Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Николай Терентьев тата чăваш драматургийĕн аталанăвĕ» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Ăна чăваш халăх писателĕ, паллă драматургĕ Николай Терентьев 100 çул тултарнине халалланă.

Николай Терентьев – драматург, куçаруçă, артист, театр критикĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ. 1925 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче Канаш районне кĕрекен Кашнаруй ялĕнче кун çути курнă. Мускаври А.В. Луначарский ячĕллĕ ГИТИС студийĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче вĕреннĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче артист, литература пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.

Унăн хайлавĕсенчен паллăраххисем çаксем: «Çунатлисем те çĕр çинчех», «Мĕн-ши вăл телей?», «Куккук çаплах авăтать», «Çĕр çинчи çеçпĕл», «Кайри мала, хуркайăксем», «Пушар лаши» тата ыттисем те.

Тӗплӗнрех