Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алендей (Алендеев) Василий Степанович
Василий Алендей

Чикĕре чухне

Кураттăмччĕ эп чикĕре чухне
Çут уйăхлă, хитре, таса каçсем.
Лăпкăн тайса пуçне сукмак хĕрне,
Хăшăлтатса пуплетчĕç чăрăшсем.

Илтеттĕмччĕ çырма леш айккинчен
Хĕрсен чечен илемлĕ юррине,
Вĕсем хăйсем хавас вăййисенче
Ытла телейлĕн алă çупнине.

Шухăшпала эп хам та аякка,
Чăваш çĕрне, васкаттăм хĕпĕртÿллĕн
Ялйыш аса килет-çке çамрăка,
Тăван уйхир чĕнет-çке илĕртÿллĕн.

Курас килет юратнă Кĕтеснер
Тÿр урамне, илемлĕ пÿртсене.
Шур хапхисем тем пек курнаç чипер,
Чĕкеç йăва çаврать карнис çине.

Ĕнтĕ пиçсе саралчĕ пуль ыраш,
Хĕрсем кĕлте çыхаç пуль савăнса.
Тăван колхоз ачи – маттур юлташ
Жнейкăпала пырать пуль чашкăртса

Алендей, В. Чикĕре чухне : [сăвă] / Василий Алентей // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 50.