Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Афанасьев Алексей Андриянович
Алексей Афанасьев

Çулсем

Эпĕ утнă çулсем халь ытла инçетре–
Тупăсем çĕр питне чакаланă çĕртре.
Пĕлĕт пек, шухăшсем
Капланса килнĕçем
Куççуль витĕр хăш чух асăнатăп сире:

Сире, Дунай-шыв леш енчи çĕршывсем,
Çамрăклах хуйхăпа пĕркеленнĕ сăнсем...
Чуптăватчĕç пире
Тĕрмери тĕттĕмре,
Фашистсен аллинче пусмăр тÿснĕ çынсем.

Хам тăван çĕршыва аякри çĕрсенчен
Çыру хыççăн çыру эп çырма ÿркенмен.
Эп çыраттăм умра
Пĕлĕт пек хуп-хура
Тăшмансем каплансан, тăшмансем сирĕлсен,

Куç умне эп астунă ачалăх тухсан:
Çут хĕвеллĕ çĕршывăм, янравлă вăрман...
Çурхи лĕп каçсенче
Çăл-валак умĕнче
Çĕмĕртсем çеçкере ларнине астусан.

Ăршапа вылякан анасен ăшшине,
Тăрисен юррипе акасен сассине
Тепĕр хут астусан,
Эп туяттăм ялан
Кĕрешме çĕнĕ вăй, çĕн хăват килнине.

Тăшмана вутпала ăшала-ăшала
Хытăрах чăмăртаттăм вĕри пăшала.
Сталинград патĕнчен
Берлина çитиччен
Пĕрле утрăмăр эпĕр ялан малалла!

Çав тусанлă çулсем халь ытла инçетре,
Халь каяс çул-йĕрсем тăсăлаççĕ хитре.
Иксĕлми юррăма
Уççăнрах юрлама
Вăй-хăватăм вĕрет, ялкăшать чĕремре!

1948 ç.

Афанасьев, А. Çулсем : [сăвă] // Афанасьев, А. Хура ылттăн / Алексей Афанасьев. – Шупашкар, 1958. – С. 14-15.