2026 ҫул тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗнче мӗн-мӗн пулса иртессине вӑхӑтра пӗлсе тӑма Чӑваш Республикин Наци библиотеки хатӗрлесе кӑларнӑ «Ҫулталӑк кӗнеки 2026» кӑларӑм пулӑшӗ.
Кӑларӑм 1967 ҫултанпа тухса тӑрать. Ҫулсерен вӑл Чӑваш енри истори пулӑмӗсемпе, уйрӑм ҫынсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарать. 1997 ҫултан пуҫласа «Ҫулталӑк кӗнеки = Календарь года» ятпа тухса тӑрать. Ҫулсерен вӑл ҫӗнӗ тата ҫавра датӑсемпе пуянланса пырать.
Кӑҫалхи календаре 400 яхӑн паллӑ кун кӗнӗ, республикӑн политикӑри, экономикӑри, ӑслӑлӑхри, культурӑри чи паллӑ пулӑмӗсемпе ҫыннисем ҫинчен вуласа пӗлме пулать.
Мӗнлерех паллӑ кунсемпе уявсем кӗтеҫҫӗ-ши пире 2026 ҫулта?
Чи малтанах Ҫӗнӗ ҫул алӑкне 80 ҫулхи юбилейӗпе филологи наукисен кандидачӗ, чӗлхеҫӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ Юрий Виноградов уҫать.
Тӗрлӗ ӑслӑлӑхра палӑрнӑ ҫынсем хушшинче ҫавра ҫуллисем йышлӑ. Археолог, истори наукисен докторӗ Василий Каховский ҫуралнӑнпа 110 ҫул; патшалӑх денятелӗ, истори наукисен кандидачӗ, Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Талля ҫуралнӑранпа 100 ҫул; литература тӗпчевҫи, критикӗ, филологи наукисен кандидачӗ Владимир Канюков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Филологи наукисен докторӗсем Геннадий Корнилов 90 ҫулхи, Юрий Артемьев 85 ҫулхи юбилейӗсене, истори наукисен кандидачӗсем Борис Каховский 80 ҫулхи, Валерий Кочетков 75 ҫулхи, истори наукисен докторӗ Леонид Таймасов, педагогика наукисен кандидачӗ Валентина Игнатьева, истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев 70 ҫулхи юбилейӗсене паллӑ тӑвӗҫ.
Республикӑра чӑваш литературинче тарӑн йӗр хӑварнӑ классиксем хушшинче те ҫавра ҫуллӑ писательсем йышлӑ: Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 145 ҫул, Никифор Мранька ҫуралнӑранпа 125 ҫул; Уйӑп Мишшипе Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул, Юрий Скворцов ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитет.
Паян литература анинче хастар ӗҫлекен авторсем хушшинче те юбилярсем нумай: чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Валери Туркай, чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши хӑйсен ҫавра ҫӳлӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Юлия Силэм, Валентина Тарават, Арсений Тарасов, Улькка Эльмен, Николай Ларионов тата ытти чылай ҫыравҫӑсен 2026 ҫулта ҫавра ҫӳлӗсем пулӗҫ.
Ҫитес ҫул культурӑпа искусство деятелӗсен юбилейӗсемпе те пуян. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, театр тата кино актёрӗ Николай Мордвинов, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, театр тата кино режиссёрӗ Георгий Парне (Васильев) ҫуралнӑранпа 125 ҫул, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Григорий Хирпӳ композитор ҫуралнӑранпа 115 ҫул, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ Элли Юрьев сӑрӑҫӑ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫавӑн пекех Любовь Фёдорова, Василий Павлов, Лидия Красова, Виктор Петров, Надежда Алферова артистсем, Тамара Гурьева, Любовь Семенова, Августа Уляндина юрӑҫсем ҫавра ҫулӗсене паллӑ тӑвӗҫ.
Республикӑшӑн 2026 ҫулхи чи пӗлтерӗшлӗ истори пулӑмĕсем – Чӑваш АССРӗн Пӗрремӗш Конституцине йышӑннӑранпа 100 ҫул, Сӑр хӳтӗлев йӗрне чавма пуҫланӑранпа 85 ҫул, чӑвашла пӗрремӗш радиопередача тухнӑранпа 100 ҫул, чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 155 ҫул, Пӑрачкав салине никӗсленӗренпе 435 ҫул ҫитни тата ыт.те.
Чӑваш енри учрежденисемпе организацисен юбилейӗсемпе ҫыхӑннӑ событисем те пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш Республикин Наци библиотеки 155 ҫул тултарӗ. 1871 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче хула интеллегенцийӗ тӑрӑшнипе, Хусан губернаторӗ ирӗк панипе Шупашкарта халӑх библиотеки уҫӑлнӑ. Библиотека хула ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн культура вучахӗ пулса тӑнӑ. Наци библиотеки республикӑри чи пуян библиотека. Хальхи вӑхӑтра вӑл пурте усӑ курма пултаракан вулавӑш кӑна мар, патшалӑх шайӗнче кӗнеке упракан тӗп учреждени те, ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсен центрӗ те. Ҫавӑн пекех Республикӑри тата ун тулашӗнчи чӑвашсемпе ӗҫлекен библиотекӑсен методика центрӗ те. Сӑмах май, патшалӑх деятелӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова та хӑйӗн сумлӑ юбилейне паллӑ тӑвӗ.
«Халӑх шкулӗ» журнал 100 ҫул, «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланӑранпа 120 ҫул, Чӑваш патшалӑх филармонийӗ 90 ҫул, Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивне никӗсленӗренпе 85 ҫул ҫитет.
Календарьпе ҫулсерен патшалӑх органӗсенчи, муниципаллӑ влаҫсенчи специалистсем, информаципе пичет, культура учережденийӗсенче, вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫлекенсем, студентсемпе вӗренекенсем, таврапӗлӳҫӗсемпе тӗпчевҫӗсем тата халӑх историйӗпе, культурипе кӑсӑкланакансем усӑ кураҫҫӗ. Кӑларӑма кӗнӗ кашни паллӑ кун пире тавракурӑма малалла аталантарма, ҫӗнӗ литературӑпа паллашма пулӑшать.
Календаре хатӗрлесе кӑларас кӑткӑс ӗҫ ҫулталӑк тӑршшӗпех пырать. Кӑларӑма хатӗрлекенсем Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗнче ӗҫлекенсене тата Календарь валли паха материалсем парса пулӑшакансене пурне те тав тӑваҫҫӗ.
Кӑларӑма кӗнӗ паллӑ кунсен списокӗпе Чӑваш Республикин Наци библиотекин «Краеведени» пайӗнче тата «наследиечувашии.рф» порталӗсенче паллашма пулать.
Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе сире, туссем!