|
Архипова (Александрова) Ольга Александровна (1929–2025) – педагог, çыравçă, юрă сăввисен авторĕ, тавра пĕлÿçĕ, халăх сăмахлăхĕн тĕпчевçи, общество деятелӗ, ĕçпе вĕрентÿ (1953–1985) тата тыл (1941–1945) ветеранĕ, вӑрҫӑ ачи. Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), Чăваш Республикин композиторсен Ассоциацийĕн пайташĕ (2000), Раççей ветеранĕсен Чăваш Ен уйрăмĕн пайташĕ (2000), Алексей Талвир ячӗллӗ литература (1998), И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш наци (2015), Красноармейски тăрăхĕн Нестер Янгас (2021) ячӗллӗ премийĕсен лауреачĕ.
Ольга Архипова… Ку сăваплă ят Чăваш Енре – тăван сăмаха чунтан парăннине пĕлтерекен тĕслĕх. Çав тĕслĕхре – аслă ăрусен ырă йăли-йĕркийĕ, халăхăмăрăн ыранхи пуласлăхĕ. Пĕр çын шăпинче – тăван халăхăн пĕтĕм пурнăçĕ. Унта Трак ен тăрăхĕн Тусай ялĕнче вăрçă çулĕсенчи Ольга Александровнăн ачалăхĕ, аслă пĕлÿ илсен Вĕрентекенре ĕçленĕ тапхăрĕ, тăван чĕлхе пехилĕпе сăвă-юрă хайланă юрăçăн тата ырă йăла-йĕркене упраканăн кун-çулĕ… Кайран вăл хăех çав вăхăта: «Çапла эп хам пурнăçăма Чăваш сăмахĕпе ирттертĕм. Ыр туртăма сăвва хума хушса тăрать мана чĕреçĕм». …» тата «Чунпа туятӑп хам несӗлӗмсен Вун ӗмӗр витӗр тухнӑ ӑшшине», – тесе пĕтĕмлетнĕ.
Ольга Александровнăн учительте ĕçленĕ çулĕ – Чăваш Енĕн Елчĕк тата Çĕмĕрле тăрăхĕсен шкулĕсенче ирттернĕ çур ĕмĕрпе танлашать. Унӑн чун туртӑмӗ ачасене чун- чӗререн юратса чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ Ҫӗмӗрле районӗн Юманай вӑтам шкулӗ пулнӑ. Чăн-чăн вĕрентекенĕмĕр тăван чĕлхене вĕрентсе кашни ачана ăс пухма, йĕркеллĕ, кăмăл-туйăмлă çын тата чăваш пулма хăнăхтарнă.
Ольга Александровна Архиповăн пултарулăхĕпе ăсталăхĕ ачасемпе ĕçленĕçемĕн ӳссе те çĕнелсех пынă. Тăхăр вунă çула çитнĕ çĕре унăн тавра курăмĕ татах анлăланнă. Вăл хăйĕн чăн-чăн сассине тупнă. Пурнăç тупсăмĕ ăна хавхалантарнă, çунатлантарнă. Унӑн вун-вун сӑвӑласа çырнă хайлавĕсем юрӑ пулса тӑнă. «Чун-чĕре юррисем», «Атте килĕ эс – шур хурăн» ятлă юрă кĕнекисем, «Янра, чăваш юрри!» альбом халăхшăн пысăк парне пулнă. Ку енĕпе «Кун-çул таппи» историпе краеведени очеркĕсен кĕнеки, «Çунатлан, чĕрем» сăвă пуххи хăйне майлă ăс-хакăл парнисем пулса халăхра сарăлнă.
Улька аппа хăварнă еткерлĕх. Çав еткерлĕх вăл – иртнипе пулассине çыхăнтарса, пĕрлештерсе тăракан кĕпер. Çак кĕпер халăх ĕмĕрлĕх лартнă сăвайсенчен тата çамрăк ăру чĕрисенче хĕмленекен хăватран тăрать. Унтах – халăх юрлакан юрăсем. Вĕсем йышĕнче – Улька аппан тăван халăха, Тăван çĕршыва тата паян килекен ăрăва халалласа парнеленĕ çутă пуласлăх сăввисем.
|