаярлăх

Ула улăхра урнă тупа улать,
Уяр тÿпере çухăрать хурçă кайăк.
Эпир юратса тăнă лăпкă хула
Вутра ялкăшать-çке. Мĕнре-ши ун айăп?
Пĕр айăпсăр çын йынăшать тарăхса.
Çуртсем вăркăнаççĕ, ай-çийĕн çунаççĕ,
Ĕнсе хуралать симĕс тăрăллă сад...
Çаплах тÿпене хуплать вилĕм çуначĕ.
Хула варринче тамăк вучĕ улать.
Масар пек юлать эпир савнă хула.

Çапла вăл пуçланчĕ – хăрушă вутпа –
Çын хурлăхĕ, тарăхĕ, вилĕмĕ, терчĕ...
Нумай кунсем иртрĕç çунса унтанпа,
Нумай халăха вăрçă витĕр витерчĕ.
Паян тарăху тапса тухнă çыртан,
Фашист вăр-хурахăн пĕрех шалчи тулĕ!..
Анчах пирĕн аслă тăван çĕршывра
Тăшман пуснă вырăн суранлă выртать,
Тăшман иртнĕ вырăн пуш хир пулса юлнă.
Эп куртăм ем-ешĕл, уяр кăнтăра.
Пуян-çке çав кăнтăрăн аслă уй-хирĕ!
Анчах сĕрĕшсе пулнă сарă тырра
Паян çурла мар, – вырать сулăмлă вирĕк.
Шыв шăппăн юхать сарлака улăхпа.
Ун юхăмĕ хурлăхлă, йывăр ун çулĕ:
Вăл тăрă шыв мар – вăл хĕрелнĕ юнпа;
Вăл çумăр та мар – мĕскĕн тăлăх куççулĕ...
Халь куç виçейми çав çеçенхирте,
Тусан çăклесе, çавраçил çеç иртет.

Эп çитрĕм çил-тăвăллă сив Çурçĕре.
Унти этемсем ытарма та çук харсăр.
Типтерлĕ çуртра, вăрманти ĕшнере,
Çын пурăннă пулнă-çке хурлăх курмасăр.
Çав харсăр этемĕн чипер йăвине
Эсрелĕ килсе хурчăка пек тустарнă;
Вăлах пушанса юлнă ялĕ çине
Салху çиле май усал çулăм кустарнă.
Кĕл çеç вĕçкелет халь ял вырăнĕнче,
Çăхан кранклатать ĕннĕ хыр тăрринче.

Эп куртăм ăна вăрçă çулĕ çинче.
Вăл – виçĕ герой çитĕнтернĕ хĕрарăм.
Телейлĕн канса ватăлас кунĕнче
Паян тăлăха тăрса юлнă, мăнтарăн!
Вăл йĕнĕ ÿксе, татăла-татăла,
Тăнне çухатса, хăйшĕн вилĕм шыранă.
Куççуллĕ асап хытарать кăмăла,
Асаплă чуна курайманлăх вăй панă.
Мухтавлă аннемĕр сурса ылханать
Хуртланнă чĕреллĕ усал тăшмана.

Хитре хуласем ялкăшаççĕ вутра,
Ялсем çулăмра, улăхсем чĕрĕ юнлă...
Тăшман пулнă вырăн суранлă выртать,
Тăшман иртнĕ вырăн пушхир пулса юлнă.
Шанатпăр эпир: çав çĕлен-калтана
Час нÿрлĕ çĕр çăтĕ, час нÿрлĕ юн витĕ,
Хаяр Тавăру ярса тытнă ăна.
Пире Çĕнтерÿ курăнать çулăм витĕр,
Пире курăнать хĕвел сăнлă уяв,
Пире йыхăрать унта Пурнăç, Мухтав.

Алга, А. Хăрушлăхпа хаярлăх : [căвă] // Алга, А. Сăввăмсем сăввăмсем / Александр Алга. – Шупашкар, 1976. – С. 53-54.