Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алендей (Алендеев) Василий Степанович
Василий Алендей

Эпĕ хам сылтăм урана тĕл пулни

Тĕл пултăм урана.
Палласа илчĕ вăл мана,
Сиксе килет хир тăрăх
Пĕччен те тăлăх.
Каç пулса çитиччен
Кĕчĕ уй хапхинчен.
Тепĕр аттине сĕртĕнсе
           шăтнă кирза атă.
Çитсе тăчĕ ман ума акă.
Пĕç тĕп таран татнăскер.
Галифе тăхăннăскер.
Çирĕм çул ытла
Манпа çÿренĕскер.
Ман ура пулнăскер.
— Паллатăн-и? – тет мана. –
Эп сан уру – сылтăмми.
Мĕн, чăрмантартăм-и?
— Çук, çук.
Кил çывăхарах.
Вăл çывхарать.
Ман çума сĕртĕнет.
Ачашланать,
Иĕрет.
— Кичемлентĕм, – тет, –
Çÿретĕп çапла пĕччен сиксе...
– Ăçта эс пурăнан?
— Алăсемпе, урасемпе пĕрле.
Такам алли-ури те пур унта.
Моряксен,
Пограничниксен.
Ленинграда пăшалпа
Хÿтĕленĕ алăсем.
Тăшман çине ыткăннă урасем.
Шрапнельпе арканнă пуçсем –
Пурте манăн туссем.
Çаплах ачашланать,
Ман çума сĕртĕнет ура.
– Астăватăн-и,
Кăшкăраттăн эс урра,
Хăпараттăмăр сăрт çине,
Аркатса хаяр тăшмана.
Çавăнта çухатрăн эс мана.
Пуçтарса кайрĕç аякка.
Варса хучĕç шăтăка.
Хĕрĕх çул ытла
Тупаймарăм сана.
Аса илкелетĕн-и мана?
Хурлантăм,
Пăшăлтатрăм:
– Кашни кун асрах-çке эс.
Сансăр пит кичем.
Туса пачĕç сан вырăнна протез.
Ун ялан темĕскер çитмест.
Чĕриклетет,
Чалăшать,
Çĕмĕрлет,
Пиçиххи татăлать.
Болтсем тухса ÿкеççĕ,
Çĕтеççĕ.
Епле çÿреттĕм эп санпа аван.
Эс мана нихçан та хур кăтартман.
Утаттăн шарламасăр,
Нăйкăшмасăр.
Йывăр-çке сансăр.
Улăштаратăп протеза
Ик çулта пĕрре.
Эх, санпах ирттернĕ пулсан ĕмĕре
Манран телейли те çукчĕ пуль.
Иртет кунçул
Эс çуккипе
Хĕнпе.
Вăрçă уйăрчĕ пире
Хăçан манĕç-ши
Вăрçă тенине тĕнчере.
Ура каллех ман çума сĕртĕнет.
– Санпа юласшăн эпĕ – тет. –
Анчах юлма май çук,
Ваçук.
Çапла, Ваçук тесех
Чĕнчĕ мана ура ют çын пекех.
Калаçрĕ вăл каллех:
– Ан вăтан манран.
Эп ташмамтан тарман
Сана намăс кăтартман.
Эп пограничник, салтак ури.
Сан мăшăр урунтан пĕри.
Тĕрĕс калать вăл.
Улатчĕ ун чухне хаяр тăвăл.
Чĕнетчĕ пире Çĕнтерÿ,
Пулнă эпир хĕрÿ.
Чылайччен калаçрăмăр çапла,
Унтан сиксе кайрĕ каялла
Ман ура.
– Тепре куриччен, Ваçук, –
Терĕ ура.
Вăранса кайрăм вара
Йĕп-йĕпе куçпа
Çутăласпа.
Пăхрăм чÿречерен –
Шурăмпуç хĕрелнĕ.
Çурхи хаваслăх çитнĕрен
Йывăçсем ешернĕ.
Пурнăç хитре.
Эп çаплах çÿреп-ха тĕнчере.

Алендей, В. Эп хам сылтăм урана тĕл пулни : [сăвă] / В. Алентей // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 55-57.