Еткер» уйрăм – куравӑн тĕп центрӗ. Унта Ольга Александровна Архиповӑн нумай енлӗ пултарулӑхне тата вăл Чӑваш Ен культура еткерне пысӑк тӳпе хывнине кăтартнă. Курав икӗ пайран – литература тата музыка пайӗсенчен тӑрать. Вӗсем пĕрле чӑваш халӑхӗн чун-кăмăлĕн пуянлăхне уçса параççĕ. Кунта Ольга Александровнăн кӗнекисене, сӑввисемпе публицистика хайлавĕсене, нота кӑларӑмӗсене, аудио тата видеоҫырăвĕсене пĕр çĕре пухнă. Çак тĕпри пуянлăхра – поэзипе музыка пĕрлĕхĕнчи сăнарлă кĕвĕ-çемĕ, кӗнекесенче вара халӑхăн ăс-хакăлпа астăвăм еткерĕ упранаççĕ.
«Ольга Архиповӑн еткерĕ — чӑваш сӑмахне упракан çăлкуç. Вăл юрӑсенче янăрать, кӗнекесенче упранать тата вӗренекенсен чӗринче хĕмленсе тӑрать. Çак паха еткер – халӑхăн ĕмĕрлĕх вӑйĕ тата иксĕлми çăлкуçĕ».
Геронтий Никифоров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ
ПЕХИЛ
«Эй, мана çуратса ӳстернĕ аслă халăхăм, сана эп мĕн пĕчĕкрен юратса пурăнтăм, аякран, çывăхран та яланах сан патна туртăнтăм.
Халĕ вара, тăхăрвуннăпа çĕр çул хушшинче утăмласа виçнĕ май, пуçăмра çак шухăшсем тĕвĕленеççĕ.
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхӳн кашни чĕрĕ тĕпренчĕкĕ мана хĕвел ĕнчи пек курăнать, тĕнче ăсчахĕсене тĕлĕнтерекен тĕррӳ кун-çул çырăвĕ пек туйăнать.
«Алран кайми» текен юррун янравĕ вара пурнăç хĕлĕхĕн йыхравĕ пек илтĕнет…
Çак хавхалануллă туйăм çыртарчĕ те ĕнтĕ сăввăм-юррăмсене.
Çывăхри те аякри тăванăмăрсем, тури те анатри хурăнташăмсем!
Пурсăра та ырлăх сунса, пурсăра та сывлăх сунса пуçăма таятăп.
Пехил.
Улька аппăр»
Ольга Архипова, вӗрентекен,чӗлхеҫӗ, çыравçă, сӑвӑҫ юрӑҫ, тавра пӗлӳҫӗ
Ольга Архиповӑн литература еткерӗн кашни йӗркинче тӑван çӗрпе чӑваш чӗлхин пуянлӑхне юратни палăрать.
Вулакансенсем, литературăпа искусствăна юратакансем унӑн «Кун-ҫул таппи» историпе краеведи кӗнекине тата «Çунатлан, чĕрем», «Атте килӗ – эс шур хурӑн», «Чун-чӗре юррисем» юрăпа сăвă пуххисене кăмăлласа йышăнчĕç.
Вăл кĕнекесем - паянхи çыннăн чун туртăмĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, туслăхĕ, пуласлăхĕ. Ольга Александровнăн еткерĕ халӑхӑн ырă астăвăмне упраса, йăх-несӗлсен чунне тӑван чӗлхе хĕрÿлĕхĕпе ӑшӑтса ӑрусене çыхăнтарчĕ»
Раиса Сарпи, чӑваш халăх поэчĕ
Севастиан юрри
«…Ав курăнать Мамай сăртламĕ,
Салам, Мамай паттăрĕсем,
Пин çул иртсессĕн те хуплаймĕ
Хĕвел пек чысăра туссем.
Эс, Атăл, ĕмĕрти аттемĕр,
Тăван та шанчăклă юлташ,
Пуçне тайса чыслать мĕн ĕмĕр
Сана атте текен чăваш»
Архипова, Ольга. Севастиан юрри // Архипова, Ольга. Ҫунатлан, чӗрем = Вдохновение : сборник стихов / Ольга Архипова. – Чебоксары, 2020. – С. 74.
Кӗнекесем
«Ольга Архиповӑн кӗнекисем – сăмахпа юрра пĕр килтерсе çырнă чӑваш ҫӗрӗн сассин пуххи. Унăн краеведени ĕçĕпе лирика поэзийĕ тата сăвă-юрри хайлавĕсем иртнипе пулассине çыхăнтакан кĕпер.
«Кун-ҫул таппи» историпе краеведени кӗнеки вӗрентекенсем, музей ӗҫченĕсем, историксем, тавра пĕлÿçĕсем, тӑван кĕтесĕн иртнипе пуласлăхне упракансем валли тӑван ен историйӗн кӑтартавӗ тата çул çÿревĕ пулса тӑрать.
«Ҫунатлан, чӗрем» сӑвӑ пуххи композиторсем валли кĕвве хывмалли иксĕлми ҫӑлкуҫ тата шухӑшласа вулакан валли чăн-чăн чун ӗлки. «Атте килӗ – эс шур хурӑн» тата «Чун-чӗре юррисем» юрӑ пуххисем халӑх пултарулăх ушкăнĕсем те, хальхи кĕвĕ ăстисем те ĕçре усă курмалли паха çăлкуç пулса тăраççĕ»
Федор Карягин, тавра пĕлÿçĕ, патшалăх ĕçченĕ, географи наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
«Ольга Александровна Архиповăн ăс пурлăхĕ, пархатарлă ӗҫӗ, унăн кĕнекисемпе сăвви-юррисем – пирӗн асӑмра. Вăл тăван культурăн пуянлăхне халăхра сарма вăй çитернĕ, ăна çамрăк ăрăва парса хăварма анлă çул уçса хăварнă. Унӑн ӗҫӗсем – пирӗншĕн ҫул маякĕ»
Земфира Яковлева, фольклорист, Чӑваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ,
РФ халăх вĕрентĕвĕн ĕç отличникĕ
чӑвашла
Архипова, О. А. Ҫунатлан, чӗрем : сӑвӑсен пуххи / О. А. Архипова ; составители: М. Ю. Севастьянов, В. С. Архипова. – Чебоксары, 2020. – 240 с. – К 100-летию образования Чувашской автономной области и 91-годовщине со дня рождения поэта Ольги Архиповой. – Перевод загл: Вдохновение : сборник стихов.
Архипова, О. А. Кун-ҫул таппи : историпе краеведени очеркӗсем / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – 584 с. : ноты, рис., табл., фот., портр. – На чуваш. и рус. яз. - Перевод загл: Пульс жизни : историко-краеведческие очерки.
Архипова, О. А. Чун-чӗре юррисем : юрӑсен пуххи : пӗччен тата хорпа юрламалли юрӑсем/ О. Архипова ; составители: М. Ю. Севастьянов, В. С. Архипова. - Чебоксары, 2020. - 115 с. - Перевод загл: Мелодии души и сердца : песни для сольного и хорового исполнения.
Кудаков, Ю. Д. Атте килӗ - эс шур хурӑн : юрӑсен пуххи : пӗччен, иккӗн, хорпа юрламалли юрӑсем тата шкул ачисем валли ҫырнӑ юрӑсем / Юрий Кудаков, Ольга Архипова ; [В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов пухса хатӗрленӗ]. - Чебоксары, 2022. - 95 с. – Перевод загл: Отчий дом - ты белая береза : песни для сольного, ансамблевого, хорового исполнения и песни для школьников.
Поэзи
Чĕрем хушать
«… Çапла эп хам пурнăçăма
Чăваш сăмахĕпе ирттертĕм.
Ыр туртăма сăвва хума
Хушса тăрать мана чĕреçĕм”
Архипова, Ольга. Чĕрем хушать // Архипова, Ольга. Ҫунатлан, чӗрем = Вдохновение : сборник стихов / Ольга Архипова. – Чебоксары, 2020. – С. 30.
«Ачасене шкулта чăваш чĕлхи вĕрентсе тăван чĕлхепе уйрăлми çыхăнса-тĕвĕленсе ларнă Ольга Архипова сăвăçăн канăçсăр чĕри çак йĕркесене çырмасăр епле чăттăр: «Çапла эп хам пурнăçăма Чăваш сăмахĕпе ирттертĕм. Ыр туртăма сăвва хума Хушса тăрать мана чĕреçĕм». Чăваш халăхĕ чăваш чĕлхине пула тытăнса тăрать, пурăнать, малалла утать. Çак асамлă чĕрĕ хĕлхем сÿнсен чăваш халăхĕн пуласлăхĕ шанăçсăр иккенне чунĕпе туять чăваш чĕлхи вĕрентекен сăвăç»
Альбина Юрату,
чăваш поэтесси, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ
«О.А. Архипова поэзийӗ - сăвă шухӑшӗн тарӑнлӑхӗпе юрă кĕввин тӗлӗнмелле килĕштерĕвӗ. Унӑн йӗркисем, юрӑсем пек, чӗререн шăранса тухаҫҫӗ, вулакан чун-чĕрине çĕклентереççĕ. Вӗсенче пурнӑҫӑн пуян опычӗ, пурӑнса ирттернĕ ҫулсен ӑс пурлăхĕ тата тӑван чӗлхене вӗҫӗмсӗр юратни сисӗнет»
Александр Мефодьев (Аксар), çыравçă, литература тĕпчевçи,
профессор, филологи наукисен кандидачĕ
Хаҫат-журналсенче тата сборниксенче пичетленнӗ статьясем
«Ольга Александровна Архиповăн публицистикăлла ӗҫӗсен еткерӗнче тӑван тӑрӑха тата унӑн культурине чунтан юратни упранать. Паян та, унӑн ӗҫӗсемпе паллашсан, саманасен уйрăлми ҫыхӑнӑвне туятпӑр тата халӑхпа унӑн культурине аталанма хӑйӗн пĕтĕм пурнăçне панă ҫын сассине илтетпӗр»
Юхма Мишши, чăваш халăх писателĕ
Публицистикӑран - кӗнекесем патне
Красноармейски район хаҫачӗн тӗп редакторӗнчен Юрий Зиновьевран
«Ольга Александровна Архиповӑн вăйлă публицистики, паллах, ăс пурлăх еткерӗн никӗсӗ пулса тӑрать. Республикӑн тата Раҫҫейĕн кӑларӑмĕсенче пичетленнĕ нумай статйи воспитани, таврапӗлӳ, ÿнер, чăваш чĕлхин шăпи темисене ӑнланма пулӑшать.
О.А. Архиповӑн шухӑш-кăмăлĕ, гражданла позицийӗ шӑпах ҫав текстсенче палăрнă. Аталанса çитнĕ ҫулсенче унăн пултарулӑхĕ вӑйлӑ ҫĕкленнĕ. Каярахпа пухнӑ опыт хӑйне евӗрлӗ пултарулӑх тĕлĕнтермĕшĕ пулса тӑнă. Ольга Александровнăн чăн-чăн сасси 90 çула çитсен вăл хайланă поэзин, прозӑн, юрӑсен хӑватлӑ юхӑмӗнче палăрнă.
Ҫак сасӑ ӑс пурлăх ҫимӗҫӗ пулса тӑнӑ кӗнекисенче палӑрнă. «Кун-çул таппи» («Колесо жизни») историпе краеведени очеркӗсем тата «Ҫунатлан, чӗрем» («Вдохновение») сӑвӑ пуххи – аса илӳсем çеç мар, тапса тăракан пултарулӑх. Унӑн поэзийӗ ҫунатланса юрӑсенче янӑраса кайрӗ. «Чун-чӗре юррисем», «Атте килĕ – эс шур хурăн» юрă сборникӗсем тата «Янра, чăваш юрри!» альбом сӑмахпа халӑх чунӗ пӗрлешсе пӗр кӗвӗ пулса тӑчĕ. О.А. Архиповӑн хайлавӗсене Чӑваш Енӗн патшалӑх тата муниципалитет библиотекийӗсене, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн ытти регионӗсен чӑваш халӑхне тивӗҫтерекен библиотека учрежденийӗсене панӑ. Ольга Александровнӑн пултарулӑх еткерӗ – ал ҫырӑвӗсем, кӗнекиссем тата архив докуменчӗсем – Красноармейски историпе краеведени музейӗн фончӗсенче тирпейлӗн упраҫҫӗ.
Ольга Архиповăн юлашки тапхăрĕнчи пултарулӑхӗ – пӗтӗм пултарулӑх симфонийӗн хӑватлӑ аккорчӗ. Иртнипе пуласлӑх тата шухӑшпа туйӑм хушшинчи кӗпер. Çак пултарулăх çăлкуçĕ пирӗн Красноармейски ҫӗрӗ ҫинче пулнишӗн эпир мухтанатпăр. Пирӗн тивӗҫ – ҫак чи кирлӗ калаҫӑва упрасси тата малалла тăсасси»
Юрий Борисов, Красноармейски районĕн
«Ял пурнăçĕ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ (2019-2000),
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ
чӑвашла
Анне шӑпи : [О. А. Архипова Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче пурӑнса ӗмӗрленӗ амӑшне Ф. В. Васильевнана (1889-1954) аса илни] / Ольга Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 159-180 : сӑн ӳкерчӗксем. – (Атте-анне – чи хисепли, чи хакли).
2.
Атте-анне пилне манмарӑм / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 263.
3.
Атте килӗ – эс шур хурӑн : [О. Архиповапа Ю. Кудаковӑн «Атте килӗ – эс шур хурӑн» юрӑсен пуххи ҫинчен] / О. Архипова // Атте килӗ – эс шур хурӑн : юрӑсен пуххи = Отчий дом – ты белая береза : песни для сольного, ансамблевого, хорового исполнения и песни для школьников / О. А. Архипова, Ю. Д. Кудаков ; сост. В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2022. – С. 92.
4.
Асран тухми ачалӑх : [автор вӑрҫӑ вӑхӑчӗсене аса илни] / О. Архипова // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. – 2020. – 28 пуш/март (№ 2). – С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
5.
Ӑҫта эс, ял çамрăкĕ? / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 379-380. – (Ҫамрӑксене).
7.
Володя пичче (1926-2012) : [О. А. Архипова Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралнӑ пиччĕшне, вӑрҫӑ ветеранне В. А. Александрова аса илни] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 191-202 : сӑн ӳкерчӗксем. – (Куççа йăхĕ).
8.
Ӗҫре те, канура та маттур : [Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнчи культура керменӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен] / О. Архипова // Халӑх шкулӗ = Народная школа. – 2019. – № 1. – С. 89. – (Воспитание).
9.
Икӗ самана ҫынни : [О. А. Архипова Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче пурӑнса ӗмӗрленӗ ашшӗне А. А. Александрова (1888-1989) аса илни] / Ольга Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 100-140 : сӑн ӳкерчӗксем. – Из содерж. : Константинов В., Борисов Ю. Упири земство (арҫынсен) училищи ; Тусли, Г. Ҫӗре ӳкермерӗ... : [сӑвӑ].
10.
Кӑмӑла кура – кӑмӑл : [Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнче пурӑнакан сывлӑх хуралӗнче ӗҫленӗ Г. Матвеева ҫинчен] / О. Архипова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2019. – 30 март/пуш (№ 12). – С. 5 : сӑн ӳкерчӗк. – (Пурнӑҫ ӳкерчĕкӗсем).
11.
Куççа йăхĕ : [О. А. Архипова Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнчи йăх-несĕлĕ ҫинчен] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 92-99 : сӑн ӳкерчӗксем. – Из содерж. : Прохоров М. Александр Ефимович Михайлов - карап ӑсти ; Константинов В., Михайлов В. Михайлов Александр Ефимович ; Прокопьев И. Егоров Анатолий Егорович ; Прокопьев И. Григорьев Ливий Григорьевич.
12.
Кӳршӗ хӗрӗ Роза : [Чӑваш ен наци радиовӗн аслӑ редакторĕ Роза Деменцова çинчен ] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 69-70.
13.
Мăшăрăм Севастиан : [О. А. Архипова мӑшӑрне, вӗрентӳпе вӑрҫӑ ветеранне С. М. Архипова (1921-2014) аса илни] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 267-282. - сӑн ӳкерчӗксем.
14.
Мухтава тивӗҫлӗ тӗпчевҫӗ // Мухтава тивӗҫлӗ ҫыравҫӑ тата тӗпчевҫӗ : [Юхма Мишши 80 ҫул тултарнӑ тӗле / Л. С. Дмитриева пухса хатӗрленӗ]. – Шупашкар, [2016]. – С. 63-65 ; Кун-ҫул урапи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 349-350.
15.
Мухтав сана, тăван Тусайăм! : [Красноармейски районӗнчи Тусай ялĕ 600 çулхи юбилей уявĕнче каланă сăмахсем] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 375-377. – (Тӑван ялӑм, Тусай).
16.
Олег, юратнӑ вӗренекенӗм! : [«Халăх шкулĕн» редакторĕ Олег Кульев 50 çул тултарнӑ май] / О. А. Архипова // Халӑх шкулӗ = Народная школа. – 2016. – № 6. – С. 33.
17.
«Пачӑшкӑ сӑмахӗ» радиокăларăм : [Чăваш наци радиовӗн «Пачӑшкӑ сӑмахӗ» кӑларӑмӗ пирки Чăваш телевиденийĕ илнӗ интервьюри сăмахсем] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 381-383.
18.
Пехил / О. А. Архипова // Чун-чӗре юррисем = Мелодии души и сердца : сборник песен чувашских композиторов на стихи О. А. Архиповой / О. А. Архипова ; сост. М. Ю. Севастьянов, В. С. Архипова. – Чебоксары, 2020. – С. 5 ; Ҫунатлан, чӗрем = Вдохновение : сборник стихов / О. А. Архипова ; сост. М. Ю. Севастьянов, В. С. Архипова. – Чебоксары, 2020. – С. 225.
19.
Пĕртăвансем : [О. А. Архипова хăйĕн пĕртăванĕсем ҫинчен] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 182-202: сӑн ӳкерчӗксем. – (Куççа йăхĕ). – Из содерж. : Евстафий пичче (1914-1995) ; Евстафи ывӑлӗ Александр – çарти аслă командир (1949-1994) ; Яковлев А. Александров Александр Евстафьевич (1949-1994) ; Леонтьева Е. Юратупа килӗшӳре - аллӑ ҫул... ; Романова М. Телейне юратнӑ профессире тупнӑ ; Ваççа пичче - ир татăлнă кун-çул (1923-1940) ; Володя пичче (1926-2012).
20.
Пирĕн ен аваллăхĕ : [Чăваш халăхĕн авалхи историйĕ] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 5-12 : сӑн ӳкерчӗк.
21.
Пичче вӑрҫӑрах ҫитӗнчӗ : [О. А. Архипова Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралнӑ пиччĕшĕ В. А. Александров [1926-2012] вӑрҫӑ ветеранӗ ҫинчен] / О. Архипова // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. – 2019. – 10 юпа (№ 40). – С. 14 : сӑн ӳкерчӗк.
22.
Пысăк чунлă çынсем амăш чĕлхине манмаççĕ / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 365. – (Чун-чěрере чăвашлăх).
23.
Савнӑ ял-йышӑм… : [О. А. Архипова Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вӑтам шкулта вӗрентӳпе вӑрҫӑ ветеранӗ, шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ С. М. Архипов ячӗпе Асӑну хӑми уҫнӑ вӑхӑтра каланӑ сӑмахсем] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. /О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 296-298.
24.
Ҫамрӑксене халаллани / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 380-381. – (Ҫамрӑксене).
26.
Ҫӗршывӑн шанчӑклӑ ывӑлӗ : [Красноармейски районӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ О. А. Архипован ашшӗ А. А. Александров ҫинчен] / О. Архипова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 2020. – 14 ака (№ 26). – С. 2, 3.
27.
Тавах, аттем-аннем! / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. /О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 180-182. – (Атте-анне – чи хисепли, чи хакли).
28.
Тавах сана, мӑшӑрӑм! / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. /О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 267-270.
29.
Тӑван кӗтесӗм… [Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗ ҫинчен] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 369-373. – (Тӑван ялӑм, Тусай).
30.
Тӑван ҫӗршывӑмӑр / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. /О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 540-541.
31.
Тăван ял – вăй-хăват вучахě / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 89-91.
32.
Тусай ачи, учитель-фронтовик Владимир Александров / О. Архипова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 2019. – 4 юпа (№ 73) ; 8 юпа (№ 74) – С. 3: сӑн ӳкерчӗк. – (Учительсен кунӗ умӗн).
33.
Тусай ялĕн авалхи кун-çулĕ / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 12-91 : сӑн ӳкерчӗксем. – Из содерж.: Михайлов Е. Археологи палӑкӗсен Тусай комплексӗ ; Константинов В., Борисов Ю. Упи чиркӗвӗ ; Ильина О. Паянхи Упи чиркӗвӗн историйӗ ; Константинов В., Борисов Ю. Ватӑ шкулӑн мухтавлӑ кун-ҫулӗ.
34.
Тусай ялӗн мухтавлӑ ывӑлӗ : [Красноармейски районӗнче Т. Л. Лукин учитель-фронтовикӑн Асӑну хӑмине уҫни ҫинчен] / О. Архипова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 2019. – 1 чӳк (№ 81). – С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
35.
Тусай ялĕ – 600 çулта / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 373-375. – (Тӑван ялӑм, Тусай).
36.
Ум сӑмах : [О. А. Архипован «Кун-ҫул таппи» кӗнекери ум сӑмахӗ] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 3-4.
37.
Хаклӑ ҫынна асӑнса, халалласа : [О. А. Архипова Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вӑтам шкулта унӑн мӑшӑрӗ, вӗрентӳпе вӑрҫӑ ветеранӗ, шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ С. М. Архипов ячӗпе Асӑну хӑми уҫнӑ вӑхӑтра каланӑ сӑмахсем] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 298-299.
38.
Халал / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 537-540.
39.
Хыҫ сӑмах : [О. А. Архипован «Кун-ҫул таппи» кӗнекери хыҫ сӑмахӗ] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 542.
40.
Чӑваш пулнишӗн вӑтанаҫҫӗ / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 364-365. – (Чун-чěрере чăвашлăх).
41.
Чăваш сăмахĕн хăвачĕ / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 366. – (Чун-чěрере чăвашлăх).
42.
Чӑваш ҫынни, пуҫна ҫӗкле! : [В. Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсӗнче О. Архиповаран Чăваш телевиденийĕ илнӗ интервьюри сăмахсем] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 367-368. – (Чун-чěрере чăвашлăх).
43.
«Чăвашла калаҫма ан вăтанăр!» : [Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче пурăнакан О. Архипова педагогика ӗҫӗн ветеранӗпе калаҫни / А. Юрату ҫырса илнӗ] // Тăван Атăл. – 2019. – № 7. – С. 97-104 : сăн ӳкерчĕк. – (Юрату кĕреки).
44.
Чăвашлӑха аталантарас мелсем // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 251 – 261.
45.
Чӑваш халӑхӗ нихӑҫан та пӗтмĕ / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 367-368. – (Чун-чěрере чăвашлăх).
46.
Чăваш чĕлхине хакламан / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 364. – (Чун-чěрере чăвашлăх).
47.
Чăваш ялĕсен хапхисенчен тухса кайнă çамрăксем // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 363-364. – (Чун-чěрере чăвашлăх).
48.
Чĕлхе – тăван анне / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 366-367. – (Чун-чěрере чăвашлăх).
49.
Чӗре вучахӗ – тӑван ял : [Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗ ҫинчен] / О. Архипова (Александрова) // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 2020. – 27 юпа (№ 78). – С. 2 : сӑн ӳкерчӗк. – (Тӑван тӑрӑх).
50.
Чыса ҫамрӑкран упрӑр! / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 377-379. – (Ҫамрӑксене).
51.
Ытарайми анне сӑнарӗ : [Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснӗ О. Архипова ачалӑхне, амӑшне аса илни ҫинчен] / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 179-180.
52.
Ытарайми анне сӑнарӗ : [Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснӗ О. Архипова ачалӑхне, амӑшне аса илни ҫинчен] / О. Архипова // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р-нӗ). – 2019. – 22 юпа (№ 78) ; 29 юпа (№ 80) ; 1 чӳк (№ 81) ; 8 чӳк (№ 82) ; 12 чӳк (№ 83) ; 15 чӳк (№ 84) ; 19 чӳк (№ 85) ; 22 чӳк (№ 86). – С. 2.
53.
«Эпӗ яланах директор арӑмӗ пулнӑ» : [Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнче пурӑнакан О. А. Архиповӑпа калаҫни / А. Юрату ҫырса илнӗ] // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. – 2019. – 13 ҫӗртме (№ 23). – С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
54.
Эпир хӑватлӑ халӑх / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 362-363. – (Чун-чěрере чăвашлăх).
55.
Юрӑ хӑвачӗ / О. Архипова // Атте килӗ – эс шур хурӑн : юрӑсен пуххи = Отчий дом – ты белая береза : песни для сольного, ансамблевого, хорового исполнения и песни для школьников / О. А. Архипова, Ю. Д. Кудаков ; сост. В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2022. – С. 92-93.
56.
Юрӑ хӑвачӗ / О. Архипова // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 383-384.
57.
«Юрӑ – чун уҫҫи» конкурс-фестиваль // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки. / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 351-352.
на русском языке
58.
Дети войны : [воспоминания ветерана педагогического труда О. А. Архиповой из села Юманаи Шумерлинского района] / записал М. Севастьянов // Кун-ҫул таппи = Пульс жизни : историко-краеведческие очерки / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – С. 342-344.
ЮРĂ-КĔВĔ ЭТКЕРĔ
Чĕрем хушать
«…Ак Юманай урамĕнче
Салтак ачин юрри янрарĕ,
Ăна çĕршыв хĕсметĕнче
Чипер тăма пил парам мар-и?
Ял-йыш ниме тăвать паян,
Хываççĕ çĕнĕ çул яланлăх,
Эппин, туссемĕр, хам ятран
Çыратăп юрă асăнмалăх
Архипова, Ольга. Чĕрем хушать // Архипова, Ольга. Ҫунатлан, чӗрем = Вдохновение : сборник стихов / Ольга Архипова. – Чебоксары, 2020. – С. 30.
«Тăван халӑх ӗмӗрсенче пурӑнтӑр тесен чăвашăн хӑйӗн ҫӗр сассине чĕрепе илтме пĕлмелле. Ольга Архипова – салтак тата вучах управҫи хӗрӗ, вӗрентекен тата ҫыравҫӑ, ветеран тата ачасен амӑшӗ – çав сасса ахальтен илтмен ĕнтĕ. Вӑл хăй çав асамлă сассăн чӗрӗ янăравӗ, унӑн юррийĕ тата çав çĕрĕн ăсĕ, вăлах ăна манӑҫнӑ сӑмахсен шӑплӑхӗнчен хăтарса иртнӗ ӗмӗр юрлакан, пӗтӗм тӗнче шайĕнче пуласлӑха асра тытакан пулса тăнă»
Юрий Васильев, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ
«Ольга Архиповӑн сăввисене кĕвĕ ăстисем кăмăлласа йышăнаççĕ. Чӑваш композиторӗсем унăн сăввисене кĕвĕлесе пысăк шухăш-кăмăла палăртаççĕ. Вĕсенче – ытарайми тăван сăмахăн асамлă хăвачĕ»
Александр Мефодьев (Аксар), çыравçă, литература тĕпчевçи, профессор, филологи наукисен кандидачĕ
Нотӑсем
Ольга Архипова – халăх сасси
«Ольга Архипова сăввисемпе кĕвĕленĕ хайлавсенче чăваш халăхĕн кăмăлĕ, тăван сăмахлăх пуянлăхĕ яр уççăн курăнса тăрать. Унăн юррисем кашни ялта тата хулара, кашни килте тата шкулта, культура керменĕсенче янăраччĕр, кĕçĕннипе асли те хавхаланса юрлатăр!”
Юрий Кудаков, композитор, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
„Ольга Александровна Архиповăн педагогикăри тата илемлĕ литературăри таланчĕ пирки хускатнă сăмаха вара эпĕ çапла пĕтĕмлетес кăмăллă. «Атте килĕ – эс шур хурăн», „Чун-чĕре юррисем” кĕнекесем, „Ялан янра, чăваш юрри!” альбом – халăхăмăр ячĕпе чун-чĕре шайĕнче хатĕрленĕ парнесем. Çулсем иртнĕçемĕн иртĕç, ĕмĕрсен авăрне чăмĕç, ку юрăсем вара яланах пурăнĕç, çĕнĕ ăрусен кăмăлне хĕвел пайăрки пек ăшăтса тăрĕç.
Тайма пуç сана, хĕвел пики Хĕвелпи!”
Юрий Сементер, чăваш халăх поэчĕ
«Ольга Архипова çырнă йӗркесенче сăвăпа кӗвӗ-ҫемӗ пĕрлĕхĕ упранать. Композиторсене хавхалантаракан сӑввисенче ытарайми тăван сăмахăн асамлă хăвачĕ тĕп вырăн йышăнать”
Авраам Бурундуков, композитор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ
чӑвашла
Архипова, О. А. Кун-ҫул урапи : историпе краеведени очеркӗсем / О. А. Архипова, В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов. – Чебоксары, 2020. – 584 с. : ноты, рис., табл., фот., портр. – На чуваш. и рус. яз. - Перевод загл: Пульс жизни : историко-краеведческие очерки.
Архипова, О. А. Чун-чӗре юррисем : юрӑсен пуххи : пӗччен тата хорпа юрламалли юрӑсем/ О. Архипова ; составители: М. Ю. Севастьянов, В. С. Архипова. - Чебоксары, 2020. - 115 с. - Перевод загл: Мелодии души и сердца : песни для сольного и хорового исполнения.
Кудаков, Ю. Д. Атте килӗ - эс шур хурӑн : юрӑсен пуххи : пӗччен, иккӗн, хорпа юрламалли юрӑсем тата шкул ачисем валли ҫырнӑ юрӑсем / Юрий Кудаков, Ольга Архипова ; [В. С. Архипова, М. Ю. Севастьянов пухса хатӗрленӗ]. - Чебоксары, 2022. - 95 с. – Перевод загл: Отчий дом - ты белая береза : песни для сольного, ансамблевого, хорового исполнения и песни для школьников.
О. А. Архипова сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем
Ольга Архипова пĕчĕккисем валли те, аслисем валли те чылай сăвă çырнă. Вăл хайланă сăвăсен тематики питĕ анлă. Унăн поэзийĕ пурнăçа тĕрлĕ енлĕн сăнлать, вулакан кăмăл-туйăмне хускатса тарăн шухăша ярать, пурăнма, юратма хавхалантарать.
Унăн сăввисем пурнăçри хурлăхлă та савăнăçлă самантсене палăртаççĕ, тăван вырăнсене, атте-аннене, тăван-хурăнташа юратма вĕрентеççĕ. Ахальтен мар чăваш композиторĕсем Ольга Александровна сăввисемпе нумай-нумай юрă хывнă. Вĕсем уйрăм кĕнекесенче те, коллективлă сборниксенче те кун çути курнă”
Иртеҫҫӗ чунӑм та, чӗрем те
Хусан керменӗ умӗнчен,
Шӑп ҫак ҫулпа хӑпарнӑ ӗнтӗ
Асаттесем кӑнтӑр енчен.
...Чăваш та Атăлпа çӳренĕ
Бурлак пăявĕ тăхăнса,
Хĕнпе асаплăха çĕнтернĕ,
Çĕнтернĕ юрă юрласа”
Архипова, Ольга. Севастиан юрри // Архипова, Ольга. Ҫунатлан, чӗрем = Вдохновение : сборник стихов / Ольга Архипова. – Чебоксары, 2020. – С. 74.
Юрӑсем
Ольга Александорна Архипова сăввисем тăрăх çырнă юрăсем
О.А. Архипова сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем чылай. Ольга Архиповӑн нумай енлӗ, чун-чӗререн тухакан лирики чӑваш кĕвĕ ăстисемшĕн тухӑҫлӑ никӗс пулса тӑчӗ. Унӑн поэзийӗнче вӗсем тӑван чӗлхене мухтанине тата ӗмӗртен пыракан йӑла-йӗркене хисепленине, çуралнă Тӑван ҫӗршывшӑн хумхануллă савăнса ҫепӗҫлӗхе тата гражданла вăйлă туйăма палăртнине асăрханă. Нота тӑрăх юрлама çырнă тата халӑх кăмăлланă юрăсем Архипова пултарулӑхӗшĕн чи сумлă палӑк пулса тӑнӑ.
«Чăваш композиторĕсем Ольга Архиповăн пултарулăхне чăннипех те кăмăллаççĕ. Юрий Кудаков композитор унăн ăсталăхне чи малтан асăрханă. Сăвă ăсти хӑйӗн анлă тавра курăмĕпе тата сӑввисенчи ытарайми кӗвӗлӗхӗпе тыткӑнлать».
Александр Мефодьев (Аксар), ҫыравҫӑ, литература тĕпчевçи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор
«О.А. Архипова сăввисемпе хывнă юрăсене итлесессĕн эпир çакна калама пултаратпăр: сăвăçă малтанхи утăмсенчех пире этемĕн шăпийĕпе тата тăван халăхăн кун-çулĕпе кăсăклантарать»
Юрий Кудаков, композитор, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
Кунта ача-пăча сăввисем тăрăх хывнă юрăсем упранаççĕ. Ольга Архиповăн чун ăшшиллĕ, тарăн шухăш-кăмăллă, сăнарлă, илемлĕ сăввисем чăваш композиторĕсен кĕвĕ пуянлăхĕпе пĕр килеççĕ. Çавăнпа сасăпа кĕвĕ пĕрлешĕвĕнче таса, янравлӑ, чун-чӗреллӗ паха юрăсем ҫуралаҫҫӗ. Çак кӗвӗллӗ хайлавсем ача-пӑча репертуарӗн ылтӑн фончӗ пулса тӑчĕç. Вĕсем ачалӑхри чи малтанхи, чи пӗлтерӗшлӗ самантсенчен аталанса савӑнӑҫ парнелекен тӑван сӑмахпа культурӑна юратма вӗрентсе янӑраса тӑраҫҫӗ.
„Юрий Кудаковпа Ольга Архипова шкул ачисем валли çырнă юрăсем – кĕвĕ ăстипе сăвăçăн паха тĕслĕхĕ. «Хĕллехи кăпăшка юр», «Ула такка», «Пакша», «Çут çанталăк», «Çунатлан, чĕрем ялан!», «Хĕвел пики Хĕвелпи», «Мухтанар-и чăвашпа!» хăйсен çĕкленнӳллĕ кĕввисемпе ача-пăча репертуарĕнче яланлăхах вырнаçрĕç”
Николай Зимин, музыковед, композитор, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Раççей музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ
Хӗвел пики Хӗвелпи
„ Хӗвел тухать, йӑл кулать,
Ҫут тӗнчене ыталать.
Вӑл сапалать ҫӗр ҫине
Сар ылтӑн пек хӗлхемне.
...Савса чӗртет тӗнчене.
Хӗвел пики Хӗвелпи,
Чӑн та, эс хӗвел шевли.
Хӗвел ӑшши - сан чунра,
Хӗвел кулли - сан куҫра.
...Хӗвел вылять сан сӑнра...“
Хӗвел пики Хӗвелпи : [юрӑ] / сӑвви О. А. Архипован, кӗвви Ю. Д. Кудаковӑн // Атте килӗ – эс шур хурӑн = Отчий дом – ты белая береза : песни / О. А. Архипова, Ю. Д. Кудаков. – Чебоксары, 2022. – С. 87-88.
О. А. Архипова сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсен аудиозаписӗсем
Ольга Архипова сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем
«Ольга Архипова сăввисем юрра хывма сăнарлăхпа илемлĕх енчен пуян. Унӑн сăввисемпе чӑвашсен паллă композиторӗсем паха юрăсем кĕвĕленĕ. О.А. Архипова сӑввисем кĕвĕ илемлĕхĕпе пуян пулнипе тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑхпа юрра хывăнаççĕ. Юррăн кашни йӗркинче таса, уҫӑмлӑ та тарӑн лирикӑллӑ сасă янӑрать. Ҫавӑнпа та унӑн сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсене Чӑваш Енӗн музыка пуянлӑхӗ пулнишĕн халӑх кăмăлласа йышăнать»
Александр Мефодьев (Аксар), çыравçă, литература тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, профессор
„Ольга Архипова сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем тарăн шухăшлă та ансат чĕлхеллĕ, халăх кăмăл туртăмне сарлакан уçса кăтартакан, вăрăммăн та сулăмлăн янăракан, илĕртӳллĕ те çепĕç кĕвĕллĕ хайлавĕсем çамрăксене те, аслисене те илĕртеççĕ. Асамлă тĕнчене е тăван тăрăхсене ăсатаççĕ“
Николай Зимин, музыковед, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Раççей музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ
«Архипова О.А. сăввисемпе хывнă юрăсем – чăваш тĕнчин пуянлăхĕ. Вĕсенче чăваш çыннин шăпине куратпăр»
Юрий Кудаков, композитор
Плюслӑ фонограммӑсем (вокалпа
Ольга Архипова поэзийӗн сӑнарлӑхӗпе илемлĕхĕ
Ку пайра юрăçсем шӑрантармалли вокал партийӗпе пĕччен юрламалли партисенчен пуҫласа нумай сасӑллӑ квартетсен, ансамбльсен тата хор коллективӗсен таранах Ольга Архипова сӑввисемпе кĕвĕленĕ юрӑсен плюслӑ фонограммисене тӑратнӑ. Юрӑҫсем унăн сăвăç хайлавĕсемпе çырнă юрăсене савăнсах шăрантараççĕ. Фонограммӑсене итлеме те, юрланă чухне усă курма та хатӗрленӗ. Юрăсенче кĕвĕпе сӑмах пĕр виçеллĕ ылмашăнаççĕ, çавăнпа юрăçпа пĕрле пӗр пек сасăпа пĕр харăс шăрантармалла е юрлаканран юрлама вӗренмелле, е юрламасан хатӗр аранжировкӑна киленсе итлемелле.
«Ольга Архиповӑн сăввисене кĕвĕ ăстисем кăмăлласа йышăнаççĕ. Чӑваш композиторӗсем унăн сăввисене кĕвĕлесе пысăк шухăш-кăмăла палăртаççĕ. Вĕсенче – ытарайми тăван сăмахăн асамлă хăвачĕ»
Авраам Бурундуков, композитор, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ
«Чăваш композиторĕсем Ольга Архипова сăввисемпе кĕвĕленĕ хайлавĕсене халăх патне илсе çитерекен ăста юрăçсем чылай. Радиопа телевидени кӑларӑмӗсенче, тĕрлĕ конкурсра, Культура керменӗсенче пултарулӑх коллективӗсем уяв кунӗсенче «Сурӑм шывӗ», «Çĕнтерӳ», «Çамрăклăх юрри», «Юмахри ӗмӗт», «Çунатлан, чĕрем, ялан!», «Чĕвĕл чĕкеçĕм аннем», «Сипетлӗ хурӑн» юрӑсене час-часах шăрантараççĕ»
Николай Зимин, музыковед, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ
Амӑш чунӗ (Материнская душа) / комп. К. Осокина ; слова О. Архиповой. Исполняет Ирина Ерепова. [скачать аудиозапись]
Атте лартнӑ ушкӑн хурӑн (Отцовские березы) / комп. А. Бурундуков ; слова О. Архиповой. Исполняет солистка Чувашской государственной академической симфонической капеллы Любовь Зайцева, концертмейстер Авраам Бурундуков.
Иккӗн утнӑ ҫулсем (Вдвоем по дороге жизни) / комп. Ю. Жуков ; слова О. Архиповой. Исполняет Роза Степанова. [скачать аудиозапись]
Мускав (Москва) / комп. Г. Фадеев ; слова О. Архиповой. Исполняет ансамбль «Пламя» Главного управления МЧС России по Чувашской Республике (рук. Георгий Фадеев). [скачать аудиозапись]
Сипетлӗ хурӑн (Белая береза) / комп. Ю. Кудаков ; слова О. Архиповой. Исполняет вокальный ансамбль «Мерчен» с. Юманай Шумерлинского муниципального округа Чувашской Республики (рук. Зоя Николаева). [скачать аудиозапись]
Сипетлӗ хурӑн (Белая береза) / комп. Ю. Кудаков ; слова О. Архиповой. Исполняют солисты Чувашской государственной академической симфонической капеллы Надежда Макова, Вячеслав Вахтеркин. [скачать аудиозапись]
Сурӑм шывӗ (Река «Сорма») / комп. К. Марков ; слова О. Архиповой. Исполняет вокальный ансамбль «Мерчен» с. Юманай Шумерлинского муниципального округа Чувашской Республики (рук. Зоя Николаева). [скачать аудиозапись]
Сурӑм шывӗ (Река «Сорма») / комп. Ю. Кудаков ; слова О. Архиповой. Исполняет женский квартет Чувашской государственной академической симфонической капеллы: Надежда Макова, Светлана Рожкова, Надежда Егорова, Зоя Сабаева. [скачать аудиозапись]
Ҫамрӑклӑх юрри (Песня молодости) / комп. Ю. Кудаков ; слова О. Архиповой. Исполняют Алина Савельева, Николай Кузьмин. [скачать аудиозапись]
Ҫӗнтерӳ (Победа) / комп. Ю. Кудаков ; слова О. Архиповой. Исполняют солисты Чувашской государственной академической симфонической капеллы Вячеслав Вахтеркин, Андрей Макаров. [скачать аудиозапись]
Ҫунатлан, чӗрем, ялан (Вдохновение) / комп. К. Осокина ; слова О. Архиповой. Исполняет вокальный ансамбль «Тарават» г. Чебоксары (рук. Клара Осокина). [скачать аудиозапись]
Тав тӑватӑп мӑшӑра (Благодарю супруга) / комп. Н. Эриванов ; слова О. Архиповой. Исполняет Зинаида Думилина, концертмейстер Николай Алексеев. [скачать аудиозапись]
Тав сана, вӗрентекен! (Спасибо учителю!) / комп. Н. Эриванов ; слова О. Архиповой. Исполняет народный вокальный ансамбль «Сӑрнай» ДК «Химик» г. Новочебоксарск (рук. Николай Эриванов). [скачать аудиозапись]
Хӗвел тухать, йӑл кулать (Солнышко лучистое ласково смеется) / комп. Ю. Жуков ; слова О. Архиповой. Исполняет Валерия Иванова. Хореографический ансамбль «Вдохновение» с. Моргауши Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики (рук. Людмила Митрофанова). [скачать аудиозапись]
Хур кайӑк вӗҫет… (Гуси-лебеди летят…) / комп. К. Осокина ; слова О. Архиповой. Исполняет вокальный ансамбль «Тарават» г. Чебоксары (рук. Клара Осокина). [скачать аудиозапись]
Чӗвӗл чӗкеҫӗм аннем! (Щебетунья ласточка, мамочка моя!) / комп. А. Жуковский ; слова О. Архиповой. Исполняет солистка народного фольклорного ансамбля «Уяв» и фольклорно-эстрадного ансамбля «Çавал» Наталья Васильева. [скачать аудиозапись]
Шӗшкӗлӗх (Орешник) / комп. Л. Кинер; слова О. Архиповой. Исполняет вокально-эстрадная группа «Радужная страна» ДК «Ровесник» г. Чебоксары» (рук. Людмила Кинер). [скачать аудиозапись]
Шӗшкӗлӗх (Орешник) / комп. Н. Эриванов ; слова О. Архиповой. Исполняет народный вокальный ансамбль «Сӑрнай» ДК «Химик» г. Новочебоксарск (рук. Николай Эриванов). [скачать аудиозапись]
Шурӑ хурӑн (Белая береза) / комп. Л. Кинер ; слова О. Архиповой. Исполняет Камилла Михайлова и танцевальная группа МБДОУ "Детский сад № 130" г. Чебоксары (рук. Людмила Кинер). [скачать аудиозапись]
Юмахри ӗмӗт (Сказочная мечта) / комп. Ю. Кудаков ; слова О. Архиповой. Исполняет Лариса Степанова. [скачать аудиозапись]
Минуслӑ фонограммӑсем (инструмент)
Ольга Архипова еткерĕ – ăс пурлăх пуянлăхĕ
«О.А. Архиповăн паянхи паха еткерĕ – кӗнекесем кӑна мар, чăн-чăн ăс пурлăх пуянлăхĕ. Унăн сăввисем кĕвĕ ăстисене хавхалантараççĕ. Сăвăçăн сӑввисем тăрăх хывнă юрӑсене солистсем, фольклор тата хор коллективӗсем савăнсах шăрантараççĕ, хальхи аранжировкӑсенче ҫӗнӗ сасӑсем тупаҫҫӗ. Унӑн сӑввисенчен кĕвĕленĕ паха юрăсем пурнӑҫ тарӑнӑшне, ҫивӗчлӗхне туйма тата тĕрлĕ çулхи ҫынсен кăмăлĕсене çавăрма пултарнине ҫирӗплетеççĕ»
Юрий Кудаков, композитор, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
«Ольга Архиповăн сăввисем тăрăх хывнă юрăсем чăваш халăхĕн шухăш-кăмăлĕпе ĕмĕт-туйăмне палăртаççĕ. Мăн асаттесен сассипе, тӑван ҫӗрӗн хăвачĕпе тулнă юрă-кӗвви тăван халăха ялтан пуҫласа пĕтĕм çĕршывĕпех пӗр пĕтĕм хĕрÿлĕхе пӗрлештерсе кашни килтех, кашнин чӗринче янăратӑр»
Олег Кăйкăр, композитор, Чăваш Республикин композиторĕсен Ассоциацийĕн президенчĕ
Амӑш чунӗ (Материнская душа) / комп. К. Осокина ; аранж. В. Семенова.
Иккӗн утнӑ ҫулсем (Вдвоем по дороге жизни) / комп. Ю. Жуков ; аранж. А. Семенова.
Сипетлӗ хурӑн (Белая береза) / комп. Ю. Кудаков ; аранж. В. Ильдякова.
Ҫамрӑклӑх юрри (Песня молодости) / комп. Ю. Кудаков ; аранж. В. Ильдякова.
Ҫӗнтерӳ (Победа) / комп. Ю. Кудаков ; аранж. В. Ильдякова.
Ҫунатлан, чӗрем, ялан (Вдохновение) / комп. К. Осокина ; аранж. В. Семенова.
Хӗвел тухать, йӑл кулать (Солнышко лучистое ласково смеется) / комп. Ю. Жуков ; аранж. А. Семенова. [скачать аудиозапись]
Хур кайӑк вӗҫет… (Гуси-лебеди летят…) / комп. К. Осокина ; аранж. А. Семенова. [скачать аудиозапись]
Шӗшкӗлӗх (Орешник) / комп. Л. Кинер ; аранж. В. Ильдякова. [скачать аудиозапись]
Шурӑ хурӑн (Белая береза) / комп. Л. Кинер ; аранж. В. Ильдякова. [скачать аудиозапись]
Юмахри ӗмӗт (Сказочная мечта) / комп. Ю. Кудаков ; аранж. В. Ильдякова. [скачать аудиозапись]
О. А. Архипова сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсен видеозаписӗсем
Кăмăла каякан юрăсем
«Ольга Архипова сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарасси – юрăçăшăн уйрăмах пысăк савăнăç. Юррисем ритмпа кӗвӗллĕ пулнипе хӑйсемех пĕр виçеллĕ кĕвĕленсе юрлама ыйтаççĕ. Кĕвĕ ăстисем сăвă çыраканăн поэзийĕпе паллашса çĕнĕ кĕвĕ-çемĕ шăратса кăлараççĕ. Эпир вара юрӑҫсем ытарайми тăван сăмах хăвачĕпе çĕкленсе унӑн юррисене халăх патне илсе çитеретпĕр»
Андрей Макаров, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин солисчĕ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ
«Чăваш радио хумĕсем те, телекурав кăларăмĕсем те, хаçатсемпе журналсем те пире Çĕмĕрле районĕнчи Юманай шкулĕнче нумай çул ачасене вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă Ольга Архипова сăввисем тăрăх çырнă юрăсемпе паллаштарсах тăраççĕ. Хорпа та, пĕчĕкрех йышпа та, пĕчченшерĕн те юрлаççĕ вĕсене. Апла пулсан, çав чуна çывăх юрăсем халăха килĕшеççĕ, вĕсене ĕçре те, уявра та, концертсенче те, конкурссемпе фестивальсенче те тулли кăмăлпа ахальтен шăрантармаççĕ»
Юрий Сементер, чăваш халăх поэчĕ
«Ольга Александровна Архипова... Маншӑн Ольга Александровна яланлӑхах учительница ҫеҫ мар, пурнăç алӑкне уҫакан ҫын пулса юлчӗ. Тăван халӑхӑн чунӗ пурӑнакан тӗнчене кӗмелли алӑк. Унӑн урокӗсем чӑн-чӑн ҫул ҫӳрев урокĕсем пулчĕç. Вĕрентекен сăмахĕ чĕр сăмах, вăл ача чунне, ăс-пуçне, ăс-тăнне хăвăрт тата чĕре çумне тарăннăн кĕрсе вырнаçать.
Вĕренÿ çул çÿревĕнче чӑваш сăмахĕ пĕлтерĕшлĕччĕ: юрӑра янăратчĕ, ӑслӑ ваттисен сăмахĕнче палӑратчӗ, истори пурнӑҫӗн чăнлăхĕн тетчĕ. Ольга Александровна пирте, ахаль шкул ачисенче, пулас тăван чĕлхе управçисем куратчĕ. Эсир тӑван чӗлхене упраса аталантаракансем, мăн асаттесен пехилне асра тытакансем тетчĕ. Тĕллевлĕ ĕçлесе вăл çак пысӑк та çутă яваплă управçă ĕçне пире, хаклӑ эстафета пек, пама пултарчĕ.
Вĕрентекенĕмĕр сăнарĕ ялан асăмра. Ольга Александровна маншăн ырă тĕслĕх, ман чунра вăл ĕмĕрлĕхех ырă йĕр хăварчĕ. Эпир, унӑн вӗренекенӗсем, унăн урокĕсене кашни кунах малалла тӑсатпӑр. Вӑл пирӗн чунсенче акнӑ вӑрлӑхĕ тарӑн тымар ячĕ, халӗ вара вăрлăх шăтса тухăçлă калча пулса шăтаççӗ»
О. А. Архипова ырӑ кӑмӑлӗпе ӑслӑлӑхӗн эстафетине ăша илекен Клара Осокина, Шупашкар хулин Чӑваш обществӑпа культура центрӗн «Тарават» халӑх юрри ансамблӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин Вӑрнар муниципалитет округӗн Аçăмçырман вӑтам шкулӗн музыка учителӗ
Амӑш чунӗ (Материнская душа). Композитор Клара Осокина; слова Ольги Архиповой. Исполняет Ирина Ерепова.
Атте лартнӑ ушкӑн хурӑн (Отцовские березы). Композитор Авраам Бурундуков; слова Ольги Архиповой. Исполняет солистка Чувашской государственной академической симфонической капеллы Любовь Зайцева. Концертмейстер Авраам Бурундуков.
«Вӑрҫӑ паттӑрне» (Герою войны). Композитор Авраам Бурундуков; слова Ольги Архиповой. Исполняет хор Чувашской государственной академической симфонической капеллы (г. Чебоксары, хормейстер Татьяна Давыдова).
Иккӗн утнӑ ҫулсем (Вдвоем по дороге жизни). Композитор Юрий Жуков; слова Ольги Архиповой. Исполняет Роза Степанова.
Мускав (Москва). Композитор Георгий Фадеев; слова Ольги Архиповой. Исполняет ансамбль «Пламя» Главного управления МЧС России по Чувашской Республике (г. Чебоксары, руководитель Георгий Фадеев).
Сипетлӗ хурӑн (Белая береза). Композитор Юрий Кудаков; слова Ольги Архиповой. Исполняет вокальный ансамбль «Мерчен» (с. Юманай, Шумерлинский муниципальный округ Чувашской Республики, руководитель Зоя Николаева).
Сипетлӗ хурӑн (Белая береза). Композитор Юрий Кудаков; слова Ольги Архиповой. Исполняют солисты Чувашской государственной академической симфонической капеллы Надежда Макова, Вячеслав Вахтеркин.
Сурӑм шывӗ (Река «Сорма»). Композитор Константин Марков; слова Ольги Архиповой. Исполняет вокальный ансамбль «Мерчен» (с. Юманай, Шумерлинский муниципальный округ Чувашской Республики, руководитель Зоя Николаева).
Сурӑм шывӗ (Река «Сорма»). Композитор Юрий Кудаков; слова Ольги Архиповой. Исполняет женский квартет Чувашской государственной академической симфонической капеллы: Надежда Макова, Светлана Рожкова, Надежда Егорова, Зоя Сабаева (г. Чебоксары).
Ҫамрӑклӑх юрри (Песня молодости). Композитор Юрий Кудаков; слова Ольги Архиповой. Исполняют Алина Савельева, Николай Кузьмин.
Ҫӗнтерӳ (Победа). Композитор Юрий Кудаков; слова Ольги Архиповой. Исполняют солисты Чувашской государственной академической симфонической капеллы Вячеслав Вахтеркин, Андрей Макаров (г. Чебоксары).
Ҫунатлан, чӗрем, ялан (Вдохновение). Композитор Клара Осокина; слова Ольги Архиповой. Исполняет вокальный ансамбль «Тарават» (г. Чебоксары, руководитель Клара Осокина).
Тав тӑватӑп мӑшӑра (Благодарю супруга). Композитор Николай Эриванов; слова Ольги Архиповой. Исполняет Зинаида Думилина. Концертмейстер Николай Алексеев.
Тав сана, вӗрентекен! (Спасибо учителю!). Композитор Николай Эриванов; слова Ольги Архиповой. Исполняет народный вокальный ансамбль «Сӑрнай» ДК «Химик» (г. Новочебоксарск, руководитель Николай Эриванов).
Хӗвел тухать, йӑл кулать (Солнышко лучистое ласково смеется). Композитор Юрий Жуков; слова Ольги Архиповой. Исполняет Валерия Иванова. Хореографический ансамбль «Вдохновение» (с. Моргауши, Моргаушский муниципальный округ Чувашской Республики, руководитель Людмила Митрофанова).
Хур кайӑк вӗҫет… (Гуси-лебеди летят…). Композитор Клара Осокина; слова Ольги Архиповой. Исполняет вокальный ансамбль «Тарават» (г. Чебоксары, руководитель Клара Осокина).
Чӗвӗл чӗкеҫӗм аннем! (Щебетунья ласточка, мамочка моя!). Композитор Александр Жуковский; слова Ольги Архиповой. Исполняет солистка народного фольклорного ансамбля «Уяв» и фольклорно-эстрадного ансамбля «Çавал» (г. Чебоксары) Наталья Васильева.
Шӗшкӗлӗх (Орешник). Композитор Людмила Кинер; слова Ольги Архиповой. Исполняет вокально-эстрадная группа «Радужная страна» ДК «Ровесник» (г. Чебоксары, руководитель Людмила Кинер).
Шӗшкӗлӗх (Орешник). Композитор Николай Эриванов; слова Ольги Архиповой. Исполняет народный вокальный ансамбль «Сӑрнай» ДК «Химик» (г. Новочебоксарск, руководитель Николай Эриванов).
Шурӑ хурӑн (Белая береза). Композитор Людмила Кинер; слова Ольги Архиповой. Исполняет Камилла Михайлова и танцевальная группа МБДОУ "Детский сад № 130" (г. Чебоксары, руководитель Людмила Кинер).
Юмахри ӗмӗт (Сказочная мечта). Композитор Юрий Кудаков; слова Ольги Архиповой. Исполняет Лариса Степанова.