Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ çуллахи каникултан тухнăранпа хăй ĕçне малалла тăсать. Юпа уйăхĕнчи тĕлпулура варкăшçăсем Валентин Константиновăн «Ют çын ачи» кăларăмне сӳтсе яврĕç. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Вăрăм çула кĕскетсе автор Куславккаран килсе çитрĕ. Хăтлава «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ. Вăл прозаик валли ятарласа ыйтусем çырса хатĕрленĕ. Валентин Николаевич экзамента билет туртса кăларнă пек пĕрин хыççăн теприне тĕплĕн хуравларĕ, хăй çинчен каласа пачĕ.
Чăвашра чей те ӳсет
В. Константинов 1958 çулта Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс ялĕнче çуралнă. Çемьери ултă ачаран виççĕшĕн – Валентинăн тата унăн пиччĕшĕпе аппăшĕн – хайлавсем çырас пултарулăх пулнă. Ку вĕсене ашшĕнчен куçнă. Пиччĕшĕпе аппăшĕ çамрăк чухне сăвăсем те шăрçаланă, анчах каярахпа пăрахнă ку ĕçе. Валентин Николаевичăн пиччĕшĕн хĕрĕ кĕнекесем çырать-мĕн. Эппин, пултарулăх йăхран йăха куçса пырать-ха.
– Эпĕ тăваттăмĕш-пиллĕкмĕш классенче кĕске калавсемпе сăвăсем çырма пуçăннă, вĕсене Вăрнар район хаçатне, «Пионер сассине» ярса панă. Калав пичетленетчĕ-и, шӳт-и е сăвă – ун чухне манран телейли çукчĕ пуль. Редакцие çыру ăсатнă хыççăн кун çути курасса кĕтме пуçлатăн. Почтальона асăрхасан ăна хирĕç утатăн. Хаçат валеçекенскер пирĕн киле каярах çитессине пĕлсех ун патне тӳртен васкатăн. Çав самантсене питĕ лайăх астăватăп, ырăпа аса илетĕп, – терĕ уяв хуçи.
Вăл тăван ялти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта, Кĕçĕн Кипекри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта пĕлӳ пухнă. Унтан Улатăрти чугун çул транспорчĕн техникумне кĕме, пуйăс машинисчĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах килтисем аслă пĕлӳ илме сĕннĕ. Вара каччă И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă, М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. 1982 çултанпа Куславкка районĕн «Ялав» хаçачĕн редакцийĕнче вăй хурать, 1986 çултанпа – тĕп редактор. Журналист пек статья-интервью хатĕрлет-и, литература хайлавĕ çырать-и – Валентин Николаевич ялан мĕн те пулин кăсăкли туртса кăларма тăрăшать. Хăй пурнăçĕнче те савăк самант чылай пулнă. Вĕсенчен пĕри М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче ăс пухнă тапхăрпа çыхăннă.
– Журналистика факультечĕн деканĕ Ясен Николаевич Засурскийччĕ. Вĕренӳ çулĕн пуçламăшĕнче пире, студентсене, деканата чĕнтернĕ. Пăхатăп: Азербайджан каччисем иçĕм çырли йăтса кĕреççĕ, туркменсем – дыньăпа арпус. Манăн, чăваш ачин, декан патне вăл чăвашсем пуррине ĕмĕрлĕх астуса юлтăр тесе мĕн илсе кĕмелле-ши тетĕп. Анне мана пысăк хутаçпа çăка çеçки парса янăччĕ. «Укçуна ан пĕтер, çăка чечекĕнчен вĕретнĕ чей ĕç», – тенĕччĕ. Хайхи Ясен Николаевича ку чăвашсен чейĕ тесе аннен кучченеçне тыттартăм. «Чăвашсен чей çук», – тет декан. «Пур, ӳсет. Ĕçĕр, сире килĕшетех», – терĕм. Кайран тем вăхăт иртсен каллех тĕл пултăм ăна, чей кăмăла кайнипе интереслентĕм. Ăна чăнласах килĕшнĕ-мĕн. «Тавтапуçах! Питĕ тутлă. Эп халь пурне те Чăвашра чей ӳсет тесе калатăп», – евитлерĕ Ясен Николаевич, – кула-кулах каласа кăтартрĕ Валентин Николаевич.
Пĕр-пĕр темăпа çырас-ха тесе нихăçан та тĕллев лартмасть вăл. Ăна яланах мĕнле те пулин пулăм, деталь сĕтел хушшине вырнаçма хистет. «Чăт, тата кăштах чăт…» повеçе çырасси те ăнсăртлăхпа çыхăннă. В. Константинов юлташĕпе Пичет кунĕнчи пĕр концертра ларнă. Сцена çине хĕрарăм юрăç тухсан вăл шăрантаракан çаврари сăмахсем – «Чăт, тата кăштах чăт…» – темшĕн пĕлтерĕшлĕ пек туйăннă журналист-çыравçа. Манса кайиччен çийĕнчех çырса хумалла. Анчах ăçта? Алă айĕнче канфет коробки çеç пулнă, ăна çурса илнĕ те çырса хунă. Хут татки вунă çул кĕтсе выртнă. Вăхăт çитсен Маргарита юрăçăн сăнарĕ калăпланнă. Унти ĕç-пуçа пĕтĕмпех шухăшласа кăларнă терĕ автор. «Ют çын ачи» калава хайласси Мускавра универсам умĕнче тăракан арçынна курнинчен пуçланнă. Хуйхăллă çын чирлĕ хĕрне сиплеме укçа ыйтма тухнă-мĕн. Хайлава прозаик «Тĕрĕслĕх» ят панă малтан, редактор сĕннипе вара улăштарнă.