Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Алендей (Алендеев) Василий Степанович
Василий Алендей

Пулемет

Хĕллехи пĕлĕтлĕ те сивĕ каç. Сайра хутра пăшал пени çат! та çат! тăвать. Çав сасă, тĕрĕссипе каласан, пăшал пенĕ пек те мар, сивĕпе йывăçсем çатлатса çурăлнă пек çеç илтĕнет. Взвод командирĕ Арефьевпа унăн нихçан уйрăлми юлташĕ, хура çĕлĕклĕ Степанов салтак, пĕшкĕне-пĕшкĕне утса, сăрт çамкине çитрĕç. Малалла кайма та начар мар, сукмак тап-такăр та тÿрĕ. Арефьев сăрт çамки еннелле пĕр-икĕ утăм тунăччĕ – ăна хăйĕн шанчăклă тусĕ ярса тытрĕ:

– Командир юлташ, чим-ха, тăхта...

– Мĕн тата?

– Ку вырăнта хырăмпа шуса çеç кайма пулать. Унсăрăн капут. Астăватăр пуль, Надьăна та çакăнта амантнăччĕ...

Взвод командирĕ, ирĕксĕр тенĕ пекех, юр çине выртрĕ, вĕсем иккĕшĕ те хăвăрт шума тытăнчĕç. Анчах сăрт çамкине хăпарса çитрĕç кăна, хĕрлĕ, симĕс пульăсем çĕр çумĕнченех шăхăрса иртрĕç. Нимĕçсем ку вырăна яланах хуралласа тăраççĕ иккен. Ним тума та çук. Командирпе салтакăн çĕр çумне тата çирĕпрех çыпçăнма лекрĕ. Пульăсем татах умлăн-хыçлăн, пĕр-пĕрне хăваланă пек, йынăша-йынăша чупрĕç. Çапах та Арефьевпа Степанов айлăма çитсе ÿкрĕç. Хăйсене лайăхрах пăхрĕç те акă мĕн курчĕç: Степановăн котелокне пуля шăтарнă, лейтенантăн – сумкине...

– Çитет, текех чăтма пултараймастăп... Ярăр мана çав пулемета пĕтерме?– çирĕппĕн тархасласа ыйтрĕ Степанов.

– Тĕрĕс! Пĕтермеллех ăна. Унсăрăн канăç памасть,– килĕшрĕ лейтенант.

Çĕр пÿрте çитсен, нумаях та вăхăт иртмерĕ, Степановпа Морозов салтака çав пулемет патне ячĕç. Ытти салтаксем, мĕн пулать те мĕн килет тесе, пурте сисĕмлĕ, хатĕр тăма шутларĕç.

Шап-шурă уй тăрăх маск-халатлă икĕ салтак – икĕ шурă мĕлке шăваççĕ. Вĕсене никам та курас çук. Вĕсен ура айĕнчи юр çеç кăштах кăчăртатать. Ăна та çил вĕркеленĕ май, пăшал персех тăнă май ниепле те илтме çук. Степанов салтака çак шăплăхра хăй чĕри тапни те илтĕнет. Кăрт-кăрт-кăрт туса тапать чĕре. Тăшмансене çиленсе, вĕсемшĕн тарăхса çавăн пек тапать вăл. Степанов хăйне хăй епле те пулин лăпкăрах тытма тăрăшрĕ. Лăпкăлăх, çирĕплĕх – фронтра чи кирли. Çавăнпа Степанов хуллентерех утма пуçларĕ. Епле те пулин лăплантăрччĕ ăшчик.

Ку тавралăха, çакăнти уй-хире Степановпа юлташĕ, хăйсен колхозĕн уй-хирне пĕлнĕ пекех, лайăх пĕлеççĕ. Инçех те мар, Пулков сăртĕнчен сылтăмарах, сайра ката хуралса ларать. Унтан ку еннерех чугун çул платформи. Ишĕлнĕ çуртсем. Хуçăлса, чĕлĕнсе пĕтнĕ тирексем. Айлăмра нимĕçсен çĕмĕрĕлнĕ икĕ танкĕ. Вĕсен çумне юр хÿнĕ. Танксенчен вун-вунпилĕк утăмранах тимĕр карта.

Танк çумне тăрса, юлташсем таврана тепĕр хут сăнарĕç. Пурте халичченхи пекех, нимĕнле улшăну та çук. Пралук карта леш енче çывăхрах ракетăсем чăш та чăш-ш! туса хăпараççĕ. Пĕр самант хушши уй-хир кăнтăрлахи пек çутала-çутала илет. Нимĕçсем кĕтмен çĕртенех тапхăр-тапхăр пăлханни сисĕнет. Темрен сехĕрленнĕ пек автоматсемпе, пулеметсемпе шатăртаттараççĕ. Миномет та çулăм тăкма тытăнать. Хăш тĕлте-ха леш путсĕр пулемет? А-а, çав сайра ката çумĕнчен кăшт кунтарах иккен. Таса уйра. Мĕнле çитсе ÿкмелле-ха ун патне?

Икĕ юлташ пралук карта умне шуса çитрĕç. Çак вырăнта разведчиксен çулĕ пулмалла. Вĕсем пралука касса уçнă, терĕç. Епле тупмалла-ха ăна! Пур тĕле те кĕрт хÿнĕ, пур тĕлте те пасарнă армак-чармак пралуксем. Степанов пĕр тĕлти юра алсипе чакаласа пăхрĕ. Çук, ку тĕлте пралука касман. Унтан сулахай еннерех шурĕ. Тем каласан та, çакăнта, çакăнта... Вăл каллех юра чавма пуçларĕ. Кĕрпе пек юр ниепле те чавăнмасть. Шăлса кăларни каллех юхса анать. Унччен те пулмарĕ – ракета çуталма пуçларĕ. Степановпа юлташĕ юр çине çыпçăнса выртрĕç. Акă кăнтăрлахи пек çутă. Ан курччăрччĕ ĕнтĕ путсĕрсем! Курсан пĕтĕм ĕçе пĕтерсе хураççĕ...

Ракета сÿнсен, туссем каллех юра чакалама пуçларĕç. Акă, айккинелле сирсе хунă пралук тĕркемĕ курăнчĕ. Тупăнчĕ, шăтăк тупăнчĕ... Степанов юра сире-сире пралук карта ăшне_кĕчĕ, иккĕмĕш ретри юпасем тĕлĕнчен, виççĕмĕш ретри юпасем тĕлĕнчен иртрĕ. Ун хыççăн Морозов шуса пырать.

Леш енне тухсан, туссем чылай упаленчĕç те снаряд чавнă путăка выртрĕç. Кăштах канас пулать, кĕтес пулать. Тепĕр ик-виç минутран пирĕн минометчиксем нимĕçсен малти линине тустарма тытăнаççĕ. Çапла калаçса татăлнăччĕ Арефьев. Кун пек чухне вăхăт нихçан та хăвăрт иртмест. Икĕ минут – икĕ ĕмĕр. Çак икĕ минут хушшинче салтак тем çинчен шухăшлама та, тем çинчен аса илме те ĕлкĕрет.

Степанов инçетри чăваш ялне, хăйне вăрçа ăсатса янă чухне амăшĕ йĕрсе юлнине аса илчĕ. "Ывăлăм, тĕрĕс-тĕкел çаврăнса кил. Таврăнсан мана лайăх тапта-тапта пытармалла пултăр",– тенĕччĕ вăл. Мĕнле пурăнать-ши ун амăшĕ халь? Киле пĕчченех юлнăччĕ вăл. Вут-шанкă та хатĕрлеменччĕ, пÿрт те кивелнĕччĕ. Çĕнĕ пура та ахалех йĕпенсе ларать пуль.

Эх, этем пурнăçĕ! Кĕтмен çĕртенех улшăнать, арканать иккен. Кĕтмен çĕртенех тăван вырăнсене пăрахса, тăван атте-аннене, хурăнташсене ал тытса, халиччен нихçан пулман уй-хирсене, вăрмансене çитсе ÿкетĕн. Унти шырлансем тăрăх шăватăн, унти юр ăшĕнче выртатăн. Мĕн тума кирлĕ-ха çак вăрçă! Мĕн тума çынсене çав тери асап кăтартмалла. Анчах ним тума та çук. Тăшман пирĕн çĕршыва тапăнса кĕчĕ пулсан, ăна хирĕç чи хаяр тăвăл пек, аçа-çиçĕм пек çĕкленмелле. Тăван çĕршыва, ирĕклĕ çĕршыва, Совет çĕршывне тустарса тăкма памалла мар. Тăван çĕршыва хур кăтартни – тăван аннене, тăван аттене хур кăтартни пекех.

Степанов каялла, хамăр позицисем еннелле, çаврăнса пăхрĕ. Хыçра сасартăк çулăм йăлтлатма пуçларĕ. Татах, татах. Яланах тĕрлĕ тĕлте ылмашăнса çуталнăран вĕсем чăннипе хăш вырăнта иккенне те ăнланса илме çук. Аха, пирĕннисем çунтарма тытăнчĕç апла! Пуç урлă, аялтанах минăсем шăхăрса иртме тытăнчĕç. Вĕçĕ-хĕррисĕр килеççĕ вĕсем. Сылтăмран та, сулахайран та, туп-тÿрĕ те... Степановпа Морозов хăвăрт çĕкленчĕç те пĕшкĕне-пĕшкĕне чупса кайрĕç. Хыттăн талпăнса ыткăнчĕç вĕсем. Минăсем çаплах шăхăрса иртеççĕ. Аялтанах, пуç тăрринченех, лекес пекех, халех ывтăнтарса ярас пекех. Икĕ салтак тата нумайрах пĕшкĕнчĕç. Тĕнче кисренет, шавлать. Тĕнче йынăшать, тулашать. Тăшман окопĕ çийĕн çулăм вылять, тăпра сирпĕнет.

Степановпа Морозов умри окоп патне çывхарса пыраççĕ ĕнтĕ. Халĕ вĕсен пĕшкĕнсе чупма май çук. Пĕшкĕнсе чупсан та. хамăр минăсем лекме пултараççĕ. Икĕ юлташ хырăмпа шума пуçларĕç. Çитесчĕ, пулемет патне çитесчĕ... Ун патне çитесси çĕр метр, нумайран та çĕр метр кăна. Вăл çав-çавах хутран-ситрен тăкăртаттарма чарăнмасть. Çиллессĕн тăкăр-тăкăр! тутарать, хĕрлĕ, симĕс пульăсем макăрса, урса кайса, совет салтакĕсем еннелле, Ленинград еннелле вăркăнаççĕ. Иккĕмĕш взвод тăракан тĕле, сăрт çамкине хыпашласа, чăрмаласа иртеççĕ вĕсем. Çак путсĕр пулемет пĕрĕхекен пульăсем миçе совет салтакĕн кун-çулне татман-ши? Миçе çынна ĕмĕрлĕхех суранлă туман-ши? Çак пулемет ротăри ырă та хаваслă хĕре – Надя санитаркăна йывăр амантнă. Надя... Надя... Мĕншĕн унăн хăмăр куçĕсем яланах Степанов умĕнче-ши? Мĕншĕн çав териех ăшă куçсем-ши вĕсем? Салтака çав хĕр халĕ те тинкерсе пăхнăн туйăнать, халĕ те Степанов мĕн тунине Надя сăнасах тăнăн туйăнать. Инçетрен, окоп ăшĕнчен, çĕр пÿрт умĕнчен, госпиталь чÿречинчен, Ленинградран сăнаса тăнă пек туйăнать. Çав сĕмсĕр пулемет патне хăвăртрах çывхарма Степанов салтака Надя хавхалатнă пек, вăй панă пек туйăнать. Мĕнле-ши халь Надя? Чĕрĕлсе çитмерĕ-ши? Çук, чĕрĕлсе çитетех вăл, унăн чĕрĕлмеллех...

"Надя... Надя..."–пăшăлтатрĕ Степанов, вара пуçне татах юр ăшне чиксе малалла шурĕ. Тăшман окопĕ патне çитиччен, кăшт маларах, минăсем сасартăк вĕçме чарăнчĕç. Тĕнче шăпăрт пулчĕ. Çак самантра Степановпа Морозов вăшт! анчах çĕкленчĕç те умри окопа сиксе кĕчĕç. Чăлт-чалт пăхкаларĕç, никам та курăнмасть. Вара, автомачĕсене хатĕр тытса, хуллен утма тытăнчĕç. Тăшман окопĕсем тирпейлĕ, юра лайăх тасатнă. Фашистсем кунта нумайлăхах вырнаçнă пулас. Анчах нумайччен тытăнса тăраймĕç. Çук, тытăнса тăраймĕç.

Унччен те пулмарĕ – малта ура сасси илтĕнчĕ. Степановпа юлташĕ траншея стени çумне тĕршĕнсе тăчĕç. Сивĕ юра атăпа чăкăртаттарса, вĕсене хирĕç пĕр салтак килет. Вăл пилоткине сăмси патне çитичченех антарса лартнă, шинель çухине тăратнă, кăкăр умне автомат çакнă. Тăшман çывхарсах çитет. Вăл, васкаса утнă май, никама та курмасть. Степанов лайăх хатĕрленчĕ – ку тăшмана çитнĕ-çитменех çапса ÿкерес пулать. Питĕ меллĕн çапса ÿкерес пулать. Нимĕç пĕр сас-чĕвĕ те ан кăлартăр. Вăл çаплах килет, килет. Анчах Степановпа Морозов тĕлне çитиччен пилĕк утăм юлсан, çав салтак тăмăч çухалчĕ. Унăн таканлă атти юра чакăртаттарни çеç çаплах илтĕнчĕ. Мĕскерле-ха капла? Степанов малалла хускалчĕ. Ак тамаша! Траншея çывăхранах юпленсе каять иккен. Нимĕç салтакĕ çавăнтан пăрăннă. Курман пулсан юрăччĕ эсрелĕ...

Текех тытăнса тăма юрамасть. Васкас, васкас. Акă хайхи пулемет курăнса кайрĕ. Путсĕр пулемет. Пирĕн салтаксене нуша кăтартнă пулемет. Ун патĕнче, траншея тĕпĕнче, икĕ нимĕç лараççĕ. Вĕсем халĕ те пуçĕсене çĕклеме хăраççĕ пулас. Ара, совет миномечĕсем мĕн тери тустарчĕç!

Степанов гранатине алла тытрĕ. Сулмаклă иккен ку граната. Танксене аркатмалли граната. Салтак малалла хăюллăн чупса кайрĕ те çав гранатăна пулемет çине ывăтрĕ. Хăрушшăн кĕрĕслетни илтĕнчĕ. Тĕнче айăн-çийĕн çаврăнчĕ. Тăпра, юр сирпĕнчĕ. Окоп тĕпне выртнă Степанов çапах та çийĕнчех сиксе тăчĕ: "Мĕнле-ши? Пулемет арканчĕ-ши? Пулеметчикĕсем пĕтрĕç-ши?" лайăхрах тинкерчĕ те пулемет хăяккăн выртнине курчĕ. Тĕрĕссипе вăл халĕ пулемет та мар, çĕмĕрĕлчĕк тимĕр çеç... Нимĕç салтакĕсем те ĕмĕрлĕхех куç хупнă.

"Юрать, питĕ аван..."– пăшăлтатрĕ Степанов. Вĕсем хăйсен ĕçне турĕç. Халĕ епле те пулин хăвăртрах хамăр енне каçса ÿкмелле. Икĕ салтак нимĕç окопĕнчен сиксе тухрĕç те сыхлана-сыхлана тимĕр карта еннелле ыткăнчĕç.

Нимĕçсем мĕн пулса иртнине хăвăрт тавçăрса илчĕç пулас. Умлăн-хыçлăн ракетăсем чашлатса хăпарчĕç. Пĕр ракети Степановпа Морозов выртакан тĕлех çуна-çуна анчĕ. Тăшман автоматсемпе шатăртаттарма пикенчĕ. Пульăсем вĕçĕ-хĕррисĕр чăвлатаççĕ. Ракета сÿнсенех икĕ салтак хыттăн чупса кайрĕç. Анчах каллех тепĕр ракета çĕкленчĕ. Салтаксен каллех выртма тиврĕ. Унтан ракетăсем пĕри сÿннĕ-сÿнменех тепри хăпарма пуçларĕç. Мĕнле çăлăнса тухмалла-ха ку тамăкран? Степановпа Морозов хырăмпа шуса пĕр шырлана анчĕç. Вара пĕшкĕне-пĕшкĕне чупрĕç.

Тимĕр карта витĕр иккĕшĕ те аванах тухрĕç. Ĕнтĕ хамăр окопсем те инçе мар. Ĕнтĕ хăрушлăх пĕтрĕ темелле. Степанов çăмăллăн сывласа ячĕ. Ăна малтанхи пекех тăван амăшĕ фронта ăсатса яни аса килчĕ. "Ывăлăм, тĕрĕс-тĕкел çаврăнса кил, таврăнсан мана лайăх тапта-тапта пытармалла пултăр",– тенĕччĕ вăл. Эх, тăшмана хăвăртрах çапса аркатасчĕ те киле, тăван яла çитсе курасчĕ. Киле çитсе пĕр-икĕ кун пурăнни те теме тăрать. Мĕнле-ши унта? Епле-ши тăвансем... Епле-ши унти уй-хирсем, çарансем. Епле кашласа ларать-ши юман вăрманĕ. Епле чашкăраççĕ-ши ялти йăмрасем... Мĕн тери ырă вăл тăван ял, Тăван çĕршыв. Çав юратăва пула этем темле йывăрлăха та çĕнтерет, темле йывăр чухне те чунне пусарать...

Степанов ун хыççăн Надьăна аса илчĕ. Унăн ăшă хăмăр куçĕсем халĕ те тинкернĕ пек туйăнчĕç ăна. Çулăм витĕр, сĕмлĕх витĕр тинкернĕ пек туйăнчĕç. Акă Надя хăй те утса килнĕ пек туйăнчĕ, çывхарнă пек туйăнчĕ. Анчах çак вăхăтра сасартăк вĕсен хушшинче çулăм çуталса илчĕ. Вĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлма тытăнчĕç. Степанов çав санитарка еннеллех туртăнчĕ, ăна аллинчен тытасшăн пулчĕ – çук, ĕлкĕреймерĕ. Мина лекнипе салтак сулăнса тăчĕ-тăчĕ те хуллен тĕшĕрĕлсе анчĕ. Пĕтрĕ Степанов! Хамăр окопсен умĕнчех пĕтрĕ. Морозов чĕри картах сикрĕ. Вăл, каярах пыраканскер, мĕнпур вăйĕпе. хăвăрт тапаланса юлташĕ патне çитрĕ.

– Миша! Степанов!

Йăваннă салтак ăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Унăн кăкăрĕнчен вĕри юн юхать. Çамрăк салтак юнĕ. Нумай пурăнма ĕмĕтленекен çыннăн юнĕ. Морозов выртса ун чĕрине итлесе пăхрĕ. Степанов чĕри тапать-ха, тикĕсех ĕçлемест пулин те, тапать. Морозов хăй юлташне юр тăрăх сĕтĕрсе шума пуçларĕ. Шăвать, шăвать, шăвать... Кĕрпе пек юр ун аллине чăрмалать, питне чĕрет, ыраттарать. Те ăшă, те сивĕ – ăнланма çук. Морозов шăнсах пырать, çамкинчен тар тухать. Çан-çурăмĕ тапхăр-тапхăр вут пек пĕçерет, тапхăр-тапхăр сăрăлтатать, чĕтрет. Анчах йывăр пулсан та, юлташа пăрахма юрамасть, юрамасть...

Морозов кĕрт тăрăх çаплах шăвать, шăвать.

Акă окопри салтаксем хăйсен еннелле темле юр тĕркемĕ шуса килнине курчĕç. Мĕскер-ши ку? Ун çинчен часах Арефьев лейтенанта пĕлтерчĕç.

– Степановпа Морозов ку... Çавсем...

Унччен те пулмарĕ – икĕ тус патне взводри тепĕр салтак шуса çитрĕ. Вара Степанова çĕр пÿрте аванах илсе çитерчĕç. Вăл халĕ те тăна кĕмерĕ-ха. Хуллен ахлатать, йынăшать.

Степанов тепĕр сехетрен çеç тăна кĕчĕ. Вăл куçне уçрĕ те хăй умĕнче Надя тăнине курчĕ. Вăл аманнă салтак çине питĕ ăшшăн пăхать. Мĕнле пулчĕ-ха капла? Мĕнле тĕлĕнтермĕш япала? Степанов хай Морозовпа пĕрле юр тăрах шуса пынине аса илчĕ. Ун чухне вăл Надя çинчен шутланăччĕ. Çав хĕр темле майпа ун умĕнчех тăнă пек туйăннăччĕ. Вăл ăна тытасшăн кармашнăччĕ. Анчах çук, тытаймарĕ. Вара... Вара тем пулнă. Степанов ним те астумасть. Халĕ, ак, мĕнле-ха ку – Надя чăннипех умра...

– Ăçта эпĕ?–ыйтрĕ салтак. Унăн сасси темле, хăрăлтатса тухрĕ.

Вăл тăма хăтланчĕ, тапаланчĕ. Çамрăк хĕр ăна хулĕнчен ярса тытрĕ:

– Ан хускал, чунăм. Юрамасть, юрамасть...Степанов тинех ăнланса илчĕ. Вăл аманнă иккен. Кăкăрне йăлтах бинтпа авăрланă. Салтак çĕр пÿрте сăнаса пăхрĕ. Тăррине хунă пĕренесем те паллакан пĕренесемех. Авă, пĕрне, пысăк туратлине, Степанов хăех чутланăччĕ. Авă, сĕтел çинче патронтан тунă лампа. Вăл мăч-мăч-мăч туса, силленкелесе çунать. Пурте хамăрăн, пурте çывăх. Çапах çĕр пÿрте Надя епле килсе тухнă-ха?

– Тавтапуç, Миша,– пуçĕнчен саврĕ ăна Надя.– Тавтапуç...

– Мĕншĕн...

– Мĕншĕнне хăвах пĕлетĕн. Эсĕ паттăрла ĕç турăн. Эсĕ путсĕр пулемета аркатрăн.

– Санăн суранушăн. Çĕршывшăн...– терĕ Степанов, вара суранĕ ыратнипе хуллен йынăшса илчĕ.

– Юрĕ, тек ан калаç, чунăм, санăн халь калаçма юрамасть. Госпитальтен таврăнсан калаçăпăр-ха. Манăн вырăна халь санăн кайса выртмалла пулчĕ. Эпĕ килтĕм, эсĕ каятăн...

Надя Степанов çине каллех ăшшăн-ăшшăн пăхрĕ.

Çак вăхăтра икĕ салтак кĕчĕç те Степанова çĕр пÿрт умне илсе тухрĕç. Пĕчĕк çуна çине хурса санчаçе илсе кайрĕç. Виçĕ сехет каярах Арефьев лейтенантпа каçнă сăрт çамки урлах туртса кайрĕç ăна. Халĕ ку тĕлте пульăсем шăхăрса иртмерĕç.

Алендей, В. Пулемет : [калав] // Алендей, В. Салтак чĕри / Василий Алендей. – Шупашкар, 1960. – С. 30-36.