Автор хăйĕн сӑввисене калани

Автор хăйĕн сăввисене каланине итлесе пăхар. Ольга Архипова хӑй те сăвăри сӑнарсемпе кăмăл-туйăмне, хуйхи-суйхине палăртать, итлекене хайлавсен чӑн-чӑн кӗввине, ритмне тата интонацине кăмăллама хӑйне евӗрлӗ сĕнÿ парать.

Сӑпка юрри

Тӑхӑрвун пĕррери Ольга Архиповăна

„...Ульхине аппине
Чӑваш кӗввин ӑстине
Тӑри пек ҫӳле кайма,
Шӑнкӑрч пек ҫунат ҫапма,
Шӑпчӑк евӗр юрлама
Пиллӗх патӑр Хусанкай,
Ҫунат хуштӑрччӗ Ухсай,
Ырлӑх кӳтӗрччӗ Малкай,
Алӑ ҫуптӑрччӗ Каттай
Купӑс тыттӑрччӗ Туркай”

Юрий Сементер, чăваш халăх поэчĕ

„Поэт тăхăр вунă çул урлă каçнă пулин те, çаплах çĕнĕ сăвăсем шăратать. Пурнăç илемĕ, хавхалану хĕлхемĕ канăç памасть ăна: тăван тавралăх çулран-çул çĕнелсе пыни те, çамрăксем хальхи информаципе компьютер техникине алла илни те, хăйĕн хайлавĕсем халăхра анлăн сарăлни те алла калем тытма хистет”

Юрий Сементер, чăваш халăх поэчĕ

Каялла