Ку – урăх улах… Кунта художниксем юптараççĕ, çыравçăсем ӳкереççĕ, вулавăшçăсем юрлаççĕ, вулакансем çыраççĕ…

Ку – урăх улах… Чăрсăр шухăшсене, çĕнĕ пуçарусене пурнăçа кĕртмелли хăйне евĕрлĕ хутлăх. Кунта Ирĕк тата хавхалану сывлăшĕ хуçаланать, пултарулăх çăлкуçĕ иксĕлми вăйпа тапса тăрать».

Çапларах хыпарланăччĕ ку мероприяти çинчен социаллă тетелсемпе тĕрлĕ ушкăнра. «Варкăш» литература клубĕ чӳк уйăхĕнчи тĕлпулăва çĕнĕ форматпа ирттерес терĕ. Ытти чухне варкăшçăсем пĕр-пĕр кĕнеке вуласа килетчĕç те ăна сӳтсе яватчĕç, кăларăма пахалатчĕç. Хальхинче вĕсем Чăваш Наци вулавăшне улаха пуçтарăнчĕç. Ахальлине те мар… урăххине.

Тӗплӗнрех