Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Афанасьев Алексей Андриянович
Алексей Афанасьев

Гвардеец ÿкрĕ

Пулчĕ вăйлă çапăçу кунта.
Тупăсем чĕтретрĕç сăрт-тăва,
Ирĕлми пăра вата-вата
Çавăрчĕ шарлак юханшыва.

Тăшмансем арканчĕç чăл та пар
Çук, тарма юлмарĕ пĕр сукмак.
Пур енчен çунтарчĕ вут-кăвар.
Пулчĕ хĕсĕк вар та çулăмрах.

Фашистсен виллисене вара
Çăтрĕ тĕпсĕр, тарăн чул çыран
Çĕнтерÿ çывхарнă вăхăтра
Пĕр гвардеец ÿкрĕ ураран.

Емĕрлĕх куçне хупас чухне,
Пурнăçне суран сÿнтернĕ чух,
Ыталарĕ каччă çĕр питне –
Тăшмана нихçан та парас çук.

Савнă вăл хĕвеллĕ çĕршыва,
Ĕçлеме юратнă ачаран.
Телейне, таса юратăва
Вăл тăшманăн мăшкăлĕ туман.

Вилнĕ чух та вăл чĕри çинче
Тытрĕ хаклă сăнÿкерчĕке.
Пăхрĕ çивчĕн каччă куçĕнчен
Çав ÿкерчĕкри хитре пике,

1943

Афанасьев, А. Гвардеец ÿкрĕ : [сăвă] / Алексей Афанасьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 70