|
|
|
Биографи
|
 |
«Куратӑп Шупашкар тӳпемӗнчен
Ҫавал, ик Шетмӗ, Ункӑ хушшине.
Чунпа туятӑп хам несӗлӗмсен
Вун ӗмӗр витӗр тухнӑ ӑшшине…»
Ольга Архипова, вӗрентекен, чӗлхеҫӗ, сӑвӑҫ юрӑҫ, тавра пӗлӳҫӗ
|
Кун-çул уттипе
Астăвăм хăварасси биогрфинчен те анлăрах. Ку вăл хăй çырнă çул çырăвĕ. Вĕренекен, сăвăç, управҫӑ – ҫак виҫӗ сӑмахра пурăнса ирттернĕ пӗр пĕтĕм пурнӑҫ вырнаҫать.
Синкерлĕ 1930-мӗш ҫулсенчи хуҫлӑмра, коллективизаци ҫулӗсенче ҫуралнӑ Ольга Александровна, тарӑн тылра вӑрҫӑпа пиҫӗхнӗ ача, вӑрҫӑ вунӑ ҫуллӑх витĕр утса тухнă. Аслӑ Ҫӗнтерӳпе пĕрле, халӑхпа пĕрле çул суйласа илнĕ вӑхӑтра çитĕнсе ҫитнӗ. Ҫак вăхăтра пиçĕхсе çитĕнннĕ сăвăç халӑх кӗвви сассипе вăй илнĕ. Çак тапхăрта ял шкулӗсенче педагогика хастарлӑхӗпе вăй хурас, фольклор экспедицинче мӑн асаттесен халапĕсене пуçтарас тĕлĕшпе тата нацин культура пахалăхне ҫирӗплетес енӗпе улăпла ӗҫленĕ.
Ольга Архиповӑн шӑпи халӑх шӑпинчен уйрăлми ҫыхӑнса тӑрать, унăн пĕр пайĕ пулса чăваш халăх пурнăçне куçкĕски пек кăтартать. Ольга Александровнăн пурнăç ҫулĕ иртнипе пуласлăха çыхăнтарать, ун тăрăх Чăваш Ен кун-çулĕ курăнать.
Ентешĕмсем
«…Ҫичӗ ҫӑлкуҫӑн ҫичӗ хӗлӗхне
Пӗрлештерсе кӗвве хывать Янкас,
Поэтӑн иксӗлми хӗлхемлӗхне
Туйма паян кашни ентеш хавас.
…Ытарайми Трак енӗм, тав сана,
Танӑш пӗви пек ҫутӑлтӑр-и тул.
Тӑван кӗтес умма тухсассӑнах
Ик куҫҫӗпе тӗллет мана Пайтул»
Ольга Архипова
|
 |
 |
Ульха аппа – манăн çывăх ентеш.
Эпир унпа – Трак Ен çыннисем. Трак Ен тенĕ сăмах вăл пирĕншĕн ĕçчен, пуçаруллă, чăтăмлă çынсен çĕрĕ тенине пĕлтерет. Ольга Архипова (Александрова) аслă ăру-несĕлсен кăк ячĕ Куççа пулнă. Вĕсен чыслă та мухтавлă йăхĕнче патша çарĕн паттăрĕ те, ял хуçалăх ăсти те, колхоз ертӳçи те, паллă тухтăр та, правăна сыхлас ĕçре тăрăшакан та, вĕрентекен те, ăсчах та, тинĕс-çар карапĕсем тăвакан та, литературăпа искусство çынни те, юрă-кĕвĕ ăсти те пур.
Шăпах çавăн пек ăнтăлуллă çынсен çемйинче çуралса ӳснĕ те ĕнтĕ пирĕн Ульха аппа. Çавăн пек хастар тăвансем йышĕнче ĕçре те, канура та, вĕренӳре те чуна малалла туртакан çунатлă туйăм çуралать, тĕллевлĕн аталанса пырать.
Çапла туптаннă та пурнăç сунталĕ çинче унăн кăмăлĕ»
Юрий Сементер, чăваш халăх поэчĕ
|
«Пурнăç шăпи Ольга Архиповăна (Александрова) ĕмĕрсен кун-çулĕ витĕр тухнă тымарсен чăтăмлăхне парнеленĕ. Улька аппамăр çав тымарсенчен чăваш халăхĕн çĕнĕ пахчине пăхса ӳстернĕ. Унта кашни йывӑҫ – упраса хӑварнӑ йӑла-йĕрке, кашни ҫимӗҫ – асаттесен юррине ҫӗклекен ҫамрӑк сасă»
Роза Деменцова, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ
Куҫҫа йӑхӗн ырӑ тӗслӗхӗ
«Сăваплăхшăн тата тивĕçлĕхшĕн тăнă кĕрешÿре сана чи шаннă çынсем сутрĕç пулсан та, сан йĕри-тавра тăшмансем пулсан та, эсĕ тăр пĕччен тăрса юлтăн пулсан та, - ан парăн!
Пĕл: эсĕ нихăçан та пĕччен юлмăн, санăн юн тымарĕнче несĕлÿсен, сăваплă арсен юнĕ юхать! Çав юн сана нихăçан та сутмĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та çăлĕ! Эсĕ те çак юна ан сут!»
Несĕлсен пехилĕ
Архипова (Александрова) Ольга Александровна (1929–2025) – педагог, юрă сăввисен авторĕ, тавра пĕлÿçĕ, халăх сăмахлăхĕн тĕпчевçи, общество деятелӗ, ĕçпе вĕрентÿ (1953–1985) тата тыл (1941–1945) ветеранĕ, вӑрҫӑ ачи. Ольга Александровна пурнӑҫ тӑршшӗпех чӑвашлӑхшӑн, ӑна пĕтме парас мар тесе нумай вӑй хунӑ. Хăйĕн пурнӑҫ ҫул-йӗрне вӗрентекен профессийӗпе ҫыхӑнтарнӑ.
Ольга Александровна Архипова 1929 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски тăрăхĕн Тусай ялĕнче çуралнă. Чăвашсен пин-пин ялĕнчен пĕри вӑл. Авалхи ватă ял. Ольга Александровнăн аслă ăру-несĕлĕн кăк ячĕ Куççа пулнă. Куççа ратнисем анлă тавракурамлă, ăс-тăнлă, ĕçчен, вăйлă та тĕреклĕ пурăнакан, вырăс культурипе чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркине тытса пыракан çынсем пулнă. Суту-илӳ тунă, пысăк тупăшлă ĕçсем туса пурлăхне ÿстерме, укçа тума пĕлнĕ. Нумайăшĕ хутла, вырăсла калаçма пĕлнĕ. Шÿтлеме юратнă, юрра-ташша кăмăлланă, вĕсенчен нумайăшĕ тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе вылянă.
Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратнă, ăна парăннă çынсем пулнă вĕсем. Чыслă та мухтавлă йăхĕнче патша çарĕн паттăрĕ те, çарти аслă командир та, ял хуçалăх ăсти те, колхоз ертӳçи те, правăна сыхлас ĕçре тăрăшакан та, ăсчах та, литературăпа искусство çынни те, строитель те, паллă тухтăр та, вĕрентекен те, наука тĕпчевçи те, тинĕс-çар карапĕсем тăвакан та пур. Аслă ăру-несĕлсен арĕсем – Раççейĕн шанчăклă ывăлĕсем, паттăрĕсем. Вырăс халăхĕн тĕрлĕ истори тапхăрĕнче нумай вăрçăра хаяррăн çапăçса Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ вĕсем.
Питех те телейлĕ хăй хыççăн чаплă ĕçпе ырă ят хăваракан йăх…
Йăх пуçламăшĕ - Иван ятлă çын. Унăн Кузьма ывăлĕ пулнă. Кузьман тăватă ывăл: Михаил, Сергей, Егор, Григорий.
Михаил Кузьмич Кузьмин (1835-191?) – Ольга Архиповăн мăн аслашшĕ. Вăл çителĕклĕ те тулли пурнăçпа пурăнакан çын пулнă. Хуçалăхне пĕлсе ертсе пынă. Тăрăшса ĕçленипе пурлăхĕ, çурчĕ-йĕрĕ, выльăх-чĕрлĕхĕ, çи-пуçĕ, ĕç хатĕрĕ çителĕклех пулнă. Ал çитменрен ĕççи вăхăтĕнче çынна тара тытнă. Ăслă-пуçлă çын пулнă, вырăсла калаçма пĕлнĕ. Чăваш тата вырăс йăли-йĕркисене çирĕп тытса пынă.
Михаил Кузьмичăн икĕ ывăл: Ефим тата Александр (Улька аслашшĕ). Аслă ывăлĕн, Ефим Михайловичăн, виçĕ ача – Александр, Сергей (инженер) тата Анна пулнă. Вĕсем пурте халăх хушшинчи ĕçе активлă хутшăннă. Александр Ефимович Михайлов (1905-1983) - Ольга Александровна ашшĕн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ, карап ăсти, инженер-конструктор, техника наукисен докторĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ.
Кĕçĕн ывăлĕ, Александр Михайлович (ăна Лександр чĕннĕ) – Улькан аслашшĕ. Вăл икĕ ывăл ашшĕ – Александр (Улька ашшĕ) тата Лука. Унăн пурнăçĕ кĕске пулнă, патша çарне ăсатнă чух сарăмсăр вилет.
Тăлăха тăрса юлнă Александрпа Лукана Михаил Кузьмич Кузьмин мăшăрĕпе пăхса çитĕнтернĕ. Мăнуксем аслашшĕпе асламăшĕн ăслă шухăшĕсене тăна хывса, ырă сăмахĕсене илтсе, вĕсен хÿтлĕхĕнче ÿснĕ.
Улькан ашшӗ, Александр Александрович Александров (1888–1989) – Тăван çĕршывăн паттăр салтакĕ, ял хуçалăхĕн сумлă ертӳçи. Иккĕмĕш Микулай патша çарĕн аслă унтер-офицерĕ, Пĕрремĕш тĕнче вăрçин Георгий хĕресĕн IV степенĕн кавалерĕ, февральти буржуаллă демократи тата 1917 ҫулти Октябрьти социализмлă аслă революцисен салтакĕ, Граждан вӑрҫин Хĕрлĕ Çар командирĕ пулнă. Ватӑ салтак 1926–1929 çулсенче ял совет председателӗнче, уй-хир бригадирӗнче, район больницин хуçалăх заведующийĕнче ĕçленĕ, Тăван çĕршывăн асла вăрçи пуçлансан Тусай ялӗн «Чутай» колхозне пилĕк çул хушши ертсе пынă.
А.А. Александров Мăн Шетмĕпе Мăн Çавал тата Сурăм юхан шывĕсем çинче Именкасси ялĕ çумĕнче ГЭС тӑвас ӗҫе йӗркелекенсенчен тата çав ĕçе хастар хутшăнакансенчен пĕри пулнă. Вăлах ялсене электричество кĕртме хастар хутшăннă. Александр Александрович чăваш халăхĕн нумай юррине пĕлнĕ. Вăл юрă-кĕвĕ ăсталăхĕ алла илнĕ хут купăсçă пулнă, балалайка калама, юрлама тата ăста ташлама пĕлнĕ.
Лука Александрович Александров (Ольга Александровнăн ашшĕн шăллĕ) - питĕ ĕçчен, çирĕп те тĕреклĕ пурăнакан çын пулнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланас умĕн вăл пысăк та чаплă кил-çурт лартать, тĕреклĕ хуçалăх çавăрать. Вăл тирпейлĕ, çителĕклĕ, çирĕпрех пурнăçпа пурăнакан вăтам хресчен шутланнă. Колхозсем чăмăртаннă вăхăтра самана питĕ пăтранчăк пулнă. Çирĕпрех хуçалăхсене пĕтерме тытăннă. Вĕсене «кулак» тесе айăпланă. Лука Александровичăн выльăх-чĕрлĕхне, çурт-йĕрне колхоза парса Тусай ялĕ çумне куçарса кайнă. Кайран вăл çуртпа колхоз нумай çул хушши усă курнă. Кил хуçи пĕчĕк çурт туса лартнă, тепĕр хут хуçалăх çавăрнă. Курайман çынсем çак пĕчĕк пÿрте вут чĕртсе çунтарса яраççĕ. Тепĕр хут пĕчĕк мунчари пек пÿрт лартса, çĕнĕрен хаçалăх çавăрма тивет. Лука Александрович урипе аптраса пурнăçран уйрăлнă. Чăн-чăн çынна йывăрлăх çĕнейми тăвать, хавшаккине çапса хуçать тени тĕрĕсех. Калама çук йывăр пулнă унăн пурнăçĕ, шăпа ăна тĕрлĕ кăткăс тĕрĕслев витĕр кăларнă, Лука Александрович пурпĕрех парăнман, малаллах талпăннă.
Ольга Александровнăн амăшĕ, Фекла Васильевна Васильева (1889–1954) – лăпкă, çав вăхăтрах халăх йĕркине çирĕп тытса пыракан çын пулнă. Вăл, илемлĕ те уҫӑ саслӑскер, чăваш халӑх юррисене те нумай пӗлнӗ. Хĕвекле ташă ăсти те пулнă. Салтак арăмĕ икĕ тĕнче вăрçи хушшинчи йывăрлăхсене халăхпа пĕрле ырми-канми ĕçлесе чăтăмлăн тӳссе ирттернĕ.
Ольга Александровна ашшĕпе амăшĕ Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратнă, ăна парăннă çынсем пулнă. Çавна май тĕп несĕлсем ачисене те тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерме тăрăшнă. Çĕре хисеплеме, ĕçе юратма хăнăхтарнă, чыса çамрăкран упрама, çынпа лайăх пулма вĕрентнĕ.
Ольга Александровнăн аслă пиччĕшĕ, Евстафий Александрович Александров (1914–1995), хӑйне ҫутҫанталӑк пилленӗ ӗмӗрне тертлӗ те пархатарлӑ ҫулпа утса тухнӑ. Ялти ятлӑ-сумлӑ ҫын пулнӑ, нумай ачаллӑ кил-йыша ҫирӗп алӑра тытса тӑнӑ. Унăн ывӑлӗ, Александр Евстафьевич Александров (1949–1994), çарти аслă командир, полковник. Казахстанăн Шалти Ĕçсен министерствинче инженер службин Тĕп управленине ертсе пынă.
Ольга Александровнăн тепĕр пиччĕшĕ, Владимир Александрович Александров(1926–2012) – педагог, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕ, çар фельдшерĕ, музыкант. Мухтав орденĕсен, Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденăн кавалерĕ. Фронтан çĕнтерӳпе таврăннă хыççăн вăл республикăн тĕрлĕ шкулĕсенче çур ĕмĕр ытла ĕçленĕ. Ачасене истори, географи, музыка, нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Ӳссе пыракан çамрăк ăрăва нумай çул пĕлÿ парассинче ĕçлесе ырă ят илнĕ.
Владимир Александрович – ăста музыкçă, ĕмĕр тăршшĕпех алăран хут купăс та, баян та, аккордеон та яман. Тивĕçлĕ канăва тухсан Красноармейски районĕнчи тата Тусай ялĕнчи ветерансен хорĕн музыка ертÿçинче ĕçленĕ. Тăван ен культурипе историне аталантарас, çамрӑксене ҫарпа патриотизм воспитанийĕ парассишӗн нумай вăй хунă.
Куççа ратнинчен тухнă нумай çын аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ илсе ял хуçалăх ăсти пулса тăнă. Егоров Анатолий Егорович (1937-1995) - Ольга Александровнăн ашшĕ енчи тăванĕ, «Хисеп Палли» орден, «РСФСРăн Хура тăпраллă мар зонине çĕнетсе улăштарнăшăн» медаль кавалерĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Анатолий Егорович пирки ыррине асăнмалли нумай. Вăл 30 çул майлă «Тусай» колхозне ертсе пынă. Çĕр ĕç культурине аталантарассишĕн, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерессишĕн ырми-канми пысăк пуçарулăхпа вăй хунă. Вăл ертсе пынипе хуçалăх яланах малтисен шутĕнче пырса ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă, районта кăна мар, республикăра та малти вырăнсене йышăннă. 1990 çулсем тĕлне юхăннă колхозран çирĕп те вăйлă хуçалăх пулса тăрать.
Григорьев Ливий Григорьевич (1941-) - Ольга Александровнăн ашшĕ енчи тăванĕ, «Досаево» хуçалăхăн тĕп инженерĕ пулнă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ.
Апла пулсан Куççасен авалхи йӑхӗ малаллах тӑсӑлать. Тусай арманĕ патĕнче Çавал юханшыв хĕрринче, Çирĕк çырминче Ольга Александровна ашшĕпе лартнӑ йӑмрасем кашлаҫҫӗ. Ҫав шавра пулас ăру сасси илтĕнет. «Çĕнĕ кайăк несĕлсен пилĕпе килет», - теҫҫӗ халӑхра. Куççа йăхне ҫӗнӗ кайӑк килет çеç – йăмрасем ăна ҫийӗнчех çĕнĕ симĕс туратпа чыслаççĕ.
Çавăн пек малалла та сарăлса, туратланса, ешерсе пырать Куççа йăхĕ...
ОЛЬГА АРХИПОВА – ЙӐХ НЕСӖЛ УПРАВҪИ ТАТА ПУЛАСЛӐХ ШАНЧӐКӖ
Ольга Александровна Архипова (1929-2025) – Куççа йăх-несĕлне тăсакан, пысăк та тĕреклĕ ратнерен тухнă çын. Паллă çемьере, Тăван çĕршыва патваррăн хӳтĕленĕ, ялти ĕçре хĕрӳллĕн туптаннă кил-йышра унăн кăмăлĕ мĕн ачаран ырă тĕслĕхсемпе çирĕпленнĕ, тĕрĕслĕх енне туртăннă. Çав пархатарлă туртăма çамрăк ăрусен чун-чĕрине яланлăх вырнаçтарас тесе Вĕрентекенĕмĕр ĕмĕр тăршĕпех ырми-канми вăй хунă.
Ольга Александровнăн ачалăхӗ колхозсем йĕркеленнĕ пăтравлă вăхăтпа, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 1941–1945 çулĕсемпе пĕр килнĕ. Тусай пуçламăш, Упи вăтам шкулĕсенчен (1949), Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литератури уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă (1953). Елчĕк районĕн Аслă Таяпа вăтам (1953–1956), Кĕçĕн Таяпа çичĕ çул вĕренмелли (1956–1957), Елчĕк вăтам (1957–1958), Çӗмӗрле районӗн Юманай вӑтам (1958–1985) шкулĕсенче чӑваш чӗлхипе литератури вĕрентнĕ.
Ольга Архипова Чăваш Республикинчи вӗрентӳпе культура аталанӑвне пысӑк витĕм кӳнӗ. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван чĕлхене, наци культурине, ăс-хакăла упрас, аталантарас пархатарлă ĕçре иртнĕ. Ольга Архипова – фольклор ансамбль никĕслевçи тата ертӳҫи, вăлах «Ылтăн тата хурçă перо» тăван чĕлхепе литература кружокне пуçараканĕ тата ертсе пыраканĕ. «Çамрăк хунав» антологине, ачасен хайлавĕсене хаçат-журналта пичетлени, халăх сăмахлăхĕпе этнографи экспедицийӗсене, Чӑваш Енĕн учителĕсемпе лекци курсӗсемпе чӑваш чӗлхипе литератури урокĕсем ирттерни, фольклор ансамблӗ тата чӑваш этнопедагогикин кабинетне йӗркелени – ҫаксем пурте тăван халӑхӑн культура пуянлăхне ҫирӗплетекен пĕрлĕх тытăмĕ пулса тăнă. Сумлă педагог ĕçлекен шкулсене паллă поэтсемпе проза ăстисем тăтăшах пырса çӳренĕ. Çав тĕл пулусем ачасен чунĕсенче хавхалану вучахне чĕртнĕ.
Ольга Александровна Архиповăн пултарулăхĕпе ăсталăхĕ ачасемпе ĕçленĕçемĕн ӳссе те çĕнелсех пынă. Тăхăр вунă çула çитнĕ çĕре унăн тавра курăмĕ татах анлăланнă. Пурнăç тупсăмĕ ăна хавхалантарнă, çунатлантарнă. Литература ăсталăхĕ пиçсе çитнĕ май Вĕрентекенĕмĕр калавсем, очерксем, сăвăсем çырма пуçланă. Вĕсем халь – Раҫҫей пичет тата Республика кӑларӑмӗсенчи хаçат журналĕсенче, кĕнекесенче пичетленсе тухнă.
Хайлавĕсем. Унăн «Чун-чĕре юррисем», «Атте килĕ эс – шур хурăн» ятлă юрă кĕнекисем, «Янра, чăваш юрри!» электрон кăларăмĕ халăх çине тухаççĕ, çĕнĕ парнесем пулса тăраççĕ. Ку енĕпе «Кун-çул таппи: историпе краеведени очеркĕсен» тĕпчев кĕнеки, «Çунатлан, чĕрем» сăвă пуххи хăйне майлă ăс-хакăл парнисем пулса халăхра анлă сарăлнă. Архипова О.А. – радио-тележурналистика хыпарлавçи. Вăл радио тата телеэкранра кăларăмсене хастар хутшăннă.
Çакă ĕнтĕ вăл – чунра та чĕрере пухăнса пынă ырă шухăшсен пуххи!
О.А. Архиповӑн хайлавӗсене Чӑваш Енӗн патшалӑх тата муниципалитет библиотекийӗсене, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн ытти регионӗсен чӑваш халӑхне тивӗҫтерекен библиотека учрежденийӗсене панӑ. Ольга Александровнӑн пултарулӑх еткерӗ – ал ҫырӑвӗсем, кӗнекиссем тата архив докуменчӗсем – Красноармейски историпе краеведени музейӗн фончӗсенче тирпейлӗн упраҫҫӗ.
Архипова О.А. - Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), Чăваш Республикин композиторсен Ассоциациĕн пайташĕ (2000), ветеранĕсен Чăваш Ен уйрăмĕн пайташĕ (2000), Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), Чăваш Республикин композиторсен Ассоциацийĕн пайташĕ (2000), Раççей ветеранĕсен Чăваш Ен уйрăмĕн пайташĕ (2000), Алексей Талвир ячӗллӗ литература (1998), И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш наци (2015), Красноармейски тăрăхĕн Нестер Янгас (2021) ячӗллӗ премийĕсен лауреачĕ.
Ольга Александровна – чӑваш халăх пултарулăхĕн тĕрлĕ фестиваль-конкурс лауреачĕ (1960-1980), СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсĕн лауреачӗ (2017), «Хыпар» Издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçачĕ тата Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ «Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хĕрарăмĕ» конкурсĕн лауреачӗ (2020).
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Ольга Александровна Архиповна «Ĕç ветеранĕ», 2-мĕш степеньлĕ Ача амăшĕ, «Вăрçă ачисем», 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсене, Раççейри ача çыравçисен пĕрлешĕвĕн «Мудрая сова» орденне тата чылай Хисеп хутне тивӗҫнӗ.
Ольга Александровна Севастиан Михайлович Архипов (1921-2014) мӑшӑрӗпе пĕрле пĕтĕм пурнӑҫне ачасене вӗрентессипе, воспитани парассипе ҫыхӑнтарнӑ, халăха хутла вĕрентес тесе нумай тăрăшнă. Севастиан Михайлович – Тăван çĕршывăн аслă вăрçин тата вĕренӳпе ĕç ветеранĕ. Вун улттăра чухнех вĕренÿ ӗҫе пикеннӗ, унтанпа 50 ҫул ытла педагогика тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ, 20 ҫул ытла Çӗмӗрле районӗн Юманай вӑтам шкулĕн директорӗнче вӑй хунӑ. Архиповсем пилӗк ачана ура ҫине тӑратнӑ. Вӗсем те ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе утаççĕ. Ҫемьен пӗтӗмӗшле педагогика стажĕ 550 ҫул ытла шутланать.
О. А. Архипова çамрăксен темиçе ÿсĕмне хамăрăн пăлхар-сăвар-чăваш чĕлхине вĕрентес пархатарлă ĕçе пĕтĕм пурнăçне хывнă, чăваш сывлăшне сиплĕх кÿрес енĕпе пысăк утăмсем тунă.
Ольга Александровна Архипова 2025 çулхи кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Ăна Çĕмĕрле районĕн Юманай ялĕн çăвине пытарнă.
Усӑ курнӑ литература: Яковлев А. В. Архипова (Александрова) Ольга Александровна // Энциклопедия Красноармейского района. – Чебоксары, 2018. – С. 66.
| | |