Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Николай Мордяковӑн «Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Умсӑмах авторӗ – Ирина Софронова, редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Наталия Орлова.

Николай Мордяков – поэт, художник, куҫаруҫӑ, Эмине ячӗллӗ преми лауреачӗ. Унӑн пӗрремӗш сӑвви Патӑрьел районӗн «Авангард» хаҫатӗнче кун ҫути курнӑ. Хайлавӗсем «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Пике», «Сунтал», «Лик», «Кил», «Ҫилҫунат», «Самант» журналсенче пичетленнӗ, «Ахрӑм» альманахра пичетленнӗ. Николай Гурьевич 2005–2010 ҫулсенче яппун поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарассипе палӑрнӑ. Вӑл Раиса Сарпи, Марина Карягина, Валентина Кузнецова, Ирина Телейпи, Альбина Юрату ҫыравҫӑсен сӑвӑ кӗнекисене илемлетнӗ.

«Юр ҫийӗн кӑвар» кӗнеке Чӑваш Енри кайӑксен тӗнчипе паллаштарать. Ҫакна валли автор яппунсен поэзи формине – хайкку – суйласа илнӗ. Ку ирӗклӗ сӑвӑсем вун ҫичӗ сыпӑкран тӑраҫҫӗ: пӗрремӗш йӗркере – пиллӗк, иккӗмӗшӗнче – ҫиччӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – каллех пилӗк сыпӑк. Поэт вӑл е ку ҫулталӑк вӑхӑтӗнчи пӗр-пӗр саманта, кайӑк-кӗшӗк тыткларӑшне кӗскен те витӗмлӗн уҫса пама пӗлет. Ҫавӑнпах чылай хайлавӗ ӳкерчӗклӗ, метафорӑллӑ. Вӗсем илемӗпе, чӗлхе хӳхӗмлӗхӗпе, тарӑн шухӑшлӑхӗпе тыткӑнлаҫҫӗ. Сӑвӑсем кӗске пулни вулаканӑн шухӑшласа кӑларас ӑсталӑхне аталантарма, ассоциацисем йӗркелеме пулӑшать. Ҫӗнӗ кӗнеке поэзие тата ҫут ҫанталӑка юратакансен кӑмӑлне каясси куҫкӗретех.

Уявра ҫӗнӗ кӗнекепе тата ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр. Чӑваш литературине кӑмӑллакансене «Варкӑш» литература клубне йыхравлатпӑр.

18.00 сехетре пуҫланать, 201 пӳлӗм.