Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Афанасьев Алексей Андриянович
Алексей Афанасьев

Ан ман

Аякра вăл, аякра, инçе...
Çÿл тусем çинче шап-шурă юр.
Хĕвел ÿкнĕ ту сĕвекĕнче,
Чул юпа çинче, çут çăлтăр пур.

Ыталаннă каччă сар хĕрпе,
Чĕрисем тапаççĕ-çке пĕрле,
Сăнĕсем çиçеççĕ телейпе,
Куçĕсем пăхаççĕ пĕр тĕле.

Мĕншĕнех çак сăнÿкерчĕке
Çыпăçтарнă шурă чул çине?
Вилнĕ-ши-мĕн каччăпа пике,
Илнĕ-шим хура çĕр вĕсене?..

Çÿлĕ ту çинче кашлать вăрман,
Пăрлă ту çинчен шывсем юхаç,
Ăш çилсем килеççĕ кăнтăртан–
Иртнĕ çапăçу çинчен калаç...

Пулнă вăйлă çапăçу кунта,
Тупăсем чĕтретнĕ чул-тăва,
Ĕмĕрхи пăра вата-вата
Çавăрнă шарлак юханшыва.

Вĕлкĕшет çут çăлтăрлă ялав,–
Ун çинче çурла та мăлатук.
Пирĕн Гварди, вăйлă пул ялан!
Тăшмана çĕнтер те мала тух!

Тăшмансем арканнă та чăл-пар,
Çук, юлман тармашкăн ыр сукмак
Пур енчен те çунтарать кăвар,
Тĕксĕм вар кăна выртать умрах.

Нимĕçсен виллисене вара
Çăтнă тĕпсĕр, тарăн чул çыран.
Çĕнтерÿ çывхарнă вăхăтра
Пĕр гвардеец ÿкнĕ ураран.

Ĕмĕрлĕх куçне хупас чухне,
Пурнăçне суран сÿнтернĕ чух,
Ыталанă каччă çĕр питне–
Тăшмана нихçан та парас çук.

Савнă вăл хĕвеллĕ çĕршыва,
Ĕçлеме юратнă ачаран,
Телейне, таса юратăва
Вăл тăшманăн мăшкăлĕ туман.

Вилнĕ чух та вăл чĕри çинче
Тытнă чыслăн сăнÿкерчĕкне.
Сăнÿкерчĕкре: тăван çĕршывĕнче
Хăй юратнă кăмăллă пике.

Аякра вăл, аякра, инçе...
Çÿл тусем çинче шап-шурă юр.
Хĕвел ÿкнĕ ту сĕвекĕнче,
Чул юпа çинче, пĕр çăлтăр пур.

Эс ан ман ăна, пике, ан ман
Нихăçан сÿнми çав çăлтăра.
Вăл сана сыхланă пек тасан
Чĕрÿнте ун ыр ятне упра.

1948 ç.

Афанасьев, А. Ан ман : [сăвă] // Афанасьев, А. Хура ылттăн / Алексей Афанасьев. – Шупашкар, 1958. –С. 10-12.