Стихи О. А. Архиповой в исполнении других чтецов

Ку пайра О. А. Архипова сăввисем çĕнĕ хăватпа янăраççĕ. Вулакансем унăн сăввисене хавасланса шăрантараççĕ. Çапла майпа сăвăçпа сăвă калакан хушшинче çыхăну йĕркеленет. Архиповăн сăввине каланă чухне кашни хăйĕн шухăш-кăмăлне, ăнланăвне, интонацине палăртать.
Сăвăсене итленĕ май поэт еткерлӗхӗ чӗрӗлнине, ăна чӗрепе туйса ҫӗнӗ мелсемпе шухăш-кăмăлпа пуянлатнине куратпăр. Чӑн каланă сӑмах авторӑн кӑна мар, ӑна малалла аталантаракансен те, пурин те пулнине ӗненетпĕр.

«Ольга Архиповăн кăмăл-туйăмлă, кĕвĕллĕ сăввисем вулаканшăн хăйне евĕрлĕ уйрăм тĕрĕслев тата парне пулса тăраççĕ. Сăвă тематики, ачан амăшĕн юратăвĕнчен пуçласа истори тĕпчевĕ таран пулнăран, тишкерекенрен тÿрĕ кăмăллă пулма ыйтать. Çак çырнисенче Архиповăн поэзийĕ тăван çĕр сасси пек ума тухса тăрать, унта ăрăвăн ыратăвĕпе мăнаçлăхĕ, ачалла ҫепӗҫлӗхӗ тата вӑрҫӑ ҫинчен паттӑр астӑвăмĕ пĕр-пĕринпе пĕрлешет»

Раиса Сарби, чăваш халăх поэчĕ

«Ольга Архиповăшăн ăна çитĕнтернĕ çĕр-анне çав тери хаклă. «Атте килĕ – эс шур хурăн!» сăвăра çакă уççăн курăнать. Хурăн – сăваплă, илемлĕ, чун пуянлăхне ăнлантаракан, ятулăхпа, яштака, ытарлă йывăç. Вăл тасалăхпа, черченлĕхпе, хÿхĕмлĕхпе çыхăннă. Атте килĕ вара кашни çыншăн сăпка, пурнăç никĕсĕпе тытăмĕ. «Атте килĕ – эс шур хурăн», Эс – çĕршывăм, эс – аннем, Яланах эс пурăн, «хурăн», Илемлет тăван çĕре». Эпĕ халиччен чылай сăвă вуланă, анчах та атте килне «шур хурăнпа» танлаштарнине пĕрремĕш хут тĕл пултăм»

Альбина Юрату, чăваш поэтесси, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ

Стихотворение Ольги Архиповой «Чӑвашах пулса юласчӗ»
(Голос предков во мне).

Читает Римма Васильевна Петайкина (Чувашская Республика, Шумерлинский район, с. Юманай). По итогам акции Р. В. Петайкина была признана лауреатом I степени.

Запись создана в рамках акции «Поэтическое настроение» (Поэзи кӑмӑлӗ) Национальной библиотеки Чувашской Республики.

г. Чебоксары, 23 апреля 2020.

Назад