Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑк кӗнеки-2024» фестиваль-конкурса пӗтӗмлетрӗҫ.

Ҫулсерен иртекен конкурса Наци библиотеки Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Раҫҫей писателӗсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе, Чӑваш кӗнеке издательствипе тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе пӗрле йӗркелет. ХХ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшенчех тымар янӑскер паян та вӑл ҫыравҫӑсене, вулакансене, кӗнеке кӑларакансене, библиотекӑсене пӗрлештерекен паллӑ пулӑмсенчен пӗри шутланать. Унӑн тӗллевӗ – наци литературин паха тӗслӗхӗсене халӑх хушшинче сарасси, ҫынсене, уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрӑва нумайрах вулама хавхалантарасси.

Кӑҫал фестиваль-конкурса 2024 ҫулта чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ илемлӗ литература кӑларӑмӗсем хутшӑнчӗҫ. Пурӗ 120 ытла кӗнеке. Вӗсене вулакан патне ҫитерес тӗлӗшпе конкурс тапхӑрӗнче Чӑваш Республикин муниципаллӑ округсенчи библиотека ӗҫченӗсем авторсемпе тӗл пулусем, кӗнеке хӑтлавӗсем, вулав конференцийӗсем, литература каҫӗсем, куравсем чылай йӗркелерӗҫ.

Уява пухӑннисене Наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова, Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн директорӗн ҫумӗ Ирина Кириллова, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ Ольга Фёдорова, Раҫҫей писателӗсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗ Сергей Павлов, филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов профессор саламларӗҫ, конкурс ӗҫӗсене тата пӗтӗмӗшле конкурса хак пачӗҫ, авторсене малашне те пултарулӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем тума, вулакана паха хайлавсемпе савӑнтарма сунчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ятарлӑ эксперт комиссине йӗркеленӗ. Унӑн йышӗнче – сумлӑ тӗпчевҫӗсем, ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем. Экспертсем кашни кӑларӑма тимлӗ пӑхса тухнӑ, онлайн-сасӑлав кӑтартӑвӗсене тата Чӑваш енри библиотекӑсен вулав статистикине тишкернӗ.

Конкурсра ҫак кӗнекесем мала тухрӗҫ:

  • «Проза жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке»Людмила Сачкован «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» (истори романӗ е сага);
  • «Проза жанрӗпе вырӑсла ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» — Владимир Андрейченко ҫырнӑ «Время Орды» роман-хроника;
  • «Поэзи жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» – «Ҫӗн Кун ачи» пьесӑсемпе сӑвӑсен кӗнеки. Авторӗ Марина Карягина.
  • «Поэзи жанрӗпе вырӑсла ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» — «Мы памятью своей сильны», авторӗ Александр Ильин.
  • «Ачасем валли чӑвашла ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» — «Кун ячӗсем»: сӑвӑлла юмахсем тата карточкӑсем. Авторӗ Лариса Петрова.
  • Ачасем валли вырӑсла ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» — «Булка, Беляш и другие с Лесной улицы», авторӗ — Илга Понорницкая.

«Литература критикӗсен куҫӗпе чи лайӑх кӗнеке»Николай Максимовӑн «Камаево поле» тата «Спасение Европы» романсем.

  • «Художниксен куҫӗпе чи лайӑх кӗнеке» — Юлия Лутошкина художник илемлетнӗ Лариса Петрован «Кун ячӗсем» тата Александр Федоров илемлетнӗ Ҫеҫпӗл Мишшин «Ҫӗнӗ пурнӑҫ хӗвелӗ» кӗнекисем.

Кӗнекене халӑх хушшинче анлӑ сарас, ҫамрӑк ӑрӑва нумайрах вулама хавхалантарас, вулакана библиотекӑна илӗртес тӗлӗшпе вулавӑш ӗҫченӗсем нумай ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ меслетсем шыраҫҫӗ, тӗрлӗ йышши проектсем пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.

«Чи лайӑх проект» номинацире ҫак ӗҫсем мала тухрӗҫ:

  • «Кам вӑл Ҫеҫпӗл?» кӗнеке презентацийӗн сценарийӗ, хатӗрлекенӗ – Улатӑр муниципаллӑ окргӗнчи Октябрьски ял библиотеки;
  • «Литературное лото «Читаем и играем», хатӗрлекенӗ — Тӑвай муниципаллӑ округӗн Тӗп библиотеки;
  • «Книжная головоломка: создай свой кроссворд по произведениям чувашских писателей», хатӗрлекенӗ — Шупашкар муниципаллӑ округӗн Тӗп библиотеки;
  • «Литературный путеводитель по книге Натальи Орловой «Письмо Деду Морозу. История девочки, которая верит в чудеса», хатӗрлекенӗ — Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Йӳҫкасси ял библиотеки;
  • «Культурно-творческая площадка «Сердце солдата», хатӗрлекенӗ – Шупашкар хулин библиотекисен пӗрлешӗвӗн 17-мӗш филиалӗ – Л. Агаков ячӗллӗ библиотека.

Уявра чи хастар вулакансене те чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫем шутӗнче:

  • Степанова Ксения Владимировна, Элӗк муниципаллӑ округӗн Вутлан шкулӗн 3-мӗш класс вӗренекенӗ;
  • Андреев Дмитрий Александрович, Элӗк муниципаллӑ округӗн Элӗк шкулӗн 9-мӗш класс вӗренекенӗ;
  • Журавлева Александра Максимовна, Шупашкар муниципаллӑ округӗн Шоркка ял библиотекин вулаканӗ.

Чыслав хыҫҫӑн пухӑннисем «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑк кӗнеки» конкурсӑн пуласлӑхӗ, шӑпи ҫинчен калаҫу пуҫарчӗҫ, ӑна малалла мӗнле ҫул-йӗрпе атанлантарас тӗлӗшпе хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ, паха сӗнӳсем пачӗҫ.

Уява «Эревет» халӑх инструменчӗсен ансамблӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ (ертӳҫисем — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Федотов тата Алексей Мизуров педагог) илем кӳчӗ.