Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗшенчее Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Николай Иванович Ашмарин паллӑ тюрколог, 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» авторӗ ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш тезаурус – халӑх пуянлӑхӗн ҫӳпҫи» курав уҫӑлчӗ.

Куравра хальччен курман сӑн ӳкерчӗксемпе документсене, ӑсчах хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра кун ҫути курнӑ кӗнекесене, пӗрремӗш чӑваш журналӗсене, кил-тӗрӗшре ӗмӗр каялла усӑ курнӑ япаласене, ученӑй эткерлӗхне тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫсене, ҫуллӑ сӑрӑллӑ картинӑсене, «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекинчи» пуянлӑхпа усӑ курса хатӗрленӗ уйрӑм кӗнекесене кӑтартнӑ. Вӗсем пурте Николай Иванович чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ ӑслӑлӑх ҫитӗнӗвӗсем вилӗмсӗррине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Н. Ашмаринӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне Эдуард Лебедев, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ туллин ҫутататса пачӗ,  халӗ те тӗнчипе паллӑ ӑсчахӑн ӗҫӗсем тӗпчевҫӗсемшӗн кӑсӑклӑ пулни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Пысӑк калӑпӑшлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» авторӗ пулнипе кӑна мар, чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл пурлӑхне анлӑ ҫутатни чӑваш тӗнчи ытти халӑх тӗпчевҫисемшӗн те илӗртӳллӗ пулнине палартрӗ. Курав йӗркелесе уҫнишӗн библиотека ӗҫченӗсене тав турӗ.

Виталий Родионов профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.И. Ашмарин, 13 ҫулхи ача, чӑваш чӗлхине хӑй тӗллӗн вӗреннинче хальччен асӑрхаман шухӑшлаттаракан япала пурри ҫинчен чарӑнса тачӗ. Кӑрмӑшра пурӑннӑ чухне чӑвашсем Николайӑн кукамӑшӗпе чӑвашла хутшӑннине ача мӗн пӗчӗкрен курса итлени кӑна мар, пулас ӑсчахӑн аслӑ пиччӗшӗ Василий те ытти халӑхсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ, «Чӑваш туйӗ» статья та пичетлесе кӑларнӑ, иккен. Чӑвашсем ҫинчен ҫав вӑхӑтра питӗ сахал ҫырнине кура аслӑ пиччӗшӗ шӑллӗне ҫак юхӑма кӗртсе яма пултарнине тавра пӗлӳҫӗсен тӗпчемеллине палӑртрӗ.

Ирина Лукина (Семенова), филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, пултаруллӑ тюрколога нумай ҫӗршывра пӗлни, ӑна диссертаци хӳтӗлемесӗрех тюркологи докторӗн ученӑй степенне парса чыслани, 1929 ҫулта ӑна СССР Ӑслӑлӑх Академийӗн член-корреспондентне суйласа лартни куракансемшӗн питӗ кӑсӑкла пулчӗ. Сергей Малов тюрколог 1941 ҫулта чӑваш профессорне асӑнса вӑл хатӗрленӗ ҫакӑн пек паха «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» пурришӗн «чӑваш халӑхӗ хӑйне телейлӗ тесе шутлама пултарать. Совет Союзӗнче турккӑ чӗлхисен словарӗсенчен Э.К. Пекарскийӗн якут чӗлхин словарӗпе кӑна Н. И. Ашмаринӑн словарьне танлаштарма пулать. … ытти словарьсем вара пурте чӑваш словарӗпе ниепле танлашма та пултараймаҫҫӗ» тесе каланине аса илтерчӗ. Хальтерех ятарласа шутланӑ хыҫҫӑн «Ашмарин словарӗнчи» сӑмах шучӗ 40 пин кӑна мар, 54 пин те 633 (!) сӑмахпа танлашнине ҫирӗплетрӗ.

Чӑваш тумне тӗпчекен искусствовед Геннадий Иванов-Орков «Ашмарин словарӗн» 1 томӗпе куракансене уйрӑмах кӑсӑклантарса ячӗ. Унта кивелнӗ сӑмахсен кашнин ӑнлантарӑвне кӑна мар, ӑна мӗнле ӑсталаса тумалли ҫинчен ӳкерсе кӑтартнине те кӗртни тӗпчевҫӗсемшӗн кӑна мар, ахаль ҫынсемшӗн те усӑллӑ, терӗ. 17 томлӑ словаре репринт мелӗпе ҫӗнӗрен пичетлесе кӑларса кашни вулакан патне ҫитерме майсем туса панӑшӑн Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсене тав турӗ. 

Педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ Раиса Васильева, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институтӗн кафедра ертӳҫи, студентсене вӗрентнӗ чухне 17 томлӑ словарьте чӑваш ҫи-пуҫӗпе ҫыхӑннӑ япаласен ячӗсене шыраса тупса, вӗсене хальхи вӑхӑтра тытса тумалли йӗркине те вӗренме ансатти тата унсӑр пуҫне ҫак япаласемпе ҫыхӑннӑ чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ ҫинчен каҫса кайса вуласа хӗпертени ҫинчен аса илчӗ.

Василий Комиссаров хӑйӗн ҫывӑх тӑванӗ Гурий Комиссаров Ашмаринпа Хусанта пӗр-пӗрне лайӑх пӗлни ҫинчен каларӗ, паллӑ ӑсчахӑн эткерлӗхне халӑх хушшинче сарас ӗҫе тӑвакансене тав турӗ.

Куравра кӑтартма халӗ кил-тӗрӗшре усӑ курма пӑрахнӑ япаласемпе тивӗҫтернӗшӗн Сергей Сорокина, Чӑваш таврапӗлӳҫисен ертӳҫине, чунтан тав тӑватпӑр! Вӗсен ячӗсем, ӑнлантарса пани Н.И. Ашмарин словарӗсенче ҫырса кӑтартнӑ.

Уява хутшӑнакансем Н.И. Ашмарин ӗҫӗсемпе паллашрӗс, пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинче чаранса тӑчӗҫ, йӗркеленкенсене тав сӑмахӗ каларӗҫ.

Куравра экскурсисӗр пуҫне тӗрлӗ вӑйӑсем те ирттерме палартнӑ. Шкул ачисемпе студентсене Пушкин карттипе те йышӑнатпӑр.

Курав 218-мӗш кабинетра раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗччен кӑна ӗҫлет, ҫавӑнпа васкӑр, кая ан юлӑр! 

Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 230217 (доб. 145)